Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ВĂРÇĂ ХИРĔНЧЕ ПĔЧЧЕН ÇЫН ТА ÇАР ÇЫННИ
 
«Японие çĕнтернĕшĕн» (1947) медале, Жуков медальне, "Совет çарĕпе флочĕ 30 çулта" медале (1949), «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медальне (1970), Раççей Федерацин «Ĕç ветеранĕ» кăкăр паллине (1983), Отечественнăй вăрçă орденне (2-мĕш степень, 1985), «1941-1945 çулсенчи фронтовик» (2000) кăкăр паллине тивĕçнĕ, пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăхĕпе хастаррăн çыхăнтарнă 7 ача ашшĕ – Иван Васильевич МУЛЯКОВ – утă (июль) уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнăранпа 85 çул çитнине паллă тăвать.
Ентешĕмĕр 1927 çулта хальхи Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралнă. Ашшĕ – Василий Александрович – ял хуçалăхне коллективизациленĕ тапхăрăн пуçламăшĕнче пĕтĕм пурлăхне туртса илнĕ хыççăн, 1932 çулта сасартăк çут тĕнчерен уйрăлнă. Çирĕм тăххăрта çеç пулнă кулаксен шутне кĕртнĕскерĕн мăшăрĕ – Матрёна Никитична – тăватă ачипе тăлăха тăрса юлать. Кĕçĕнни – кил тĕпчĕкĕ – Иван. Мĕскĕн хĕрарăм колхозри ĕç кунĕшĕн «патакшăн» курпунĕ тухиччен пилĕкне авса тĕпренчĕкĕсене вăл вăхăтри выçлăхпа чухăнлăх тамăкĕнчен çăлса хăварать.
Иван мĕнле пулсан та пилĕк çул шкула çӳрет. Çав вăхăтрах колхозри ĕçсенчен те пăрăнмасть. 1941-1945 çулсенчи Отечественнăй вăрçă пуçланнă тĕле вунвиççĕри çула çитмен ача тавракурăмĕпе те, вăй-халĕпе те, ăс-хакăлĕпе те çитĕннисенчен уйрăлса тăмасть: лашапа шыв турттарать (урине хуçать), жнейкăпа тырă вырать, молотилкăпа кĕлте çапать…
1944 çул. Раштав сиввисем хуçаланаççĕ. Анат Тимĕрçене районти çар комиссариатĕнчен салтаксен ятарлă отрячĕ килсе çитет. Ялти 17 çул тултарнă яшсене выльăхсене кĕтĕве хăваланă пек Аслă Нагаткина, унтан – Чăнлă посёлокне илсе каяççĕ. Вĕсен кунта эрнене яхăн сивĕ çĕр пӳртре пурăнма тивет. Атăл тăрăхĕнчи нимĕçсем вырăнти чукун çула Хусан патне çити туса çитерсен, çамрăксене тавар вакунне лартса Хусана, унтан Мари çĕршывĕнчи Суслонер станцине илсе каяççĕ. Кунта çамрăксене вăрçа кĕме хатĕрлекен саппас полкĕ вырнаçнă пулнă. Ултă уйăх вĕреннĕ хыççăн салтак тумĕ тăхăнтарнă яшсем Белоруссие килсе çитеççĕ. Аслă Çĕнтерӳ çывхарса килнине шута илсе тата çĕршывшăн Инçет Хĕвелтухăçра тепĕр инкек çуралнине тĕпе хурса çар эшелонĕ каялла – Монголи еннелле - çул тытать.
- Çитес çĕре çитрĕмĕр. Эпĕ 82 миллиметр калибрлă миномётчик. Эпĕ – 44 кило. Миномётăн çĕр çине лартмалли плити кăна 22 кило. Вăт çавăркала ăна. Пире тĕрлĕ чаçсене салатса ячĕç. 120 миллиметр калибрлă миномётпа хуçаланма вĕрентрĕç. Окопсем чавтарчĕç… - аса илет Иван Муляков миномётчик.
Ентешĕмĕр мĕнле лару-тăрăва çакланнине уçса пама кăштах истори пулăмĕсем çинче чарăнса тăрăпăр. 1931 çулта Япони Маньчжурие çавăрса илет. 1937 çулта Китай çĕршывне пăхăнтарасшăн вăрçă пуçласа ярать. Япони çав вăхăтрах Совет Союзĕпе Монголи чиккисенче провокациллĕ мероприятисем ирттерет. Вĕсене кашнинчех каялла хăваласа кăлараççĕ (1938 çулхи Хасан кӳлли, 1939 çулхи Халхин-Гол юхан шывĕ хĕрринчи çапăçусем). Вăл вăхăтра Япони фашистла Германипе Итали майлă пулнă. Вăл Азири нумай çĕршыва туртса илнĕ. 1943 çулта унăн вăйĕ чакса пынă. 1945 çулта çурла (август) уйăхĕн 6-мĕшĕнче Америка сывлăш çар вăйĕсем Хиросимăпа Нагасаки çине атомлă бомбăсем пăрахаççĕ. Совет Çарĕ Квантун çарне çапса аркатать. 1945 çулхи авăнăн (сентябрь) 2-мĕшĕнче Япони Совет Союзĕпе хăйне пăхăнтарни çинчен Акт çирĕплетет. Çак хушăра Иван Муляков Хинган-Мукден çар операцине хутшăнать те ĕнтĕ. Çапăçусем 1945 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнчен тытăнса авăнăн 2-мĕшĕччен иртеççĕ. Квантун çарне Маньчжурин анăç пайĕнче Совет Союзĕн Маршалĕ Р.Я.Малиновский ертсе пыракан Забайкальски фронт çапса аркатать.
- Пĕррехинче урасем пĕрене пек шыçса кайрĕç. Утаймастăп. Вăрçă хирне пĕр-пĕччен тăрса юлтăм. Вăрçă хирĕнче пĕччен çын та салтак пулма пултарать иккен. Сасартăк танксем çывхарса килнине куртăм. Мана лартса кайрĕç. Эпĕ Хинган йывăр танкĕсен полкĕн заряжающийĕ пулса тăтăм. Ултă уйăх бронетранспортёр командирне вĕрентрĕç. Кĕçĕн сержант çар званийĕ пачĕç, - каласа парать Иван Васильевич.
Китайран яппунсене хăваласа кăларсан унта граждан вăрçи пуçланать. Совет çар специалисчĕсем (вĕсен хушшинче Иван Муляков тăракан çар чаçĕ те) 1946-1950 çулсенче Китайра интернационаллă тивĕçе пурнăçлать. 1951 çулта тин çирĕм тăваттăри Анат Тимĕрçен паттăрĕ яла таврăнать.
1952 çулта Иван Муляков 1933 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче çак ялтах çуралнă Вера Фёдоровна Мартыновапа çемье çавăрать. Вăл 11 ачаллă çемьерен. Кĕçĕнни. Пуçламăш шкул пĕтернĕ. Вуниккĕре чухнех колхоз ĕçĕсен авăрне кĕрсе ӳкнĕ те «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçиччен (1983) тар тăкнă. Çичĕ ача çуратса Ача амăшĕн медальне тивĕçнĕ.
Муляковсен ачисем: Василий, Анатолий, Николай, тепĕр Василий – çут тĕнчерен уйрăлнă ĕнтĕ; Светланăпа Геннадий çемйисемпе Ульяновскра пурăнаççĕ; Кĕçĕнни – Валентина – Аслă Нагаткинра харпăр лавкка тытать.
Иван Васильевич вăрçăран таврăнсан 24 çул МТСра водительте вăй хурать. Колхоз ферминче çăнăх авăракан, ĕне сăвакан операторта ĕçлет. Вăл чунĕнчен парăннă пулăçă. Шыв хĕррине 1984 çулта туяннă ИЖ мотоциклĕпе çӳрет. Эпир пынă кун та пулăран нумай пулмасть çеç таврăннă пулнă-ха.
Вера Фёдоровнана кăçал çĕртме уйăхĕнче «Вăрçă ачи» кăкăр палли парса чысланă.
Иван Васильевича çуралнăранпа 85-çул çитнĕ ятпа саламлатпăр. Малашнехи пурнăçăр пĕлĕтсĕр тӳпе айĕнче ăнăçлă, пĕр тикĕс, сывлăхлă ирттĕр. Ачăрсемпе мăнукăрсенчен пархатар курма Турă хуштăр. Мăшăрăрпа – Вера Фёдоровнапа – Петĕрпе Февронья çветтуйсем пек ырă та юратуллă туйăмсепе ĕмĕр ĕмĕрлемелле пултăр.
 
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 630, Хаçат: 28 (1172), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: