Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейре 2012 çулта пурĕ 843 766 вĕренекен пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем панă, 780 223-шĕ – кăçал 11 класс пĕтернисем. Вĕсенчен 3568 ача пĕр предметпа та пулин экзаменсене 100 баллăх панă. Вĕсенчен 51-шĕ математикăпа чи пысăк балл пухнă. Ульяновскри 20-мĕш нумай профильлĕ лицейран вĕренсе тухнă Никита Косинов та çав шутра.
Пурин те экзамен памалли вырăс чĕлхипе математикăна шута илмесен, вĕренекенсенчен ытларахăшĕ суйласа илнĕ предмет – обществознани пулнă (ЕГЭне хутшăннисен 54 проценчĕ тытнă). Сăлтавĕ – аслă вĕренӳ учрежденине кĕме нумай çĕрте çак предметпа экзамен кăтартăвĕсем кирли. Çаплах 24 проценчĕ – физика, 19 проценчĕ – биологи, 18 проценчĕ истори тытнă.
Кăçал экзаменсем тытмалли йĕркене хытарнипе тата йĕркене пăснăшăн яваплăх тыттарассине вăйлатнипе экзаменсем вăхăтĕнче Интернета тухса хуравсене çырса илнĕ тĕслĕхсем самай чакнă.
РФ регионĕсенче те экзаменсем тытмалли йĕркене хытарнипе ЕГЭне ĕненме йывăр кăтартусем сахалланнă. Кăçал кун пек кăтартусем Калмыкипе Ингушети республикисемпе Липецк облаçĕнче кăна. Иртнĕ çул çĕршыври 11 регион экзаменсене ытлашши лайăх панă.
ЕГЭ пĕтĕмлетĕвĕсемпе 70 пин ача килĕшмен, вĕсенчен 40 проценчĕ тĕрĕс пулнине палăртнă тĕрĕслекенсем.
2012 çулта Раççейри 25 068 шкул ачи ЕГЭ парайман. Вĕсем аттестат илеймеççĕ, килес çул вĕсен тепĕр хут экзамен тытма шанăç пур.
Çаплах истори, хими, физика, географи предмечĕсемпе пухмалли чи сахал балсен виçине çитеймен ачасен шучĕ нумайланнă. Сăлтавĕ – балĕсене пысăклатни.
Ульяновск облаçĕнче 7179 шкул ачи ЕГЭ панă. Пурĕ 13 предмет суйласа илнĕ. Раççейри пекех математикăпа вырăс чĕлхине шута илмесен ытларахăшĕ обществознани (3510 çын), биологи (1552), истори (1446) предметсене суйланă.
 
Экзамен ирттерес
йĕркене çирĕплентнĕ
Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне ирттерес йĕркене çирĕплетни ун пĕтĕмле-тĕвĕсем çинче уççăн курăннă. Вĕсем çинчен регионăн вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба тата вĕрентӳ шайĕнчи пулăмсене тĕрĕслес енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Марина Батанова каласа панă.
Математикăпа 100 балл пухса чи аван кăтартусем Раççейри 51 вĕренсе тухакан тунă (çĕршывра вăтамран – 45 балл). Чи пултаруллисенчен пĕри – Ульяновскри 20-мĕш номерлĕ лицейран вĕренсе тухнă Никита Косинов. Вăл – Пĕтĕм тĕнче, Пĕтĕм Раççей олимпиадисен çĕнтерӳçи.
Енчен те вырăс чĕлхипе математика пурте тытма тивĕçлĕ предметсем пулсан ыттисене вĕренсе тухакансем хăйсен ирĕкĕпе панă. Пĕтĕмĕшле йыш кайран вĕренме кĕме кирлĕ предметсене суйласа илнĕ. Раççей çамрăкĕсем историе пĕлменни – 13, Ульяновск облаçĕнче – 11 процент.
Вырăс чĕлхипе математикăна облаçри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче вĕреннĕ 36 ача парайман. Çавăнпа та вĕсем вăтам пĕлӳ илнине çирĕплетекен справка çеç илме тивĕçлĕ пулнă. Çав ачасем экзаменсене çитес çул çеç тепĕр хут пама пултараççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне парас йĕрке çирĕпленнĕ, дисциплинăна пăснă тĕслĕхсем сахалланнă. Экзамен панă 69 вырăнта 216 сăнавçă пулнă.
 
: 862, Хаçат: 28 (1172), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: