Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Воля ялĕ пысăках мар, 38 кил-çуртра 117 çын пурăнать. Анчах ял ватăлса пĕтсе ларас хăрушлăх çук. Илемлĕ те лăпкăлăхĕпе илĕртекен ялта çамрăксем хаваспах тĕпленеççĕ. Ултă çамрăк çемье ялта (хуларан куçса килнисем те пур), вĕсенчен пĕри – Дианăпа Георгий Митинсем. Икĕ ывăл – Владиславпа Станислав - çитĕнтереççĕ вĕсем.
 
Аслă Нагаткин ял тăрăхĕнче Георгий Васильевич Çĕнĕ Воля ялне хăтлăх кĕртессипе ĕçлет. Ялта почтальон çуккипе çынсем çырăнса илекен хаçат-журнала та ял-йыша вăлах çитерет.
Диана Борисовна Ульяновскри ял хуçалăх академийĕнче бухгалтер-экономист дипломне алла илсенех Н.В.Салюкин фермер хуçалăхĕнче бухгалтерта ĕçлеме тытăннă, халь иккĕмĕш ачипе декретра ларать. Хуçалăх ертӳçи часрах ĕçе тухма чĕнет ĕнтĕ çамрăк специалиста.
Çак ялта кӳршĕрех ӳссе çитĕннĕ каччăпа хĕр. Георгийăн ашшĕпе амăшĕ Çĕнĕ Воля ялне Чăваш Республикинчи Патăрьелĕнчен куçса килнĕ. Арçын ача ун чухне 3-мĕш класра вĕреннĕ. 1998 çулта шкул пĕтерсен Ульяновскри техника университетĕнчи машиностроени факультетне бюджет майĕпе вĕренме кĕрет. Анчах бюджетра вĕренекенсене юратсах каймаççĕ çав хальхи вăхăтра. Георгий вĕренекен факультетра та пĕрремĕш курс хыççăн бюджетри 30 ачаран виççĕн тăрса юлаççĕ. Чăваш каччин те иккĕмĕш курс хыççăн вĕренме пăрахма тивет. 2001 çултан Георгий Мускава вахтăпа ĕçлеме çӳреме пуçлать. Çурт лартма паянах пĕр шикленмесĕр тытăнма пултарать.
Георгий Митин хĕлле ача садне кочегара вырнаçать. Почтальон "сокращение" лексен ял пухăвне ирттереççĕ. Унта ял Советĕнче ĕçлеме пултаракан, почта салатма килĕшекен çын кирлине пĕлтереççĕ. Георгий Митин ял çыннисемшĕн ĕçлеме килĕшет.
Ял илемĕшĕн, çынсене урамра çӳреме, ачасене выляма хăрушă ан пултăр тесе тăрăшать вăл. Кăçал Георгийпа хуньăшĕ ялти ват йывăçсене касаççĕ.
-Ват йывăçсем хăйсемех ӳкме тытăнчĕç. Ачасене урама кăларма та хăрушă. Садик та юнашарах. Çавăнпа касас терĕмĕр йывăçсене. Куншăн ял пуçлăхĕ Вячеслав Картузов мухтаса кайрĕ-ха.
Ялти пурнăçа эпир улăштарма шутламастпăр. Ĕçрен хăрамасан, тăрăшсан ял пурнăçĕнчен аванни çук – шăплăх, çут çанталăк илемĕ. Газ 2005 çултах кĕртнĕ. Шыв – пусăран моторпа пӳрте хамăр тăсатпăр. Фермерсем патĕнче те çулталăкĕпех ĕçлеме пулать. Çĕнĕ Вольăра ĕçсĕр çӳрекен пĕр арçын та çук. Икĕ чăрмав ялта пурăнакансемшĕн – лавкка тата çул çукки, - каласа парать Георгий Митин.
Лавккапа çул çукки ытларах ватăсемшĕн тата пĕчĕк ачасене çитĕнтерекен çамрăк çемьесемшĕн йывăр – куллен кирлĕ тавара йăпăрт тухса туянма çук. Пульницана кайса килесси, района ĕçпе каясси нуша.
 
: 986, Хаçат: 27 (1171), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: