Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Кăçал кĕркунне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш факультетĕнче Чăваш чĕлхин академийĕ ĕçлеме пуçлать. Унта Шупашкарти аслă шкулсен преподавателĕсемпе пĕрле ытти хуласенчен чĕнсе илнĕ пысăк специалистсем вĕрентме тытăнĕç.
Мĕнле академи-ха вăл, кам валли уçăлĕ?
Чăн малтанах – пултаруллă, çирĕп тĕллевлĕ, талпăнуллă чăваш ывăлĕ-хĕрĕ валли. Тăван чĕлхепе литература, йăла-йĕрке тата культура пуянлăхне тарăнрах пĕлес, тĕпчес, аталантарас ĕмĕт-шухăшлă çамрăксемпе вĕрентекенсен академийĕ. Унта аслă класс ачисем, пултаруллă студентсемпе учительсем тата ытти тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансем хăйсен ăсталăхне гуманитари пĕлĕвĕсемпе вăйлатса пырĕç. Куçăн тата куçăн мар (заочно) майпа вĕренме пулĕ. Куçăн маррисем ытларах электронлă çыхăну мелĕпе вĕренĕç. Вĕсен академи ирттерекен вĕренӳ семестрĕсене, çавра сĕтелсене, конференцисене, ăмăртусемпе олимпиадăсене ыттисемпе танах хутшăнма тивĕ. Суту-илӳпе, юриспруденципе, сывлăх сыхлавĕпе, журналистикăпа, культӳрăпа, ертӳлĕх е ытти ĕçпе çыхăннă çынсем те унта хăйсен ĕçĕсенче кирлĕ чухлĕ пĕлӳ пухма пултараççĕ.
Академи кăçалхи авăнăн (сентябрь) 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать. Çавăнпа та 10-11-мĕш класс ачисен тата шкултан вĕренсе тухнă абитуриентсен çак кунсенчех И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Чăваш факультетне заявленисем ярса пама е хăйсен пырса памалла.
 
Шупашкар.
 
: 819, Хаçат: 28 (1172), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: