Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Çĕртмен 28-мĕшĕнче регион правительствин пуçлăхĕн çумĕ Николай Доронин облаçри шалти политикин министерстви йĕркеленĕ çавра сĕтеле хутшăннă. Ун ĕçне власть органĕсем тата обществăлла организацисем явăçнă.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин потребительсен прависене хӳтĕлекен координаци канашĕн ĕçĕ пирки каласа панă. Облаçри роспотребнадзор управленийĕнчен Галина Соломко потребительсен прависене хӳтĕлекен программăпа паллаштарнă.
Унсăр пуçне çавра сĕтел ĕçне Ульяновск хула Думин депутачĕ Григорий Калёнов адвокат тата Димитровград хулин «Защита» обществăлла организацин председателĕ хутшăннă.
Çавра сĕтеле хутшăнакансем пĕтĕмлетӳ туса чĕнсе каланин проектне йышăннă. Унта власть органĕсене çак тытăмăн ĕçне лайăхлатма ыйтса тĕрлĕ сĕнӳ панă. Программăна пурнăçа кĕртес ĕçе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тата гражданла обществăн институчĕсене явăçтарма пулнă.
Пурнăç условийĕсем лайăхланĕç
185-мĕш номерлĕ федераллă саккунпа килĕшсе пирĕн облаçри 458 çын пурнăç условийĕсене лайăхлатма пултарĕ. Пурăнма юрăхсăр çуртсене тĕпрен юсама Ульяновск облаçне тата 26 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.
Регионти ЖКХ тата энергетика министрĕ Сергей Гигирев пĕлтернĕ тăрăх, ЖКХ тытăмне çĕнетессипе ĕçлекен федераллă фонд Ульяновск облаçĕ ыйтнине тивĕçтернĕ. Патшалăх корпорацийĕ облаçа 4,05 миллион тенкĕ, регион бюджечĕ – 1,68 миллион уйăрмалла. Çак укçа Ульяновкра тата Вешкайма районĕнчи Чуппарав хула тăрăхĕнчи нумай хваттерлĕ виçĕ çурта юсама кайĕ.
Кивĕ çуртсенчен куçарма тата çӳллĕ мар çуртсем тума фондран облаçа 22,03 миллион, регионтан – 12,71 миллион тенкĕ куçарĕç. Ку укçапа виçĕ муниципаллă пĕрлĕхри кивĕ пилĕк çуртран çӳллĕ мар çуртсене куçарма палăртнă. Çапла 63 çыннăн пурнăç условийĕсем лайăхланĕç.
çамрăк специалистсене – пулăшу
Ульяновск облаçĕнчи хăш-пĕр предприятисенчи çамрăк специалистсене пĕр хутчен паракан хавхалантару тӳлевĕсем пулĕç. Авиаци техникине кăларакан, юсаса тĕпчекен, ĕçлеттерекен заводсен ĕçченĕсем область бюджетĕнчен 80 пин тенкĕ илме пултарĕç. Правительствăн кунашкал хушăвне Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр алă пусса çирĕплетнĕ. Çак документ 2011 çултан пуçласа виçĕ çул самолётсем кăларнă çĕрте ĕçленĕ çамрăк специалистсене пырса тивĕ.
«Ку хамăр регионти çамрăксене укçан хавхалантарни çеç мар, промышленность предприятийĕсене çĕнĕ квалификациллĕ кадрсемпе пуянлатни, вĕсене заводсенче ĕçлеме хăварас тесе тăрăшни те», - тенĕ Ульяновск облаçĕн промышленноçпа транспорт министрĕ Андрей Тюрин.
Аса илтеретпĕр, маларах кĕпĕрнаттăр «Привлечение и закрепление молодых специалистов инженерных специальностей, работающих по специальности на предприятиях авиастроительной отрасли Ульяновской области» программăна хута янă.
Ĕçсĕрлĕх шайĕ чакнă
Ульяновск облаçĕнчи ĕçсĕррисен шайĕ 0,81 процент чакнă. Регионти халăха ĕçпе тивĕçтерекен департамент кăтартăвĕсем тăрăх, службăсенче учётра тăракан ĕçсĕррисен шучĕ 5660 çынпа танлашать.
«Çуллахи вăхăтра регистрациленнĕ ĕçсĕррисен шучĕ чакнине пĕтĕм Раççейĕпех йĕрлеме пулать,- тенĕ департамент директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăха илсе пыракан Анатолий Полуэктов. - Ульяновск облаçĕ яланхиллех Атăлçи тăрăхĕнче Чулхула облаçĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать».
Ĕçсĕррисен шайĕ облаçри çак районсенче чакнă: Вешкайма (0,50 процент), Димитровград хули (0,55), Мелекесс тата Николаевка (0,56).
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсемпе муниципаллă пĕрлешӳсен администрацийĕсем тăрăшнипе облаçри чылай районсенче ĕç рынокĕнче ĕç-пуç аванланнă. Хыçалти ретре тăракансем хушшинчен Радищевăпа Инза районĕсем мала куçнă. Чи пысăк ĕçсĕрррисен шучĕ тесе (1,1 процент) Карсун районĕнче палăртнă.
 
: 1039, Хаçат: 28 (1172), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: