Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
-Анне, хăçан тĕрлеме вĕрентетĕн?- тет Виолетта чи çывăх тăванне куçĕнчен тинкерсе, кайăк чĕппи апат ыйтнă евĕр пĕр чарăнми чĕвĕлтетет те чĕвĕлтетет. - Манăн та сан пек ăста тĕрĕçĕ пулас килет. Эпĕ пĕçерме пĕлетĕп ĕнтĕ, çыхма та хăнăхатăп. Мĕнлерех сана юрататăп-çке эп. Эсĕ ман чи аванни, чи хитри, чи çепĕççи. Аннеçĕм, эсĕ аттене те питĕ килĕшетĕн. Çакна сисетĕн-и? Вăл сана питĕ юратать.
Таушкинсен пысăк та хăтлă çуртне пырса кĕрсенех çемйинче килĕшӳ хуçаланнине туятăн. Кунта арçын хĕрарăма, хĕрарăм арçынна хисеплени, вырăна хуни куçкĕретех. Наталья Васильевна – лăпкă та сăпайлă хĕрарăм – ачисемпе упăшкине юрас тесе тăрăшать. Тарават кил хуçи арăмĕ вăхăтне ытларах тĕпĕлте ирттерет. Кукăль, печени-пĕремĕк, хуплу тавраш хатĕрлесе сăйлама юратать. Арçыннисен тутлă çисе тата паттăртарах, вăйлăрах пулмалла. Аслисем – Ванюш тата Саша ывăлĕсем – Ирçел шкулне кĕрешме вĕренме çӳреççĕ, хулари тата районти ăмăртусене хутшăнаççĕ. Вĕсем çĕнсе илнĕ медальсем хăйсен пӳлĕмне илем кӳреççĕ. Тренерĕ Вячеслав Александрович Тражуков та Таушкинсемпе мухтанать, 13 тата 10 çулхи хастар арçын ачасен спортра малашлăхĕ пур тет. Паттăрсем кĕçĕн йăмăкне алă çинче йăтса çӳреççĕ.
Упăшки тата ашшĕ, Владимир Иванович, чылай çул ял хуçалăхĕн лаша витинче конюхра ĕçлекенскер, халь килти ĕçпе аппаланать. Ĕçсĕр лармасть вăл. Унăн пĕчĕк хуçалăхĕнче икĕ лаша, виçĕ ĕне, пăрусем тата ытти выльăх-чĕрлĕх. Ăна выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе вăй хума пуçлакан фермер тесен те юрамалла. Ĕç опычĕ пысăк. Лашасене пит юратать Владимир Таушкин, Ласточка тата Белоснежка лашисене ытараймасть. Кашни çулах районти чупăва хутшăнать. Пĕлтĕр Вăта Тимĕрçенти юлташĕн Гавана урхамахĕпе чупса Владимир пĕрремĕш тухнă, кăçал – иккĕмĕшĕ.
-Мăшăрпа Ульяновскра аккасем патĕнче паллашрăмăр, пĕрре курсах пĕр-пĕрне юратса пăрахрăмăр,-тет вăл.- Пĕрремĕш ача çуралсан çак кирпĕч çурта хăпартма тытăнтăмăр. Эпир иксĕмĕр те – çемьешĕн, ачасемшĕн. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр.
Таушкинсен ачисем маттур. Кĕçĕнни – хĕрачи килте-ха. Ывăлĕсем шкулта пит аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ, обществăлла ĕçре те – малтисем. Паянхи кану кунĕсенче пулла каяççĕ. Тимерсянка юхан шывĕ хĕрринче вăлтапа лараççĕ вĕсем, плотина çине те каяççĕ. Карăп-çăрттан, пысăкки те, пĕчĕкки те лекет теççĕ.
Çырлана, кăмпана пĕрле çӳреççĕ. Туслă çамрăк çемье яланах пĕрле.
 
 
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел ялĕ.
 
: 644, Хаçат: 28 (1172), Категори: cемье

Комментарисем:

Nina (2014-05-08 15:23:19):
Well done artcile thatĕ I'll make sure to use it wiselyĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: