Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
И.Я. ЯКОВЛЕВ КУН-ÇУЛĔН ТĔСЛĔХĔПЕ
 
1984 çулта Ульяновск облаçĕн правительствин йышăнăвĕпе «Родина В.И.Ленина» историпе мемориал заповедникне йĕркелеме палăртнă. Заповедник ĕçĕ-хĕлĕ правительство йышăнăвĕпе палăртнинчен тахçанах иртсе кайнă. Музей ĕçченĕсен ушкăнĕ заповедника темиçе музей комплексĕпе пĕрлештерме шутлать.
1985 çулта «Родина В.И.Ленина» заповедник çумне Чĕмпĕр чăваш шкулĕн комплексĕ хушăнать. Çапла майпа Чĕмпĕр чăваш шкулĕн историне çутатса паракан музей уçасси пирки ĕç пуçланать. Мĕншĕн тесен Ульяновскра та, Раççейре те 50 çул чăваш халăхне çутта кăларас ĕç-хĕл илсе пынă И.Я.Яковлев музейĕ пулман.
1991 çулта Ульяновск облаçĕн ĕçтăвкомĕн йышăнăвĕпе «Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я.Яковлева» музей уçăлать..Вăл аваллăх япалисене пуçтаракан, упракан тата тĕпчекен культура центрĕ пулса тăрать. Музей «И.Я.Яковлев – судьба и город» экскурси маршручĕн йышне кĕрет. 2011 çулта çак маршрутпа 400 ытла çын (вырăнти çамрăксем кăна мар, Чăваш Республикинчен, Саратов, Самар, Пенза облаçĕсенчен те) паллашать.
Музей никĕсĕ – экспонатсем. Пурнăç иртсе пырсан та кил-çурт таврашĕ, унти япаласем, обществăлла тата çут çанталăк хутлăхĕ историе кĕрсе юлать. Музейре пухăнса пыракан япаласем çакăн çинчен каласа параççĕ те ĕнтĕ.
«Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я.Яковлева» музей Ульяновскри Воробьёв урамĕнчи 12-мĕш çуртра вырнаçнă, телефон: (8422) 32-85-21. Вунă залра 1000 ытла экспонат. Вулавăшĕнче 1,5 пин ытла кĕнеке, брошюра, хаçат-журналтан касса илнĕ материал, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннисен 300 ытла ĕçĕ, 100 ытла çыру.
Музей пуçлăхĕ – Н.В.Литвинова. Ăслăлăх ĕçченĕсем – С.А.Борисова, А.С.Трифонова. Пăхса тăракансем – Т.А.Назарова, Т.В.Егорова.
2011 çулта музейра 11 200 çын пулнă.
Музей çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре пысăк ĕç-хĕл илсе пыракан культура учрежденийĕ.
Унăн ăслăлăх ĕçченĕсем вĕренекенсемпе, студентсемпе шкулпа институт (университет) программисен шайĕнче мероприятисем йĕркелеççĕ. Вĕсем пурте тенĕ пекех И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата кун-çулĕпе çыхăнаççĕ.
Музей ĕçченĕсем наукăпа практика тĕпчевĕсем илсе пыраççĕ. Тĕслĕхрен, çулсеренех “Музей и дети», «Музей и подрастающее поколение» конференцисемпе семинарсем иртеççĕ. Вĕсенче яланах аваллăхпа хальхи самана çыхăнса тăрать. Çакă вĕренекенсемпе студентсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕ уçăлнă ятпа çыхăннă «Радуга детства» праçник та пысăк шайра иртнĕ. Унта 85 ытла ача хутшăннă.
Кашни çул кунта филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче пĕлӳ илме тытăннă вĕренекенсене студент билечĕсем параççĕ. 2011 çулта çак мероприятие 10 студент тата курма пынă 32 çын хутшăннă.
Экскурси ирттермелли «О чём рассказала старая фотография» çĕнĕ зал (Яковлевсен йăхĕ çинчен) уçăлнă. Çак тĕллевпе музей ĕçченĕсем И.Я.Яковлев тăхăмĕсемпе нумай ĕçленĕ. В.В.Яковлев, Л.Д.Некрасова, Л.М.Ордынская, А.Б.Покровская, А.Б.Покровский, Е.В.Павлова, М.О.Ефремов музейра пулса зал валли экспонатсем парса хăварнă.
Вĕсемпе çыру çӳретеççĕ. Тутарстан Республикин Теччĕ районĕнчи Кăннă Кушки ялĕнчи музейра та пулнă. Унта ĕçлекенсемпе çыхăну тытаççĕ.
2012 çулта ака уйăхĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнисен черетлĕ тĕлпулăвне (кашни çулах иртет) йĕркеленĕ. Уява 24 вĕренсе тухнă çын тата 56 хăна хутшăннă.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ педагогика университечĕн студенчĕсемпе «Свет, разгонявший тьму» темăпа лекци ирттернĕ.
«Яковлев и Симбирская чувашская школа» темăпа йĕркеленĕ семинар та тухăçлă иртнĕ.
Нумаях пулмасть музейра Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă паллă ăсчах П.Миронов çуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă уяв пулнă. Çаплах музей ĕçченĕсем хулан тата облаçăн паллă çыннисемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Тĕслĕхрен, Н.Г.Кондрашкин скульпторпа.
Хула çыннисем музее тĕрлĕ аваллăх экспоначĕсем парнелеççĕ. М.А.Аляпкин историк, тĕслĕхрен, Андрей ывăлĕпе пĕрле маçтăрланă килте тĕртмелли станок тата юсаса çĕнетнĕ арламалли хатĕр парнеленĕ.
 
 
Ульяновск хули.
 
: 866, Хаçат: 27 (1171), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: