Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Милицире ĕçлес шухăш Н.Мигулкин пуçне салтакра чухне пырса кĕрет. Вăл часть командирне милици шкулне вĕренме каяс кăмăлĕ пуррине пĕлтерет, унтан Ульяновск облаçĕнчи шалти ĕçсен управленине çыру ярать. Служба хыççăнах вĕренме каять. Алапукари милици шкулне пĕтерсен ăна 1967 çулта Чăнлă районĕнчи шалти ĕçсен уйрăмне БХСС аслă оперуполномоченнăй должноçне илеççĕ.
-Интереслĕ вăхăтчĕ ун чухне. Çынсем хальхи пекех усалланманччĕ. Чăнах та, малтанхи икĕ-виçĕ çулта йывăртарах пулчĕ. Çынсемпе ĕçлемелле, кашнин хăйĕн кăмăл-туйăмĕ, хăйнеевĕрлĕхĕ… Милици уйрăмĕнче икĕ машина кăначчĕ: ГАЗ-69 тата ГАЗ-52 автозак. Асфальт ниçта та çукчĕ. Эпĕ район тăрăх çулла та, хĕлле те лашапа çӳреттĕм: пĕр тухса кайсан эрнерен тин таврăнаттăм, темиçе ялта пулаттăм. Пурĕ пирĕн виçĕ лашаччĕ, вĕсене конюх пăхатчĕ.
Ялсенче «хамăр çынсем» пурччĕ, вĕсем урлă вырăнти лару-тăрăва пĕлсе тăраттăм. Ман ĕç – хыпарсем, сас-хура пуçтарасси, вырăнти ĕç-пуçа тишкересси, пĕтĕмлетӳ тăвасси. Урăхла каласан преступленисене çийĕнчех уçса парасси, - каласа парать Николай Михайлович.
Районта ун чухне икĕ тĕлте йывăртарах килнĕ: Чăнлă посёлокĕнче тата Микулин, Карабаевка тăрăхĕсенче (ăна совхоз зони теççĕ). Чăнлă посёлокĕ пуçланса кăна кайнă, халăх тĕрлĕ çĕртен килсе тулнă. Судпа айăпланнисем нумай. Паллах, ку криминала ӳстерме пулăшать.
Çын вĕлерни – чи йывăр преступлени. Телее, ун пекки çулталăкра пĕрре кăна пулнă. Ун чухне района Ульяновскран милицин чи пысăк пуçлăхĕсем килнĕ.
Чăваш каччине 1973 çулта Инзăна куçараççĕ, унта вăл отделени пуçлăхĕ пулать. Кайран угрозыск аслă инспекторĕнче вăй хурать. 1976 çулта Саратоври аслă милици шкулне пĕтерет. 1985-89 çулсенче Н.М.Мигулкин Çинкĕлти РОВД начальникĕнче ĕçлет, подполковник званийĕпе тивĕçлĕ канăва каять. Милици стажĕ – 28 çул.
1983 çулта Чăнлăра пĕр çынна çаратнă: кĕрĕкне, çĕлĕкне хывса илнĕ. Н.М.Мигулкин юлташĕсемпе пĕрле посёлокри нумай çынпа курса калаçнă, çавах преступник çулĕ çине ӳкнĕ. Вăл çак район çынниех, анчах Йошкар-Ола хулинче пурăнать. Унта милици çыннине яраççĕ, лешне тытаççĕ.
Тепрехинче çак посёлокрах каçхине 15 гаража çĕмĕрсе кĕнĕ, мопед, мотоцикл, «Москвич» автомомиль вăрласа кайнă. Вĕсене пырса тăрăнса юрăхсăра кăларнă та çавăнтах хăварнă, анчах темиçе радиоприёмник çухалнă. Ирхине кунта уйрăм пуçлăхĕ Н.В.Липанов, Н.М.Мигулкин аслă оперуполномоченнăй тата участок инспекторĕ Р.К.Сабиров çитеççĕ, çынсемпе калаçаççĕ. Анчах никам та, нимĕн те курман… Çапах та руль çинче тата ытти çĕрте пӳрне йĕрĕсем палăрăççĕ. Преступниксене тупаççех – вĕсем Ульяновскран килнĕ пулнă.
Н.М.Мигулкин общественность пулăшнипе, хăйĕн хастарлăхĕпе тата ăсталăхĕпе усă курса çавăн евĕр нумай преступление уçса панă, çынсене лăпкă пурнăç туса пама тăрăшнă, вăрă-хураха «хăйĕн вырăнне» кайма пулăшнă.
Пенсие кайсан та тĕрлĕ çĕрте ĕçлет-ха вăл: ял хуçалăх управленийĕнче, «Бирюч» пасар комплексĕн директорĕнче. Халĕ те ахаль лармасть: районти милицире ветерансен канашне ертсе пырать, çамрăксене воспитани парас ĕçе хастар хутшăнать. Вăл «Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни», «МВД отличникĕ» ятсене илме тивĕçлĕ пулнă.
-Милицире кашни çын ĕçлеймест. Ку ĕç çынран питĕ нумай ыйтать: ун тӳрĕ кăмăллă, вĕри чĕреллĕ, урă пуçлă, таса алăллă пулмалла. Çамрăксем çапла пулма тăрăшмалла,- тет Николай Михайлович.
Паян ашшĕ ĕçне ывăлĕ – Олег - тăсать. Вăл полици майорĕ, Чăнлă районĕн ГИБДД начальникĕ.
 
Аслă Нагаткин.
 
: 821, Хаçат: 28 (1172), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: