Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕнче вĕрентекенсем çинчен сахал мар çырнă. Ку шкул пĕр несĕлтен теприне куçса пыракан вĕрентӳçĕсемпе пуян. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлӳ парас ĕçре нумай çул вăй хунисен хушшинче Мария Петровна Ширтанован ячĕ сумлă вырăнта. Вăл «Халăх çут ĕç отличникĕ».
 
Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен вăл (35 çул) ачасене хими тата биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Нумай çул вĕрентӳ пайĕн пуçлăх тилхепине тытса пынă. Халĕ те общесвăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Вăл РФ тата Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни.Унсăр пуçне ялти ватăсем ăна ветерансен канашăн ертӳçи пулма шаннă. Кăçал ăна «Вăрçă ачи» медаль парса чысланă.
Вĕрентӳçĕн ырă кăмăлĕпе тараватлăхĕ пĕрре курсах палăрчĕ. Хăй пурнăçĕ çинчен каласа панă чух вăл пĕрех май хăйне вĕрентнĕ, кайран пĕрле ĕçленĕ вĕрентӳçĕсене ырăпа аса илчĕ.
-Пирĕн çемье пысăкчĕ. Çичĕ ачаран эпĕ виççĕмĕшĕ пулнă. Çут тĕнчене 1943 çулта Çĕнĕ Улхашра, атте вăрçăран аманса таврăнсан килнĕ. Шел, унăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. 60 çула çитсен çĕре кĕчĕ. Ачасем ӳссе килтен тухса пынă. Тете ФЗО пĕтерсе Челябинскра тĕпленчĕ. Халĕ те унтах пурăнать. Шахтăра ĕçлерĕ. Аппа Çĕнĕ Улхашрах кун-кунлать. Халĕ тăваттăн кăна тăрса юлтăмăр.
Эпĕ çиччĕмĕш класа «5» паллăсемпе пĕтерсе вĕренĕве Кивĕ Улхашра тăсрăм. 1961 çулта вуннă пĕтертĕм. 2011 çулта пĕрле вĕренекенсемпе пуçтарăнса шкул пĕтернĕренпе 50 çул çитнине паллă турăмăр. Тĕлĕнмелле тĕлпулу пулчĕ. Çиччĕшĕ кăна пыраймарĕç. Пухăнсан хамăра вĕрентекенсене асăнса лартăмăр: Р.К. Сидулова (класс ертӳçиччĕ), К.Д. Беляков (шкул директорĕ пулнă), А.И. Крылова (биологи учителĕ). Вăл илĕртнипе эпир пахчаран тухма пĕлмен. Юннатсен слёчĕсенче яланах пĕрремĕш вырăнсем йышăнаттăмăр. ВДНХ-на та çитрĕмĕр. Унта пире тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсенчен ăсталанă япаласем тăвассипе тата тĕслĕхлĕ пахчапа палăрнăшăн ячĕç. Пуйăспа кайрăмăр. Унччен эпĕ хулара пулса та курманччĕ.
Вĕрентӳçĕсенчен тата Иван Трофимовичпа Клавдия Николаевна Шахинсене тăтăшах аса илетпĕр. Çак мăшăр пире хăйсен ачисене юратнă пек юрататчĕ. Килте çăкăр пĕçерсен пире, интернатра пурăнакансене (Йĕлмел, Пухтел, Чăвашкасси ачисем пурăнаттăмăр), вĕри çăкăр илсе пырса çитеретчĕ.
Анна Петровна Князькина та асăмрах. Вĕсем пирĕн шкулта тарăн йĕр хăварчĕç. Çак ырă çынсене пурăннă чух тав тăвайманшăн кулянатăп, халĕ те пулин ячĕсене асăнса хăварас килчĕ, - тет Мария Петровна чĕрине уçса.
Кайран хăй те вĕрентӳçĕ çулне суйласа илет. Ульяновкри пединститутра химипе биологи факультетне пĕтерет. Направленипе тăван шкулнех таврăнма кăмăл тăвать. Урăх ĕç вырăнне улăштарман.
-1970 çулта пирĕн çулпуç В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле мана, çамрăк специалиста (шкулта пĕр çынна), медаль парса чысларĕç. Шкул ертӳçинче ун чух В.В. Сультеевчĕ. Маншăн ку пысăк чыс, унпа пĕрлех яваплăх та пулчĕ, - аса илет вĕрентӳçĕ.
Мария Петровна çак ялтах юратнă çыннине тĕл пулса çемье чăмăртанă. Мăшăрĕ – Виктор Самойлович – электрикра ĕçленĕ. Шăпах Пухтелĕнче çутă кĕртсе çӳренĕ чух паллашнă та вĕсем пĕр-пĕринпе. Виçĕ ача – икĕ хĕрпе пĕр ывăл – çуратса ӳстернĕ. Хĕрĕсем çемьесем çавăрнă ĕнтĕ. Ывăлĕ – юман савăл – тĕп килте юлнă. Мария Петровна халĕ ывăлĕн çемйипе савăнса пурăнать. Унăн пурĕ 5 мăнук. Вăл çирĕм çул ытла пăянамăшĕпе пурăннă. Евдокия Тимофеевна 92 çула каçса çĕре кĕнĕ. «Питĕ ырă хĕрарăмччĕ. Мана ачасене пăхса çитĕнтерме нумай пулăшрĕ»,- тет лайăхпа асăнса ун пирки.
-Мăшăр вилсен шкула пăрахма тиврĕ. 58 çулта çеçчĕ-ха вăл,- тăсать калаçăва хаш сывласа Мария Петровна. – Йывăр чир ăна ураран ӳкерсен çумĕнчен каймарăм. Çапла шкулпа сывпуллашрăм, ĕçлес кăмăлăм тата пурччĕ… Телее, мана ĕçтешсем манмаççĕ. Кирек мĕнле уява та чĕнеççĕ. Çапла чыс туни пурăнма хавхалантарать. Шкул вăл манăн пурнăç. Ĕмĕрĕм шкулта иртрĕ те… Пĕрле ĕçленĕ вĕрентӳçĕсем: А.В. Медкова, З.Л. Пидиксеева (ман юлташ), З.В. Сультеева, Н.Н. Кушты тата ытти ĕçтешсемпе питĕ килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Шкулти лару-тăру тĕлĕнмелле лайăхчĕ. Халĕ те Пухтел учителĕсем районта лайăххисен шутĕнче.
Килти ĕçсенчен пушансан Мария Петровна вăрçă тата тыл ветеранĕсен ыйтăвĕсемпе аппаланать. Халĕ унăн хĕрӳ вăхăт. «Вăрçă ачисене» палăртса районти ветерансен канашĕпе (ертӳçи П.Я. Уфимкин) ĕçлемелле, хутсем тума пулăшмалла, ытти ыйтусене татса памалла.
Мария Петровна хаçат-журнал, кĕнеке вулас йăлана пăрахмасть. «Канаш» хаçата нумай çул çырăнса илет. «Канаш» манăн тавракурăма пуянлатать, ентешĕмĕрсен кун-çулĕпе паллаштарать»,- тет вăл.
 
 
Пухтел ялĕ.
 
: 1022, Хаçат: 28 (1172), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: