Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Реклама – аталану тĕревĕ!», «Реклама – ăнăçу никĕсĕ!» – теççĕ тĕрлĕ тавар туса кăларакан усламçăсем. Укçа-тенкĕ туса илес тĕллевпе таварĕсене мухтама çĕр тĕрлĕ меслет шыраса тупаççĕ шельмăсем. Сиенлĕ-и вăл халăхшăн, усăллă-и – вĕсемшĕн пурпĕрех, тупăш кăна патăр. Мĕн-ха вăл реклама? Кама кирлĕ? Лайăх тавара реклама кирлех-и?
 
Рекламăна икке пайлама пулать: курăмли тата курăмсăрри. Курăмли кашни утăмрах. Сенкер экран çинчен кашни каналпа, кашни пилĕк минутра реклама тăхтавĕ пырать. Радиопа лайăх передачăсем юлмарĕç те—пĕр вĕçĕм им-çам пирки каласа параççĕ. Вĕсене итлесен тухтăр патне кайса вăхăта та ирттермелле мар, мĕнпур чир-чĕре килтен тухмасăрах сиплеме пулать. Таварне кĕсье телефонĕпе саккас пар çеç.
Урамсенчи пысăк баннерсем мĕнле кăна тавара мухтамаççĕ… Ун валли укçи-тенкине те шеллемеççĕ. Ун вырăнне вĕсен кĕсйине çичĕ хут ытларах тупăш кĕрет-çке. Ан тив, кирек мĕнле тавара та мухтаччăр. Анчах вĕсен хушшинче халăх сывлăхне пĕтерекен япаласем пур-çке. Рекламăри кăпăклă сăрана халь тытса ĕçес килет, тутлă шăршăллă пирус çамрăксене илĕртет. Çак таварсене халăха сĕнекенсене преступник теес килет. Сăрапа пируса реклама парса мĕнпур халăха, ӳссе çирĕпленмен ачасене сиенлĕ йăлана илĕртеççĕ. Этем вара хăй сисмесĕрех вĕсен серепине кĕрсе майĕпен ĕмĕрне кĕскетме тытăнать. Рекламине вара вĕсем асăрханса, питĕ ăслă параççĕ. Пирус пирки вĕçĕнче пĕчĕк саспаллисемпе «Курение вредит вашему здоровью» тесе çырса хураççĕ. Сăра пирки те çавах: «Чрезмерное употребление алкоголя вредит вашему здоровью» тесе çырни пур. Асăрхаттараççĕ имĕш, хăйсем сиенлĕх шайне пĕлсех ĕçме, туртма сĕнеççĕ. Çавăн хыççăн вĕсем çын вĕлерекенсем мар-и?
Курăмсăр реклама курăмлинчен тата хăрушăрах, мĕншĕн тесен этем çак рекламăн вăрттăнлăхне ăнкарса илмессе те пултарать. 30-мĕш çулсенчи совет саманинчи киносенех илер. Кашни кинорах «çăлтăрсем» сĕтел хушшинче «культурăллă ларнă» сценкăсем пур. Илемлĕ арçынсемпе хĕрарăмсем хрусталь бокалсенчен хаклă йышши эрех ĕçеççĕ, çăварĕсенчен ункă хыççăн ункă кăларса хаклă йышши сигарет туртаççĕ. Реклама мар-и çакă? Куракан (уйрăмах çамрăк) ирĕксĕрех хăйĕн «кумирĕнчен» тĕслĕх илет. Паллă, хисеплĕ артистсем те туртаççĕ пулсан манăн мĕншĕн туртас мар?
Хальхи вăхăтри сериалсем вара пĕтĕмĕшлех ĕçкĕ-çикĕпе сексран тăраççĕ тейĕн. «Улицы разбитых фонарей» фильмра полици сотрудникĕсем ĕç пӳлĕмĕнчех «сыпаççĕ». Акă мĕнле тĕслĕх параççĕ яш-кĕрĕме йĕрке хуралçисем…Урамра та ӳсĕр полицейскисене курма пулать. Пĕррехинче манăн тăватă çулхи ывăл урамран кĕрсен çапла каласа хучĕ:
-Анне, эпĕ урамра начар милиционера куртăм».
-Мĕншĕн вăл начар?»,- ыйтрăм тĕлĕнсе.
-Вăл пирус туртать,- терĕ. Ывăлăмпа килĕшмех тиврĕ. Ачан шухăшĕпе милиционер чи тĕслĕхлĕ çынсенчен пĕри пулмалла-çке...
Çапла, реклама паян пурне те тарăхтарсах çитерчĕ. Пирĕн пĕтĕм пурнăç рекламăран тăрать тейĕн. Тен, унсăр пурăнма хăнăхмалла… Хăвна кирлĕ передачăна курнă хыççăн телевизора сӳнтерсен те юрать. Çапла кĕнеке, хаçат-журнал вулама та вăхăт тупăнĕ. Сăрапа пирус çине алă сулмалла. Чуна кантаракан шĕвексем унсăрăн та сахал мар. Шутласа пăхар-ха: хамăр ирĕкпе мĕншĕн ĕмĕрĕмĕре кĕскететпĕр-ха? Пире çӳлтен мĕн сĕннине хамăр çинче эксперимент тумасăр та пурăнма пулать-çке…
 
: 891, Хаçат: 28 (1172), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: