Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск районĕнчи Липки ялĕнчи «Симбирский сад» хуçалăх халĕ лайăх çанталăкпа усă курса васкаса утă хатĕрлет. Константин Алексеев МТЗ-82 тракторпа кунне 20 тонна утта хытарса çыхать.
- Çут çанталăк пуянлăхĕпе усă куратпăр, улăхра ӳсекен курăка çулса типĕтрĕмĕр. Пуриншĕн те лайăх кун пек туни – ĕнесемшĕн сиплĕ курăк, тавралăхшăн – тирпейлĕх. Кăçал курăк çӳллĕ ӳснĕ, анчах хулăнăшĕ çук. Курăк çăрарах пулсан тата нумайрах хатĕрлемелле, - каласа парать чĕрĕк ĕмĕр Çĕнĕ Ульяновск тăрăхĕнче пурăнакан Константин Владимирович.
Тутарстанри Пăва районĕнчи Таккавар каччи Криушире 1987 çултанпа пурăнать. Ольга Фёдоровна мăшăрĕпе Мускавран куçса килнĕ вĕсем. «Приволжский» совхоз виçĕ пӳлĕмлĕ çурт пама шантарни хавхалантарнă Мускаври пĕчĕк пӳлĕмре пурăнакан çамрăк çемьене. Ачаранпах техникăна юратнă Константин салтак хыççăн Мускавра автобуспа çӳренĕ, «Приволжский» совхозра вара ăна трактор шанса панă. Çакăнтанпа совхоз та саланнă, ун вырăнне тепĕр хуçалăх йĕркеленнĕ, кайран – тата тепри… Константин Алексеев кăна профессине улăштарман.
«Симбирский сад» хуçалăх çĕнĕ, икĕ çул каялла кăна йĕркеленнĕ. Çапах та сад пахчи ĕрчетессине çĕнĕрен чĕртсе янă кунта, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ĕрчетеççĕ – сыснапа ĕне фермисем пур. Хуçалăх ертӳçисен планĕсем те пысăк.
- Килĕшет мана ĕçлеме кунта. Трактор та çĕнни, аван. Ертӳçĕсем палăртнине пурнăçа кĕртсен малашлăх пысăк пулмалла. Теплица турĕç ĕнтĕ, пан улмисенчен сĕткен тата нимĕр кăларакан пĕчĕк предприяти уçсан хĕрарăмсем валли те ĕç пулать. Трактористсем валли вара çулталăкĕпех ĕç пур. Кĕçех утă ĕçне вĕçлесен сада куçатăп. Унта иртнĕ çул кĕркунне 120 гектар çинче лартса хăварнă улма йывăççисен хушшинчи çĕре кăпкалатмалла, йывăçсене шăвармалла, кăпшанкăсенчен им-çам сапмалла. Кĕркуннехи ĕçе те палăртса хунă ĕнтĕ – 150 гектар çинче улма йывăççисем лартмалла, - тет вăл.
 
: 1014, Хаçат: 28 (1172), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: