Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чуптуни – шалти туйăма пĕлтермелли мелсенчен пĕри. Тăвана, юратнă тĕпренчĕке, мăшăра, савние юратнине нумайăшĕ çапла пĕлтерет.
Чуптăвасси ăçтан пуçланса кайнă-ха?
Кашни ăсчах çакна хăйне май ăнлантарать. Тĕслĕхрен, Платон çырса хăварнине ĕненес пулсан ĕлĕк-авал çыннăн тăватă алăпа ура, икĕ пуç пулнă. Унăн пĕр пайĕ арçын, тепĕр пайĕ хĕрарăм пулнă. Анчах пĕррехинче Зевс тарăхнă та вĕсене уйăрса янă. Çавăнпа халĕ этемлĕхĕн черчен тата вăйлă пайĕ тĕл пулсан чуптăваççĕ имĕш.
•Кинофильмра чуптунине пĕрремĕш хут 1886 çулта кăтартнă.
.•Эскимоссем чуптумаççĕ, ун вырăнне сăмсисемпе перĕнеççĕ.
•Яппун çыннисен чуптунă чухне пĕр-пĕринчен çур метрта пулмалла.
•Авалхи Римра пурăнакансем пĕрне-пĕри юратнине пĕлсе тутипе куç тĕлĕнчен сĕртĕнсе илнĕ.
•Чуптунă чухне пит çинче 30 мышца хускалать, юн вăйлăрах чупнипе вĕтĕ пĕркеленчĕксем якалаççĕ, çавăн пекех çилĕ иртет, кăмăл çĕкленет.
 
: 803, Хаçат: 36 (1128), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: