Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çӳллĕ курăк хушшинче
Карăш авăтать.
Лăпкă çилĕ вĕрнипе
Тырă хумханать.
Çӳлте, кăвак тӳпере
Тăри юр юрлать.
Ун хаваслă юррипе
Тавра савăнать.
 
Ав ем-ешĕл улăхра
Карăш авăтать,
Путене юрлать,
Шăпчăк савăнать…
 
Çитрĕ утă уйăхĕ,
Çитрĕç шăрăхсем.
Тухрĕç уя ваттисм,
Тухрĕç çамрăксем.
Çинçе пилеш авăнать.
Хĕвел йăл кулать.
Ĕçчен халăх савăнать.
Ĕç ăнса пырать.
Тухрĕ халăх уява
Вăрман хĕррине.
Чыслăн ларчĕ вырнаçса
Ват юман айне.
Вăййа тухрĕç сар хĕрсем
Юрă юрласа.
Тавра ялăн каччисем
Тăраç сăнаса.
 
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен.
 
: 867, Хаçат: 27 (1171), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: