Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Савни пулать, савни пулать,
Савни вăл нумай пулать.
Савни вăл нумай пулать те
Юратни пĕрре пулать.
 
Чие йывăçне ан лартăр
Çырлине юратмасан.
Мĕн пăхан ман çине, савни,
Ăсат кăмăлна кайсан.
 
Çӳлте çăлтăр нумаййипе
Пĕлĕт авăнса тăрать.
Çутă кунсăр хĕвел курсан
Чунăм савăнса тăрать.
 
Каç(ă)пала йĕкĕтсем
Хура тумланаççĕ.
Кам хĕрĕ весёлăйрах
Çавна юратаççĕ.
 
Каçпа сарă хĕрĕсем
Шурă тумланаççĕ.
Купăс калакан ачине
Куçĕнчен пăхаççĕ.
 
Ик витрепе шыва кайрăм –
Пĕр витри те тулмарĕ.
Киле килсен выртса йĕтĕм –
Шеллекенĕ пулмарĕ.
 
Ах, юлташăм, санăн сассу
Сарă кайăк сасси пек.
Ăçтан кăна пулма пĕлтĕн
Хитре хĕрлĕ улма пек.
 
Икĕ çунаттăм пулсан эп
Сарă кайăк пулăттăм.
Тăван аннем чӳречинчен
Шаккаса хăварăттăм.
 
Савни, тăр-ха пӳрт умĕнче
Пӳрте кĕрсе тухиччен –
Партавуй тутăра çыхса
Куçкĕскирен пăхиччен.
 
Чăваш кĕпи вар-вар
Атя, юлташ, ташлар.
Санăн та çук, манăн та çук,
Атя шырама каяр.
 
Юрататăп юрлама,
Юрататăп ташлама.
Халĕ акă вăхăт çитрĕ
Такмаксем çырса ларма.
 
 
 
Карсун районĕ,
Языково ялĕ.
 
: 994, Хаçат: 27 (1171), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: