Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
(О.И.Ырзем çуралнăранпа 120 çул çитнĕ тĕле)
 
2012 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш АССР халăх артистки, РСФСР тава тивĕçлĕ артистки, чăваш театрне чĕртсе яракансенчен пĕри – Ольга Ивановна Ырзем (Шестипалова) çуралнăранпа 120 çул çитет.
 
Пулас артистка 1892 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уесĕн Никольски вулăсне кĕрекен Куснар ялĕнче çуралнă.
Ашшĕ-амăшĕ кĕçĕн хĕрне яланах вĕрентесшĕн тăрăшнă. Вĕсем ăна Шупашкар гимназине вырнаçтараççĕ. Хваттершĕн тӳлеме укçа çитменнипе Оля тарçăра вăй хунă.
Çуллахи кану тапхăрĕнче те Ефремов купса патĕнче тар тăкнă. Çапла майпа ултă çул хушши пĕр вăхăтрах вĕреннĕ те, ĕçленĕ те.
Ольга Ырзем гимназие пĕтерет те çуралнă ялĕнче ачасене вĕрентме тытăнать. 1917 çулта Хусанти педагогика институтне вĕренме кĕрет. Октябрьти революци юхăмне вăл унта кĕтсе илет. Çакăнтах çар чаçĕсенче пĕрремĕш хут сцена çине тухать. 1918 çулхи çуркунне Хусана шурă чехсем илсен вăхăтлăха ĕçлеме чарăнать. Хулана ирĕке кăларсан театр çĕнĕрен ĕçлеме тытăнать. Унта чи малтан каялла таврăнакан артистсенчен пĕри Ольга Ырзем пулать.
1920 çулта Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленсен Хусанти чăваш театрĕ Шупашкара куçать. О.И.Ырзем те театртан юлмасть. Халăхшăн театр урлă ĕçлесси уншăн пĕрремĕш вырăнта пулнă.
Чăваш театрĕнче ĕçленĕ тапхăрта вăл 350 ытла хĕрарăм сăнарне калăплать. Вĕсенчен уйрăмах палăрса тăраканнисем: Нарспи («Нарспи») тата Пинерпи («Айтар»); Елюк тата Яскар («Ялта»); Луиза («Коварство и любовь»); Анжелика («Жорж Даден»)…
П.Н.Осипов, Ф.Павлов, И.Максимов-Кошкинск ий, Н.Айзман, Н.Терентьев, В.Ржанов, А.Эсхель, Л.Родионов çырнă пьсăсенче пуринче те тенĕ пек тĕп рольсене сăнарлать. Вăл çаплах хĕвел анăç классикĕсен (Шекспир, Шиллер, Мольер), хальхи вырăс драматургĕсемпе наци авторĕсен пьесисенче вылять. Кунсăр пуçне Ольга Ивановна обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Ăна пилĕк хутчен Шупашкар хулин Советне депутата суйлаççĕ.
Чăваш халăхĕ пултаруллă артисткăн ĕçĕсене пысăк хак парать. Вăл вăтăрмĕш çулсенчех ЧАССР тава тивĕçлĕ артистки пулса тăрать. 1945 çулта – халăх артистки. 1957 çулта РФ Верховнăй Совечĕн Президумĕн Хушăвĕпе тава тивĕçлĕ артистка ятне тивĕçет. 1960 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăлаççĕ.
Ольга Ивановна Ырзем 1979 çулта çут тĕнчерен уйрăлать. Шупашкарти Ефремов купса бульварĕнчи 1-мĕш çурт çине ун ячĕпе мемориал хăми вырнаçтараççĕ.
 
: 753, Хаçат: 27 (1171), Категори: Паллa cынсем

Комментарисем:

Mouna (2014-05-09 09:58:26):
That's a wise answer to a tricky qusoiten

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: