Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
СЕРТЕ МИШШИ: «МАНА ÇАК ЮРĂ-СĂВĂСЕМСĔР ТĔНЧЕ ЮЛАС ПЕК ПУШАНСА…»
 
«Хирти тăман» (1995), «Йĕплĕ пуç кăшăлĕ» (1999), «Асăнмалăх» (2004), «Тăван сăмах» (2012) кĕнекесен авторĕ, Чăваш Республикин профессиллĕ Писательсен пĕрлĕхĕн тата Раççей Федерацийĕн Писательсен пĕрлĕхĕн членĕ Михаил Андреевич СУГАЛОВ (СЕРТЕ) 2012 çулхи утă (июль) уйăхĕн 12-мĕшĕнче 65 çул тултарать.
 
Мана çак юрă-сăвăсемсĕр
Юратнă пурнăç – пурнăç мар!
Туймастăп кун çути вĕсемсĕр,
Чечеклĕ улăх – улăх мар.
 
Мана çак юрă-сăвăсемсĕр
Çынна та намăс курăнма!
Хĕвел хĕртсессĕн те – хĕвелсĕр,
Хăват çитмест пек пурăнма.
 
Мана çак юрă-сăвăсемсĕр
Тĕнче юлас пек пушанса.
Сывлаймăп сывлăш тĕлĕнмесĕр,
Пурнаймăп ырлăха шанса.
 
Мана çак юрă-сăвăсемсĕр
Чăваш юлас пек тăлăха:
Телейсĕр, çынлăхсăр, хĕвелсĕр,
Шăпи каяс пек кăлăха.
 
Ак çитĕ вăхăт, чечекленĕ
Çын чунĕ юрă-сăвăпа.
Тăван çĕршыв каллех çĕкленĕ
Пĕрле пулсассăн Турăпа.
 
Мана çак юрă-сăвăсемсĕр
Юратнă пурнăç - пурнăç мар.
Вĕсемсĕр эпĕ – кĕлĕсемсĕр,
Вĕсемсĕр шухăш – шухăш мар.
 
Авторăн таса чунĕ, тĕрĕс шухăшĕ, ырă кăмăлĕ çăл куçĕ пек тапса тăракан сăвăра – унăн шанчăкĕ. Турра вăл таçта аякра, тӳпере шырамасть. Вăл яланах поэтпа, унăн ăшĕнче, сăввисенче. Чун-чĕринчен тухакан юрă-сăвăсенче – юратнă пурнăçĕ. Вăл вĕсемсĕр хăйне тăлăххăн туять, вĕсемсĕр тĕнче пушанса юласран пăшăрханать.
1947 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Тутарстан çĕршывĕнчи Теччĕ районне кĕрекен чăваш тĕнчинче хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсемпе (Иван Яковлев, И.Максимов-Кошкинск ий, А.Алка, А.Тимпай…) палăрма ĕлкĕрнĕ Кăнна Кушкинче Мария Васильевнапа Андрей Федотович Сугаловсен ывăл ача – Мишша – çут тĕнчене килет. Шел, вăл ашшĕне астумасть те темелле, Аслă вăрçăран аманса таврăннă ялти паллă арманçă, сунарçă, пулăçă. 1948 çулта вилсе каять. Мишшана амăшĕ – асамçă-юмăçă – Турă пилĕпе пăхса ӳстерет. Тĕрлĕ кĕлĕсемпе, вĕрӳ-суру чĕлхисемпе, асамлă пил сăмахĕсемпе пуян чунлăскер хăй вăхăтĕнче тавра ялсенче пурăнакан çынсене инкек-синкекрен, чир-чĕрсенчен хăтарма пултарнă. Çак вăй ывăлĕ çине те куçнă: Мишша ачаранах çитĕннĕ çын тавракурăмĕпе палăрса тăнă.
Михаил Сугалов шкула кайичченех сăвăç-çыравçă тĕнчине çакланса поэзипе литература асамлăхне туйса çитĕннĕ. Вăл ача чухне Шупашкарта Санькка куккăшĕ (Александр Дмитриевич Кăлкан-Антонов, 1940 çултанпа СССР Писательсен пĕрлĕхĕн членĕ) патĕнче нумай пурăннă. Куккăшĕ те тĕрлĕ çыравçă юлташĕсемпе вĕсем патĕнче час-часах хăнара пулнă. Шупашкарта вăл вăхăтра унăн Толя тетĕшĕ – прораб, инженер-энергетик – пурăннă. Мишша ун патĕнче нумай пулнă. Пĕррехинче…
- Эпĕ 7-8 çулта пулнă пулĕ. Хирте лашапа улăм пуçтарма пулăшнă хыççăн киле таврăнатăп, - аса илет Михаил Андреевич. - Хампа хам калаçса, кăшкăрашса, кулса алăкран пӳрте кĕретĕп. Анне мана: «Шăпрах, ывăлăм, пирĕн пата Кăлкан куккупа Владимир Ухли çыравçă (Пăва районĕнчи Аслă Пӳркелĕнче çуралнă) килнĕ», - терĕ мана асăрхаттарса. Эпĕ тата ытларах хăпартланса кайса: «Вăл «кăлкан» тăк эпĕ «серте» пулатăп!»- терĕм кăшкăрса. Хăнасем ахăлтатса кулса ячĕç. Çавăнтанпа ялта ман çума «серте» хушма ят «çыпçăнчĕ».
Серте Мишши 1966 çулта ялти шкултан 11 класс пĕтерсе тухать.
- Вĕренеттĕм питĕ лайăх, анчах эпĕ шухă та усал ачаччĕ. Юратнă предметсенчен, паллах, чăваш чĕлхипе литератури пулнă. Александра Петровна Николаева вĕрентӳçĕ мана çырав тĕнчине илсе кĕнĕ те ĕнтĕ. Вăл ертсе пынипе шкулта «Çил çунат» альманах тухса тăратчĕ. Эпĕ унăн редакторĕччĕ. Пионер дружинин председателĕ тата яланах класс старасти пулнăран, пуçламăш классенчех сăвă-калав çырнăран шаннă пулĕ ĕнтĕ çак ĕçе илсе пыма. Çав вăхăтра Вьетнамра вăрçă пуçланчĕ. Эпир Америка вăрă-хурахĕсене тăрăхласа сăвăсем хайлаттăмăр. Çырнă хайлавсене тӳрех çын çине кăларман. Мана Кăлкан кукка çырнă япалана пĕр-икĕ кун минтер айĕнче тытмалла тетчĕ. Ун хыççăн тин çĕнĕрен вуласа тухса, тӳрлетсе хайланă япала хатĕр пулнине пĕлме пулать. Халĕ те çак йăлана пăрахмастăп. Прозăпа та ĕçлеме тытăнтăм. Пĕрремĕш калавсем «Арçук» тата «Пехил» пулчĕç. Вĕсене кукка пăхса тухса хак пама Илпек Микулайне панă. Лешĕ: «Автор ытла çамрăк пулсан та пуян чĕлхеллĕ. Анчах хăш-пĕр пулăмсене тĕплĕн уçса парайман. Мунча кĕнин пулăмĕ, такмакĕсем вара çав тери аван. Автора малалла та çырав ĕçĕнче ĕçлеттерес килет. Унра çыравçă пулас шанчăк пысăк», - тесе çырса панă. Çапла майпа А.Кăлкан урлă сăвăçсемпе, çыравçăсемпе паллашрăм.
Михаил Сугалов 1966-1969 çулсенче Çурçĕр флотра смена инструктрĕнче (ятарлă вĕрентӳ подразделенийĕнчен вĕренсе тухса) хĕсметре пулать.
Салтакран таврăнсан районти çар комиссариатне учёта тăма каять. Ронона ĕç пирки кĕрет. Ăна Теччĕ районĕнчи Тарканпуçри пуçламăш шкула ертсе пыма тата 2-мĕш классене вĕрентме сĕнеççĕ.
- Эпĕ пуçлăх пулма килĕшмерĕм. Ара опыт та, вĕреннĕ шай та çитмест-çке. Малтан пулнă пуçлăха ял Совечĕн председательне суйланă пирки ун вырăнне çын шыраççĕ иккен. Ронора вăй хуракан лайăх палланă çын питĕ ӳкĕтленипе çак яваплăха хам çине илме тӳр килчех. Унта ĕçлеме тытăнни паспорт илме те пулăшрĕ. Вăл вăхăтра ялта пурăнакансене паспорт партарман, - каласа парать Михаил Андреевич.
 
Сăпайлăн, лăпкăн пурăнатпăр,
Пур халăхпа та юлташла.
Мĕн панă Турă – çырлахатпăр,
Акцент та пирĕн чăвашла.
 
Унпах пиншер çул калаçатпăр –
Чĕлхе туптаннă-çке çапла.
Калаçнă майăн паллашатпăр
Тĕнче илемĕллĕ садпа.
 
Çав садăн пур хитре уçланкă –
«Чăвашлăх» ятлă чăвашла..
Чи хаклă мул – тулли курланкă –
Сыхлар ăна, хурар асла!
 
Вăл пирĕн чунăмăр-чĕремĕр,
Чăваш вилет – вăл чарăнсан.
Çав чун таппи – тăван чĕлхемĕр –
Вăй-хал ӳсет ак асăнсан.
 
Апла пулсассăн пурăнатпăр,
Хыватпăр сад тарла-тарла.
Тен, кăткă пек çеç курăнатпăр,
Анчах шутлатпăр чăвашла!
 
Ку авторăн юбилей тĕлне хайланă иккĕмĕш – «Акцент та пирĕн чăвашла» - сăвви. Вăл Серте Мишши çырав çулĕ çине тăрсанах чăвашлăхшăн, тăван чĕлхешĕн хыпса çуннине çирĕплетет.
1969 çултан ентешĕмĕр пурнăçне вĕрентӳ тытăмĕпе çыхăнтарать. Çав хушăра тĕрлĕ информацисем, сăвă-калав нумай хайлать. Вĕсем районта тухса тăракан «Авангард» хаçатра пичетленеççĕ.
- Ман пултарулăха, каçарăр, мухтаннă пек те-ха, тĕп редактор асăрхарĕ пулмалла – хаçатра ял хуçалăх пайĕн корреспонденчĕнче вăй хума тытăнтăм. Пĕр çул ĕçленĕ хыççăн, 1971 çулта, роно Хусанти университета вĕренме кĕме направлени пачĕ. Юридици факультетне пĕрремĕш çул кĕреймерĕм, иккĕмĕш çул вара студент пулса тăтăм. Çав çулсенче манăн пурнăç шăпин çиппи татăлсах пычĕ. Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн пăтăрмаха çаклантăм та вĕренĕве пăрахма тӳр килчĕ. Çак çулах çемьеллĕ пулса тăтăм, - асаилӳ çăмхине малалла тăсать Михаил Андреевич.
1973 çулта М.А.Сугалова Теччĕ ВЛКСМ райкомĕ «Волга» колхозри комсомол организацине ертсе пыма çирĕплетет.
1975 çулта каллех «Авангард» хаçат редакцине таврăнать.
Çемье Хусана куçать.
1975-2000 çулсенче хваттер илес тĕллевпе Михаил Андреевич «Казремстрой» трестра каменщикра, бригадирта вăй хурса строитель профессине алла илет. Çав тапхăрта вăл ылтăн алăллă строитель пулса тăрать.
 
Çĕр кăвапи пекех чăваш:
Çĕрпе шăпи çĕрми йăлмаклă.
Пĕрре пăхмашкăн çеç йăваш,
Анчах та ĕмĕчĕ сулмаклă.
 
Ĕçре вăл – шанчăклă юлташ,
Тĕреклĕ шăнăрĕ-тымарĕ.
Ĕçри йăли ун – «ан çуйхаш!»,
Сăмах юхмасть – юхать ун тарĕ.
 
Ĕçре чухне вăл – çамрăк. Яш,
Çĕтместле, улăпла хăвачĕ.
Кам хăйĕ калама: «Йăваш!» -
Вутла çунсассăн сăн-сăпачĕ.
 
Çĕр чăмăр халăхĕ! Туслаш,
Туслаш часрах эс чăвашпа!
Хăталлă пул унпа, кумлаш –
Кĕтет сана вăл хаваспа.
 
Пурте пурнатпăр-çке пĕрре –
Хăть Англире, Германире.
Сывалтăр туслăх чĕрере,
Ыр туслăх çеç çитмест пире.
 
Питĕ вирлĕ, тĕрĕс асăрхаттарать Серте Мишши виççĕмĕш сăввинче: «Çĕр чăмăр халăхĕ! Туслаш, туслаш часрах эс чăвашпа!». Чăнах та, чăваш пурăнсан тĕнче пĕтмест! Мĕншĕн тесен чăваш халăхĕ кăткă евĕр ĕçчен. Çурхи тĕнче евĕр çепĕç те ырă. Юман евĕр çирĕп те чăтăмлă.
1989-1990 çулсенче Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăвашлăх çĕнĕрен чĕрĕлсе аталанма тытăнсан Михаил Сугалов кунта куçса килет. Кĕперсем хывакан организацире строитель пулса вăй хурать (Хусанта строительство маçтăрĕсен шкулне пĕтернĕ вĕт-ха.)
Унăн хайлавĕсем «Канаш» хаçатра пичетленеççĕ. «Еткер» телекăрамра та хăйĕн сăввисемпе тухать. 1999 çулта «Канаш» хаçат корреспонденчĕ пулса вăй хурать.1993-1998 çулсенче Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлӳ илет.
1995-2012 çулсенче маларах асăннă тăватă кĕнеки вулакансем патне çитет.
1997 çулта вăл Чăваш Республикин профессиллĕ Писательсен тата РФ Писательсен пĕрлĕхне кĕрет. Чĕмпĕрти тапхăр ентешĕмĕршĕн çырав ĕçĕнчи пултарулăхĕн тата хастарлăхĕн чи çӳлти пайĕ пулса шутланать.
М.А.Сугалов 2007 çулччен Ульяновскра Геннадий Можаев ертсе пыракан «МагЭС» строительство фирминче вăй хурса тивĕçлĕ канăва каять. Çырав ĕçĕнче вара уншăн çĕнĕ тапхăр – «Туртăм вăйĕ» - пуçланать.
 
Чуна хула шăв-шавĕ витерсен,
Пĕр вĕçсĕр хĕвĕшӳ йăлăхтарсан,
Тăван кĕтес чĕнет пек илĕртсе,
Хăй еннелле тăванлăн пăхтарса,
Кичемлĕхне салхуллăн пытарса.
 
Пĕрре çеç мар эп çырнă ун çинчен.
Çĕр хут çырсан та – эпĕ парăмра.
Тухса каятăп хурлăх хулинчен,
Тен, кăшт тамалĕ шухăш пуçăмра,
Сипетлĕ сывлăш хамăн ялăмра.
 
Асра сыхланнă шăплăх таврара,
Чуна лăпкаççĕ ырă сасăсем!
Çăра хăвалăх сырнă йăвара
Хумхантараççĕ ăшă туйăмсем –
Чи хаклă та чи савнă тусăмсем.
 
Çу кунĕ. Пăчă. Пăшăхнă тĕнче:
Ĕшенчĕклĕн сывлать пылланнă пек.
Мăнкăмăллăх ун уçă сăнĕнче.
Çĕнрен чĕрĕлнипе, пуяннипе,
Хăй çĕршывне поэт таврăннипе?
 
Ытамĕнче мана епле аван!
Аса килмест чун сивĕннĕ хула.
Пĕр чарăнми вĕт авăрать арман
Çав чыссăр-путсĕр укçана пула.
Пур халăхсен тĕп роль, пĕр амплуа…
 
Шăмпăлтатса илет хутран-ситрен
Варинккеленнĕ çаврака шыввар.
Чун кĕтнĕ канлĕх куçрĕ ĕмĕтрен,
Итле те савăн, асунта хăвар,
Хăват çитсен илем туса кăлар!
 
Эп тăсăлса выртатăп çĕр çине –
Тавлашчăр тек эпоха-эрăсем!
Халь çупăрлам телейĕм пĕрчине,
Ыран тĕрленĕç сăввăм-юррăмсем,
Çут кун парсассăн ырă Туррăмсем.
 
Ман çакăнта лартасчĕ пĕчĕк çурт,
Шыв сассипе ирпе ман вăранасчĕ.
Сыхлавçă пултăр пӳлĕмре хĕрт-сурт.
Омар Хайям пек савăнса юрласчĕ,
Çут тĕнчене пур вăйăмпа ырласчĕ.
 
Çĕнĕ кун парнелет çуталса тухакан Хĕвел. Этемлĕх, çут тĕнче ыйхăран вăранать. Çынсем - тĕрлĕрен: пĕрисем телейлĕ, теприсем телейсĕртерех, пĕрисем пуян, теприсем чухăнтарах… Шăпах çакă тепĕр чух тăванлăха хавшатать, кĕвĕç туйăм çуратать, юратăва сивĕтет.
Сугаловсемшĕн – Мария Александровнапа Михаил Андреевичшăн – тĕп вырăнта ыркăмăллăх, çынна пулăшу аллине парса кăштах та пулин унăн пурнăçне çăмăллатасси, мала ӳкнĕ пулсан хыçалтине ал парасси, такăннине курсан тикĕс çула кăларасси.
- Чи пĕлтерĕшли – чун пуян, сывлăх çирĕп пултăр. Эпĕ мăшăрăма хисеплетĕп, юрататăп, унăн пурнăçри кашни утăмне ырлатăп. Вăл мана хăш-пĕр чухне çур çĕр варринче вăратса тин çеç хайланă сăввисене вуласа парать. Çук, çилленместĕп. Пĕр çывăрмасăр итлесе выртма хатĕр. Пултаруллă вăл ман. Ачаш та ырă кăмăллă. Вăл хăй сăввисене киленсе вуланă вăхăтрах йĕрсе яма пултарать. Эпĕ –унăн, вăл – манăн хӳтлĕх, - тет Мария Александровна мăшăрĕ çинчен.
Паллах, Михаил Андреевичпа хальхи саманари чăваш поэзийĕпе прозин малашлăхĕ çинчен те калаçу пулчĕ.
- Паян авторсем хăйсемшĕн анчах çыраççĕ. Халăхăн вулав культури чакса пырать. Раççей хăçан-тăр тĕнчере чи вулакан çĕршыв пулнă пулсан паян, шел, тĕслĕх пулма пăрахрăмăр. Пирĕн кĕнекесем малтанах «вилсе» кун çути кураççĕ. Турă панă вăй-хал, тăкакланнă укçа-тенкĕ харама каять. Çавăнпа кĕнекесен тиражĕ вăтамран 100 экземпляртан иртмест. Туянакан, вулакан сахал. Çыравçă, сăвăç тăрăшăвĕ халăх патне çитмест. Çамрăк ăрушăн компьютер, Интернет пулсан нимĕнле кĕнеке те кирлĕ мар. Çыравçăсем вулакансемшĕн «чун патши» пулма пăрахрĕç. Пирĕн ăрури поэтсемпе писательсем çут тĕнчерен кайсан малалла мĕн пулассине Турă кăна пĕлет. Çамрăксем çырав çулĕ çине хăваласан та тăмаççĕ, мĕншĕн тесен ку ĕçре укçа туса илейместĕн. Паян пурнăçа укçапа танлаштарса шайлаштараççĕ. Чун пуянлăхĕпе мар.
Çук. çырма пăрахмастăп. Ку ĕç маншăн – сывлăх, пуянлăх, канлĕх, пурнăç пĕлтерĕшĕ, – тет ассăн сывласа, çав вăхăтрах хăпартланса тата хăй çут тĕнчере пурăннишĕн мухтанса Серти Мишши.
 
 
 
Михаил Андреевича çуралнă кун ячĕпе хĕрӳллĕн саламласа çыравçă пурнăçĕн чи çӳлти шайĕнчи киленӳпе савăнса пурăнма çирĕп сывлăх, чăтăмлăх сунатпăр. Вулакансене çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсемпе савăнтармалла пултăр. Тепĕр чух вăхăтлăха хăв кам пулнине манни те питĕ усăллă. Ун чухне эсĕ ăсчах та мар, сăвăç та мар, депутат та мар. Çын кăна. Шăп çавăн чух пуçланать те ĕнтĕ чăн-чăн кану, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме кирлĕ вăйсене пухасси. Ентешĕмĕре, ĕçтешĕмĕре çак мелсемпе усă курса ăнăçлăрах ĕçлеме, пысăкрах çитĕнӳсем тума сунатпăр.
"Канаш" хаçат коллективĕ.
 
: 1344, Хаçат: 27 (1171), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: