Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пушарсемпе ытти чрезвычайлă лару-тăрура шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасен пурнăçĕ татăлни пурне те пăшăрхантарать. Çавăнпа та МЧС кăçалхи пуш уйăхĕнче «Страна БезОпасности» ятпа тытăннă ача-пăча ӳкерчĕкĕсен конкурсне пулăшма йышăннă.
Конкурса йĕркелекенсем хăйсен умне çул çинчи хăрушсăрлăхшăн кĕрешес ыйтăва тĕпе хунă. Тĕрлĕ техникăпа ăсталанă ӳкерчĕксем конкурс комисси адресĕпе куллен килеççĕ. МЧС сотрудникĕсем çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче ӳнер урокĕсене çӳлте асăннă темăран тытăнма сĕнеççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, конкурса хутшăнакан ачасем нихăçан та çул çинчи йĕркене пăсмĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартнисĕр пуçне вĕсем çул-йĕр правилисене ăса хывĕç. Конкурс çĕнтерӳçине комисси 2011 çулхи раштавăн (декабрь) 1-мĕшĕнче палăртĕ. Конкурса хутшăнас текенсем хăйсен ĕçĕсене юпан (октябрь) 31-мĕшĕччен ярса пама пултараççĕ.
 
: 820, Хаçат: 36 (1128), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: