Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Людмила Солодовникован сăн ӳкерчĕкĕ Чăнлă районĕн Хисеп хăми çинче çакăнса тăрать. Пĕлтĕр Людмила Владимировна машинăпа ĕне сăвакан операторсен кунĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр аллинчен Хисеп хутне илме тивĕçлĕ пулнă.
Тăрăшса ĕçленĕшĕн ырă сăмахсем пĕр хутчен çеç каламан яштака хĕрарăм ячĕпе. Тав çырăвĕсемпе Мухтав хучĕсем нумай Людмила Владимировнан. Хăй вара пурнăçĕнчи чи пысăк ăнăçăвне çемйи тесе шутлать: упăшки Петр Николаевич тата виçĕ ачи. Хальхинче те амăшĕпе хĕрĕ тата икĕ ывăлĕ кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче уççăн калаçса ларатчĕç. Ашшĕ тракторĕпе хиртеччĕ. Вăхăчĕ çаплалла. Шăпăрланĕсем шкула еплерех паллăсемпе вĕçленине ăмăртмалла каласа паратчĕç. Амăшĕ, ирхи сăвăмран килсе кил хушшинчи ĕçсене вăр-вар тăваканскер, пурне те ырласа йышăнать, ачисем çине ытараймасăр пăхать.
Людмила шкул хыççăн Ульяновскри медицина училищинчен вĕренсе тухать. Ача-пăча пульницинче медицина сестри тивĕçĕсене пурнăçлать вăл пĕр хушă. Чунĕ яла туртнипе тăван ялне килет. Ялти ятлă йĕкĕте качча каять. Петр Солодовников салтакран килнĕренпех трактористра ĕçлет.
– Эпир Петьăпа пĕр-пĕрне усал сăмах каласа курман, – тет Людмила Владимировна. – Кил хушшинче хисеплесси, пулăшасси йăлана кĕнĕ. Ĕçре те веçех йĕркеллĕ пирĕн. Пире чăваш ферминчен (Каша енчи витене çапла калама хăнăхнă) тына ӳстерсе параççĕ. Эпир тынасене илсе ĕне тăватпăр. Ушкăнсенче Бестужев ăрачĕллĕ 45-шер ĕне. Сĕт ферминче тухăç илесси пиртен, 13 ĕçлекенрен, нумай килет. Эпир, чăваш тата тутар хĕрарăмĕсем, ĕçе парăннă çынсем. Ферма ертӳçисем Алсу Гайсинапа Марс Насыров та тивĕçĕсене питĕ тăрăшса пурнаçлаççĕ.
Паян ĕне сăвакансем автобуспа çуллахи лагере çӳреççĕ. Çанталăкĕ аван, симĕс курăк çителĕклĕ, çынсен кăмăлĕсем çĕкленӳллĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 954, Хаçат: 27 (1171), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: