Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Питравка кунĕнче Ульяновскра пурăнакан Зоя Ивановнапа Василий Никандрович Угаринсем пĕрле пурăнма тытăннăранпа 50 çул çитет.
Телейлĕ çемье вăрттăнлăхне пит лайăх пĕлеççĕ Угаринсем.
- Çур ĕмĕр хушшинче пĕрне-пĕри сивĕ сăмах та каламан, усал куçпа пăхман. Пирĕншĕн пĕрлехи пурнăçра чи кирли те пахи – пĕрне-пĕри юратни, хисеплени, кирек хăçан та пулăшни, хаклани, пĕр-пĕрин сăмахĕнчен иртменни пулнă. Ĕçе те нихăçан пайламан эпир, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмен. Ачасене те çаплах вĕрентсе ӳстернĕ. Каланинчен ытларах, вĕсемшĕн пирĕн пурнăçри тата ĕçри тĕслĕх куçĕсем умĕнче пулнă, - каласа параççĕ çулĕсенчен самай çамрăк курăнакан Угаринсем.
Калаçура та, тыткаларăшĕнче вĕсем пĕрне-пĕри халĕ те çамрăк чухнехи пек юратни палăрать: куçран пăхаççĕ, кулăшла пулсан - сăпайлăн кулаççĕ, пĕрне-пĕри пӳлмеççĕ.
Вăрçă ачисем
1936 çулта ЧР Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче кун çути курнă Василий Никандровичпа 1940 çулта Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Упире çуралнă Зоя Ивановна - вăрçă ачисем. Вĕсен пурнăçĕ йывăр килнĕ. Çиччĕрех иккĕшĕ те ĕçе кӳлĕннĕ, ашшĕсĕр ӳснĕ, выçлăхне те тӳснĕ, нуша кулачне самай астивнĕ. Василий Угарин ашшĕ вăрçа тухса кайнине лайăх астăвать. Ун чухне Шăмăршăра вĕсем çемйипе асăнмалăх сăн та ӳкерттернĕ. Паллах, пилĕк çулхи арçын ача ун чухне вăрçă пирки чухламан, хăйне йăпатмалла туянса панă канихвет уншăн чи паха парне пулнă. Анчах икĕ уйăхран ашшĕ вилни пирки хут килет. Ленинград çывăхĕнче пуçне хурать вăл.
Угаринсен çемйинчи виçĕ ачаран икĕ хĕрĕ вăрçă вăхăтĕнче тифпа чирлесе вилет. Ывăлĕ Василий кăна чире çĕнтерет. Амăшĕ вăрçă пĕтсен Кивĕ Упие, Зоя Ивановнан хреснашшĕне качча каять.
Зоя Ивановнан амăшĕ те тăватă ачипе тăлăха юлать.
Çакăнта паллашаççĕ те каччăпа хĕр. Çитĕнсе çитсен пĕрне-пĕри килĕштерсе пăрахаççĕ. 1962 çулта, каччă институтран вĕренсе тухманнине пăхмасăрах, пĕрлешеççĕ. Свердловскра çамрăксене чи лайăх вырăнта пысăк пӳлĕм параççĕ. Кунта вĕсен икĕ ывăл çуралать. 1971 çулта Ульяновска килсе тĕпленеççĕ. Хăйсен вăйĕпе пысăк çурт лартаççĕ. Çитменлĕх вăхăтĕнче мĕнле йывăрлăхпа пӳрт хăпартни халĕ те асрах.
Василий Никандрович
Малтанах ывăлĕ амăшĕпе ют яла каясшăн пулмасть. Пуçламăш класра кăштах Упире вĕренет те Пуянкассине таврăнать, унта 7 класс пĕтерет. Юлташĕсемпе ремесла училищине кĕме Ульяновска килет. Вырăсла пĕлменнипе тата юлташĕсен сипленсе пĕтмен трахома пулнипе училищăна Василие кăна илеççĕ.
-Каялла киле кайма çуран тухрăмăр. Турхан Упи урлă тӳрĕрен Шăмăрша çити. Анне патне кĕрсе канатпăр тесе пыратпăр. Хамăр чăтма çук ывăннă. Турхана çитсен канма тесе пĕрене çине ларнă та тӳнсе кайнă. Ирпе кĕтӳ хăвалакан хĕрарăмсен сассипе кăна вăрантăмăр та Кивĕ Упие утрăмăр. Анне çитерчĕ. Вĕренме кĕтĕм те-ха, анчах пĕччен хулана каяс килмест. Анне хăйсем патне юлма сĕнчĕ. Анне Хурăнвар Шăхальне кайса шкул директорĕпе мана вĕренме илме калаçса татăлнă. Çапла ку ялта 1953 çулта вунă класс пĕтертĕм. Унтан Ульяновска килтĕм, вербовкăпа Пермь облаçне вăрман каснă çĕре лекрĕм. Икĕ уйăх ĕçлесен кукка патне общежитие кĕтĕм те, вăл мана стройкăна вырнаçтарма пулчĕ. Салтака кайиччен икĕ çул çавăнта иртрĕ. Каменщиксăр пуçне стройкăри пур специальноçа та алла илтĕм, - каласа парать кил хуçи.
Салтакра 50-60 çынран виççĕн кăна вăтам пĕлӳллĕ пулнă. Вăл вăхăтра аслă пĕлӳ илес текен салтаксене кăшт маларах службăран янă. Василий Угарин çапла Челябинскри политехника институтне кайса кĕрет, энергофакультетра пит лайăх вĕренсе пыракан качча тин уçăлнă «Система управления летательными аппаратами» специальноçа куçарса диплом илсен, 1963 çулта, Свердловскри «Уралмашзаводăн» ятарлă констукторсен бюровне ĕçлеме яраççĕ. Сакăр çултан Угаринсем тăван тăрăхалла куçма шутлаççĕ. Вара çамрăк специалиста Ульяновскра уçăлнă Мускав институчĕн уйрăмне -«Гипроавтопрома» - аслă инженер-проектировщ ик, группа ертӳçине илеççĕ. Институтра 21 çул вăй хурать вăл. Аслă инженертан проектăн тĕп инженерне çитет. Ахăр саманара институт хупăнсан УАЗăн конструктор управленине куçать, проектăн тĕп инженерĕ пулать. 2001 çултан «Волга-экопром» наукăпа производство пĕрлĕхĕнче, хальхи вăхăтра Çинкĕл районĕнчи Хĕрлĕ Гуляйри кĕленче заводĕнче тĕп инженерта ĕçлет. Тивĕçлĕ канăва 1996 çултах кайнă пулин те ĕçне пăрахма шутламасть. Çитмĕл улттăри Василий Никандрович кашни ир хăй машинипе Хĕрлĕ Гуляйа çӳрет.
Ĕç ветеранĕ Василий Угарин тĕрлĕ Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ, 9-мĕш пилĕкçуллăхăн ударинкĕ, социализмла ăмăртусен çĕнтерӳçи.
Зоя Ивановна
Кил хуçи хĕрарăмĕ вунă класс пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçлет. «Патакшăн» вăй хума çăмăл пулман. Упи почтинче телефонист кирлине пĕлсен тӳрех унта çул тытать. Талăк ĕçлесе талăк канни Зойăна килĕшмест, тантăшсемпе урама тухма та çук. Вăл Пăвари ял хуçалăх техникумне вĕренме каясшăн, çепĕç чĕлхеллĕ ĕçчене пуçлăхсем кăларасшăн пулмаççĕ. Вĕсем хĕре калаçтарса Ĕпхӳ хулине (почта начальникĕ пулма) вĕренме яраççĕ. Диплом илсен Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи почта начальникне лартаççĕ. Матак , Чакă, Упи почта уйрăмĕсенче те çак ĕçрех тăрăшать вăл. Çапла мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен – почта уйрăмĕн начальникĕ. Свердловскра Зоя Ивановна çыхăну техникумĕнче каçхине вĕренет. Чăваш хĕрарăмĕн ĕçне тивĕçлипе хаклаççĕ Свердловскра: Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе.
– 40 çул ĕçленĕ почта начальникĕнче. Пĕр асăрхаттару та, пĕр çăхав та пулман ман çине. Ульяновскра 1971 çултанпа. Совет самани вăхăтĕнче социализмла ăмăртусенче çĕнтернĕ, эп ертсе пынă уйрăмран куçса çӳрекен Хĕрлĕ ялав кайман та. Декретсăр пуçне пĕрре те пульница хучĕ илсе ларман, - сăпайлăн каласа парать Зоя Ивановна.
Чăваш хĕрарăмĕн ĕç кĕнекинчи «Поощрения и награды» пайĕнче çырмалли вырăн та юлман. Облаçри, зонăри професси маçтăрĕсен конкурсĕсене хутшăнса та пĕрре кăна мар çĕнтерет вăл. Унăн ятне Ульяновск почтамчĕн Хисеп кĕнекине кĕртеççĕ, сăн ӳкерчĕкĕ Хисеп хăми çинче çакăнса тăрать. 1986 çулта Зоя Угаринана ĕçри çитĕнӳсемшĕн Хисеп Палли орденпа наградăлаççĕ.
1995 çулта Зоя Угарина тивĕçлĕ канăва каять. Халĕ вăл кил таврашĕнчи 4-5 сотăй çĕрĕ çинче куллен тăрмăшать. Кăçал кăна Кивĕ Упири амăшĕсен çĕрĕ çине çĕр улми акма пăрахнă. Теплицăра хăяр çитĕнтерсе çынсенчен малтан çиеççĕ Угаринсем. Тăван ялĕнче час-часах пулаççĕ.
Угаринсен ывăлĕсем – Сашăпа Игорь – çемьеллĕ. Саша аслă пĕлӳ илнĕ, ашшĕ пекех инженер, вĕсен ывăлĕ Сергей çар ĕçне суйланă. Игорь та техникăна кăмăллать. Вăл 10 çул ытла УАЗра водитель-испытатель пулнă.
Юратаççĕ вĕсем ашшĕ-амăшне, хисеплеççĕ, вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ.
Угаринсем "Канаш" хаçата тухма тытăннăранпа çырăнса илеççĕ, кашни номерне пухса пыраççĕ. Чăвашсен авалхи йăлисене пăхăнса пурăнаççĕ вĕсем. Мăнкунта тăванĕсемпе рет тăваççĕ, Çăварнипе Питрав та – пысăк уявсем. Тараватлă хуçасем патне хăнасем хаваспах çӳреççĕ.
 
: 620, Хаçат: 28 (1172), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: