Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпир – чăвашсем… Эпĕ – чăваш… Çак сăмахсене эпĕ яланах мăнаçланса, савăнса калатăп. Мĕншĕн тесен эпир, чăвашсем, аслă халăх, ĕçчен те маттур халăх. Пин-пин çул çак çĕр çинче пурăнса пирĕн халăх çак ырă сăмахсене илтме чăнласах тивĕç. Пирĕн халăхăн историйĕ аслă та чаплă. Çĕршер те пиншер пĕтĕм тĕнче мухтанмалли паттăр ывăл-хĕр çуратса ӳстернĕ чăваш халăхĕ. Ĕлĕк-авал пирĕн мăн ламтайсем хунсем ятпа пурăннă. Кайран вĕсене пăлхар тесе каланă. ХIII ĕмĕр вĕçĕнчен пуçласа эпир чăваш ятпа пурăнатпăр.
Хунсен тапхăрне, вăл тапхăрта пурăннă аслă та чаплă пирĕн паттăрсемпе ăсчахсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕрлĕ çĕршывсен ăста тĕпчевçисем лайăх çырса кăтартнă. Мете патшапа Аттил çинчен те, унăн арăмĕ Хĕркке çинчен те, вĕсен ачисем çинчен те эпир лайăх пĕлетпĕр. Вĕсем питĕ авал пурăннă пулсан та. Телейлĕ пурнăç шыраса, хунсем Алтай таврашĕнчен пуçласа Европа таран çитнĕ. Ниçта та хăйсен ятне яман. Анчах пирĕн мăн асаттесем пăлхар ятпа пурăннă тапхăра, тĕрлĕ сăлтава пула, кирлĕ таран тĕпчеме эпир юлашки çулсенче кăна пуçларăмăр-ха.
Аслă та чаплă патшалăх туса хунă пирĕн пăлхар асаттесем Уралпа Атăл тăрăхĕнче. Çурçĕрте Пăрлă океан, кăнтăрта Каспий тинĕсĕ таран сарăлса выртнă вĕсен çĕршывĕ.
Ун чухне Каспий тинĕсне те, пирĕн мăн асаттесен ячĕпе Пăлхар тинĕсĕ тенĕ. Кун пирки ХI ĕмĕрте пурăннă пĕтĕм тĕнчипех ырă ят сарнă Махмуд Кашгари тĕпчевçĕ хăйĕн тĕпчевĕсенче çырать. «Атăл – кыфтджаксен (кăпчаксен – Ю.М.) çĕрĕнчи юхан шыв; вăл Пăлхар тинĕсне юхса кĕрет», - тесе çырнă вăл. Малъенче пирĕн мăн асаттесен çĕршывĕ Çĕпĕр таран сарăлнă. Атăлçи пăлхарсем питĕ йышлă, пысăк культурăллă, пуян та туслă пурăнакан халăх пулнă. Тем тĕрлĕ йăхсемпе ăрусем пурăннă Атăлçи Пăлхарстанра – сăкăтсем те, эссекелсем те, парссилсем те, шăхальсем те, уписем те, сăварсем те, челматасем те, темчурасем те... Пур йăх-ăру çыннисем те хăйсене пăлхар тесе хисепленĕ. Пăлхар тени мухтавлă ят пулнă. Пăлхарсем анăçра пурăнакан вырăссемпе яланах килĕштерме тăрăшнă. Атăлçи Пăлхарстан патшалăх шутне çак тăрăхра пурăнакан тĕрлĕ халăх кĕнĕ – марисем, удмуртсем, пăртассем, пушкăртсем… Çурçĕрти халăхсем те – мансисемпе хантсем, югра йăхĕсем – кунта ырă курса пурăннă. Тем чухлĕ хула пулнă вĕсен. Чылайăшĕн ячĕ паян кунчченех упранса юлнă: Пăлхар, Пӳлер, Сăвар, Çăкату, Элшел, Керменчук, Нухрат, Мерчен… Хулисенче шкулсем, караван-сарайсем, çăлтăр тĕнчине тĕпчекен обсерваторисем, сиплевлĕ мунчасем пулнă. Пăлхарсен хăйсен чаплă юрăçăсем, ăстаран та ăста учёнăйсем, апăссемпе пӳлевсем пулнă. Пăлхарсен чаплă культури, аталаннă хитре чĕлхи вĕсене пурне те пурнăç вăйĕ панă. Пĕр чăнлавра та, пĕр халăх сăмахлăхĕнче те Атăлçи Пăлхарстана кĕнĕ халăхсем хушшинче хирĕçӳ таврашĕ пулнине калани çук.
Сумлă, пĕтĕм тĕнче пĕлекен патшалăх пулнă çак Атăлçи Пăлхарстан. Тĕнчери темле халăхпа та суту-илӳ тунă. Пăлхарсен карапĕсем, караванĕсем Китая та, Ĕнчĕ çĕрне те, Испание те, Скандинавири çĕршывсене те çитнĕ. Анчах çак пуян та чаплă çĕршыв çине ăмсанса пăхакансем те тупăннă – малъенче çĕкленсе, вăй илсе пыракан тискер тутар-монголсем. Вĕсем, Вăтам Азири тата Кавказри патшалăхсемпе халăхсене çĕмĕрсе тăкса, 1223 çулта Азов тинĕсĕ патнелле тухнă. Калка шывĕ çинче вырăссемпе половецсен пĕрлешнĕ çарĕсене те çĕмĕрсе тăкнă. Çурçĕр Кавказ çеçенхирĕсенче хĕл каçнă та 1224 çулта, çуркунне, Атăлçи Пăлхарстан çĕрĕсем çине кĕрсе кайнă. Атăлçи пăлхарсем, хăйсен талантлă Челпир патши ертсе пынипе, хальхи Мелекесс хули патĕнчи Сахча шывĕ хĕрринче çак тутар-монголсене ним юлми çĕмĕрсе тăкнă.
Çакăн хыççăн та тутар-монголсем тата темиçе хутчен те тавăрас тесе пирĕн мăн асаттесем çине тапăнса кĕнĕ. Пăлхарсем вĕсене кашни хутĕнче çапа-çапа çĕмĕрнĕ. 1236 çулта вара тутар-монголсем хăйсен пĕтĕм çарĕсене пухса ним систермесĕр пирĕн мăн асаттесем çине тепре тапăнса кĕреççĕ. Вĕсен шучĕ 600 пин çынран та иртнĕ. Ку вăл çав вăхăтшăн тĕнче курман пысăк çар пулнă. Утсемпе, вăкăрсемпе, урапасемпе, кибиткăсемпе пĕтĕм тĕнче куçнă пек, хура пĕлĕт пек, килсе кĕнĕ вĕсем. Хăйсемпе пĕрле илсе çӳренĕ перси историкĕ Джувейни ун чухне çырни упранса юлнă: «Тĕрлĕ ут-чĕрчун ури сассипе тĕнче кисренĕ, - тенĕ вăл, - тискер кайăксем шăв-шавран хăраса минренĕ…»
Питĕ тискер те юнлă вăрçă пуçланса кайнă. Ку тĕле Челпир патша вилнĕ. Ун чухне Атăлçи Пăлхарстан патши Ылттăнпик пулнă. Вăл питĕ маттур, пултаруллă çарпуçĕ пулнă. Анчах тăшмансем систермесĕр килсе тапăннипе кирлĕ таран хăйĕн çарне пуçтарма ĕлкĕреймен. Çапах та хăйсен шĕкĕр хулине Пӳлере икĕ уйăха яхăн хӳтĕленĕ. Çавăнта юнлă çапăçура паттăррăн кĕрешсе пуçне хунă вăл. Ылттăнпик вилнĕ хыççăн та пăлхарсем тапăнса кĕнĕ тăшмана парăнман, кĕрешме пăрахман. Ылттăнпик çĕре кĕнĕ хыççăн тутар-монголсене хирĕç пыракан вăрçа патшан аслă хĕрĕ Ылттăнчеч тата унăн мăшăрĕ Пачман ертсе пынă. «Хăюллисенчен те хăюлли», - тесе çырнă Пачман çинчен тутар-монголсем хăйсен тапăрĕнче илсе çӳрекен Перси историкĕ Джувейни. Ылттăнчеч вара маттур та ытарайми хитре, ăслă, чăн-чăн амаçын пулнă. Вĕсем тискер тутар-монголсене хирĕç епле паттăррăн кĕрешни çинчен пирĕн паян кунчченех упранса юлнă «Ылттăнпик» ятлă эпосра та питĕ лайăх каланă. Вăл эпоса эпир «Аттил» издательствăра чăвашла та, вырăсла та пичетлесе кăларнă. Ăна Германире те, Болгарире те куçарса пичетлерĕç.
Ылттăнчечпе Пачман ертсе пынипе пăлхарсем Шукăль тăвĕсем патĕнче тутар-монголсен пысăк çарне çĕмĕрсе тăкнă. Анчах тăшмансен йышĕ ӳснĕçемĕн ӳссе пынă. Хăйсем пăхăнтарнă халăхсенчен çĕнĕ çарсем пухса пурне те вĕсем пирĕн мăн асаттесемпе çапăçма хăвала-хăвала килнĕ. Çапăçу хыççăн çапăçу пынă Атăлçи Пăлхарстан çĕрĕсем çинче. Пăлхарсем хăйсен Ылттăнту ятлă хули патĕнче те тискер тутар-монголсемпе питĕ хаяррăн çапăçни паллă. Ку хула хальхи Пензăран вăтăр çухрăм малъеннерех, Сăр шывĕ пуçланнă тĕлте. Вăл хула патĕнче паллă археолог Г.Н.Белорыбкин профессор чавса ĕçленĕ, ĕлĕк мĕскер пулса иртнине пĕтĕмпех тĕпченĕ. «Ку вăл вăтам ĕмĕрсенче пулса иртнĕ чи хаяр та тискер çапăçу», - тет вăл. Тĕрлĕ сăлтава пула çак çапăçура Ылттăнчечпе Пачман çĕнтереймен. Вĕсем Анат Атăл патнелле чакса кайнă. Тутар-монголсем хăйсен пĕтĕм çарĕсене пухса вĕсем хыççăн пынă. 1237 çул вĕçĕнче вара Анат Атăл тăрăхĕнчи хаяр çапăçура аманса пĕтнĕ Пачман тăшман аллине лекет.
Тутар-монголсем Пачман чаплă çарпуçĕ пулнине пĕлнĕ, ăна хăйсен майлă çавăрасшăн пулнă.
-Эпир сана хамăр çарпуçĕ тăватпăр, вунă пинлĕ тутар-монголсен çарне паратпăр, - тенĕ ăна тăшман ханĕ Мэнгу. – Эпир пĕрле пулсан пĕтĕм тĕнчене çĕнтерме пултаратпăр. Анчах санăн, пирĕн йăла тăрăх, пире парăннине палăртса пирĕн умра чĕркуçленсе кăтартмалла.
-Тăшман умĕнче чĕркуçленме эпĕ тĕве мар!- тенĕ мăнаçлăн Пачман…
Ылттăнчеч хăйĕн савнă мăшăрне çăлайман. Унăн вара хăй çарĕпе Урал тăвĕсем еннелле чакса каймалла пулать. Унта вăл пĕтĕм пăлхарсене пухса тăшмана çĕмĕрсе тăкма ĕмĕтленет. Анчах тискер монгол-тутарсем юлман, хыçран пынă. Çапăçу хыççăн çапăçу. Хăйĕн маттур арĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕре кĕнĕ хыççăн, тăшман аллине лекес мар тесе, Ылттăнчеч тусем хушшине, ту шăтăкне кĕрсе, хăйне чулсемпе хупласа, ĕмĕрлĕхех унта юлнă.
Çакăн хыççăн та пирĕн мăн асаттесем тискер тутар-монголсемпе кĕрешме пăрахман. Вуншар та çĕршер чаплăран та чаплă паттăрсем çуратнă пирĕн пăлхар асаттесем çав кĕрешӳре. Вĕсен ячĕсем те питĕ лайăх упранса юлнă: Сăкăт-паттăр, Бесермен-паттăр, Упи-паттăр, Ахпăлат, Кавал, Тупнер, Кул Али… Вĕсенчен чи чапли, чи палли – Чăваш-паттăр ятлă çарпуçĕ. Чăваш-паттăр ятлă чаплă çар пуçĕ ертсе пынипе пирĕн мăн асаттесем хальхи Челябинск облаçне кĕрекен Миасс шывĕ хĕрринче тутар-монголсен пысăк çарне çĕмĕрсе тăкнă. Çав вырăна эпĕ ятарласа кайса килтĕм. Унта «Чăваш масарĕ» тата «Тутар масарĕ» пур. «Тутар масарĕ» «Чăваш масарĕнчен» 4 -5 хут пысăк. Çакна тата ытти чăнлавсене шута хурса тĕпчевçĕсем çак çапăçура пирĕн мăн асаттесем тискер тăшмана çĕнтернине çирĕплетсех калаççĕ. Çав çапăçу хыççăн ĕнтĕ Миасс юхан шывне юхса кĕрекен шавлă шывлă пысăк мар çырмана Чăваш çырми тесе калама тытăннă. Ун патĕнче Чăваш-паттăр хăйĕн чи çывăх çыннисемпе тапăр туса тăнă тет.
Чăваш-паттăр ертсе пынипе пирĕн мăн асаттесем тискер тутар-монголсене хирĕç чылай çул хушши çапăçнă. Вĕсен çарĕсем Чулман Атăлăн сылтăм çыранĕнче, сăртлă-туллă та вăрманлă вырăнта тĕпленме тăрăшнă. Çавăнпа ĕнтĕ Чулман Атăлăн ку енне «Чăваш тăрăхĕ» теме тытăннă. Çак чылай пынă вăрçă çулĕсенче хăш-пĕр пăлхарсем тăшмана парăннă, вĕсем пек пурăнма тытăннă; тискер тутар-монголсене парăнман, кĕрешме пăрахманнисем вара хăйсене аслă та чаплă, пурте юратакан çар пуçĕ ячĕпе «чăваш» теме тытăннă.
Чаплă çар пуçĕ, хан е патша ячĕпе халăх хăйне калама тытăнасси вăл ĕлĕк час-часах пулнă. Акă Узбек ханпа пĕрле çав çулсенчех Ылтăн Ордаран тытăнса кăнтăралла кайнă тутар-монгол тăхăмĕсем хăйсене узбек теме тытăннă. Ногай эмирпе пĕрле Атăлăн сылтăм çыранне каçса кайнă Ылтăн Орда çыннисем ногайсем пулса тăнă. Кабарда кнеçпе пĕрле Хура тинĕс хĕрринчен Кавказ тăвĕсем варринелле кайнă адыгсем хăйсене кабардасем теме пуçланă… Кун пек тĕслĕхсем нумай. Пирĕн мăн асаттесем те, тăшмана парăнманнисем, кĕрешме пăрахманнисем, чи маттуррисем хăйсене хăйсен ертӳçи Чăваш-паттăр ячĕпе чăваш теме тытăнни пирки нимĕн те иккĕленмелле мар. Кун пирки халăхра калани питĕ нумай упранса юлнă.
 
 
Шупашкар хули.
 
(Малалли пулать.)
 
: 1174, Хаçат: 27 (1171), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: