Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçатра Шупашкара тур-экскурси йĕркеленни пирки пĕлтерӳ вуласан çула тухма кăмăл турăмăр. Кăçал ман пеккисем чылай пулчĕç. Икĕ автобуспа 50 çынна яхăн çулçӳреве тухрăмăр. Палăртмалла, вĕсенчен 15-шĕ вырăс тата тутар çыннисемччĕ.
Çул кĕске мар пулин те вăхăт иртнине сисмерĕмĕр. Канашран иртсен Шăхасанри храма кĕтĕмĕр, таса çăлкуç патне чарăнтмăр, унта шыв ĕçрĕмĕр, шыва кĕтĕмĕр. Малалла пирĕн çул Андриян Николаевăн тăван çĕршывне – Шуршăла - выртрĕ. Кунта пире кĕтсех тăратчĕç. Питĕ интереслĕ экскурси ирттерсе пачĕç. Андриян Григорьевичăн вилтăприйĕ çинче те пулса пуç тайрăмăр.
Çĕнĕ Шупашкара çитсен малтан хула курса çӳрерĕмĕр, унтан çветтуй Владимир кнеç ячĕллĕ храм комплексĕнче пултăмăр, священникрен благословени илтĕмĕр. Ман çак храма Мускаври Çăлакан Христос храмĕпе (Христа Спасителя) танлаштарас килчĕ, çавăн пекех пысăк та илемлĕ.
Шупашкара çитсен çул тăршшĕпех Чăваш çĕршывĕн илемĕпе киленсе пыракан çул çинчи юлташсем тĕлĕнсех кайрĕç: «Кун пек илемпе тасалăха ниçта та курман»,- терĕç. Хулана курса çаврăнсан Наци музейĕнче пултăмăр. Чăваш Республикин, чăвашсен историйĕпе питĕ тĕплĕн паллаштарчĕç пире. Шупашкарта пĕрре те пулса курманнисемшĕн тата ытти халăх çыннисемшĕн чăн-чăн истори урокĕ пулчĕ. Тен, çĕршывĕпе те пĕртен-пĕр Сăра музейне кĕмесĕр те иртсе кайма пултараймарăмăр. Кунти «Чĕрĕ сăра» пурне те килĕшрĕ.
Виçĕ кун пултăмăр Шупашкарта. Çĕр выртма пире Атăл тепĕр енчи «Кувшинка» кану базине ГЭС урлă илсе çӳрерĕç. Ку та пирĕншĕн тата Шупашкара пирĕнпе пынă 10 ачашăн питĕ интереслĕ пулчĕ.
Иккĕмĕш кун эпир республика уявĕнче тата Акатуйра пултăмăр. Акатуй «Шупашкар 500 çулта» паркра иртрĕ. Питĕ кăмăллă пулчĕ. Уява Раççейри 40 регионтан хăнасем килнĕ тесе пĕлтерчĕç. Чăнах та, якутсем ташшипе тĕлĕнтерчĕç. Хамăр облаçри артистсене – Аслă Нагаткинти Валентина Тарават ертсе пыракан «Шанăç» ансамбле – курсан пушшех савăнтăмăр, хамăр ентешсемшĕн мăнаçлантăмăр.
Чăваш драма театрĕ умĕнче «Родники России» фестивале курса килентĕмĕр. Заливра вара мĕн кăна сутмарĕç, мĕнле кăна савăнтармарĕç пуль халăха! Раççейри тĕрлĕ кĕтесрен килнĕ тата Шупашкарти ăстасен ĕçĕсен куравĕ кăмăла кайрĕ. Асăнмалăх парнесем туянтăмăр.
Каçпа 8 сехетре ЧНК умĕнче Шупашкарти эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ пулчĕ. Темиçе пин халăх пуçтарăннăччĕ унта, пурте ташлаççĕ. Чăн-чăн уçă сывлăшри дискотека.
Çĕрле вунпĕрмĕш çурринче вара Шупашкар тӳпине тĕлĕнмелле салют çутатрĕ. Кун пек илеме чĕмпĕрсем унччен курман. Мĕн чухлĕ вăхăт пычĕ-ши вăл? Кашни музыкăпа хăйне евĕрлĕ салют.
Кунĕпе уявра çӳресе самай ĕшеннĕ пулин те курни-илтнине пĕр-пĕринпе сӳтсе явса чылайччен çывăрма выртаймарăмăр. Мĕнле таса вăл – Шупашкар! Лăк тулли халăх уявра, апла пулин те урамсем тап-таса, çӳп-çапа никам та ура айне пăрахмасть, ӳсĕрсем çук, пурте çемйисемпе, тăва-нĕсемпе, юлташĕсемпе савăнса çӳреççĕ.
Чăвашсем çакăн пек лайăх, ырă та тарават, тирпейлĕ те сăпай пулнипе савăнса çул-юлташсем йĕчĕç. Никамăн та уйрăлас килмерĕ шурă Шупашкарпа! Çулçӳреве йĕркеленĕшĕн Сергей Краснова чĕререн тав тăватпăр!
 
 
Ульяновск районĕ,
Симĕс Раща.
 
: 1027, Хаçат: 28 (1172), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: