Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çăкăр квасĕ
Кăшт типнĕ ыраш çăкăрне ("Бородинский" текенни аван) илсе пысăках мар тăваткалсем çине пайламалла та духовкăра е кăмакара типĕтмелле. Сухарие виçĕ литрлă банка ăшне хурăр та çиелтен 2 литр ăшă (!) шыв ярăр. Икĕ сехете ăшă вырăна лартăр, тапхăр-тапхăр пăтратса илĕр. Унтан марля витĕр сĕрĕр. Ăсла хатĕр. Ăна пăртак стакан çине ярăр та çĕпре ирĕлтерĕр. Юлнă çăкăра (йĕпетнĕ сухарие) каллех банкăна хурăр та пĕр литр ăшă шыв ярса лартăр. Икĕ сехете ăшă вырăна лартăр, вăхăт-вăхăт пăтратса илĕр. Кайран çак шĕвеке сĕрсе илĕр те ун çине ăсла тата ирĕлтернĕ çĕпре ярса хурăр, 150 грамм сахăр песукĕ хушăр. Веçех пăтратăр та кваса 9 сехете ăшă вырăна лартăр. Хĕвел çине хурсан тата аван. Кайран — холодильника.
Пĕтнĕк (мята) квасĕ
Çăкăр квасне хатĕрлесе пĕтерсен пĕтнĕк курăкне вĕттĕн турăр та (алăпа таткаласан тата аван) шĕвек çине ярăр. Хутăштарса-пăтратса пĕр талăка холодильника хурăр. Кайран сĕрсе ĕçĕр.
 
: 654, Хаçат: 27 (1171), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: