Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 27-мĕш номерте.)
Вĕсене пирĕн революцичченхи тĕпчевçĕсем те, çирĕммĕш-вăтăрмĕш çулсенче ĕçленĕ пӳлевсем те çырса илнĕ. «Чăваш-паттăр çинчен хунă юрă» упранса юлнă. Ăна 1871 çултах И.П.Петров учитель Упамса ялĕнче çырса илнĕ. Чăваш-паттăр çинчен пирĕн чылай ĕлĕкрех пурăннă Спиридон Михайлов-Янтуш та хăйĕн «Предания чуваш», «О происхождении чуваш», «О происхождении имени «Чуваш» статйисенче питĕ тĕплĕн, ĕненмелле çырать.
Чăваш-паттăр çинчен каланисене Кури Вантер, Наум Урхи, Е.А.Турхан тĕпчевçĕсем те, Г.М.Ломоносовпа П.П.Степанов таврапĕлӳçĕсем те, А.Н.Марков журналист та, пирĕн литература музейне йркелесе, чылай çул тытса тăнă П.П.Юркин та тем тĕрлĕ халăх каларăшсене тĕрлĕ çĕрте çырса илнĕ. Çав чăнлавсенче пуринче те Чăваш-паттăр пирĕн мăн асаттесем тутар-монголсене хирĕç пынă вăрçăра чапа тухнине калаççĕ. Вăрçă хыççăн вăрçа тухнă пирĕн мăн асаттесем тăшмана хирĕç. Çĕнтерес тесе, çĕнтерме ĕмĕтленсе, хăйсен пурнăçне те шеллемесĕр. Чылай çул хушши пынă çав юнлă кĕрешӳ. Пирĕн пăлхар асаттесен çĕршер те пиншер ял-хули вутра кĕлленнĕ ун чухне. Эпир пурте сума сăвакан-хисеплекен истори наукисен докторĕ В.Д.Димитриев тĕпченĕ тăрăх, пирĕн мăн асаттесен 80-85 проценчĕ таран ун чухне кĕрешсе пуçне хунă…
Тутар-монголсем, Атăлçи пăлхарсене çĕнтертĕмĕр тесе, вырăссен çĕрĕ çине кĕрсе кайнă. Вырăс хулисем вĕсене 3-4 кун хушшинчех парăннă. Вырăссене, венгрсене çĕнтерсе тутар-монголсем Европа варринелле кĕрсе кайнă. 1241 çулта Лигница патĕнчи çапăçура вĕсем Европа рыцарĕсен пĕрлешнĕ çарĕсене ним юлми пĕтернĕ. Çавăн хыççăн тутар-монголсем ним чăрмавсăр пĕтĕм Европа тăрăх иртĕхсе çӳреме пултарнă. Анчах вĕсем малалла кайман, пĕтĕм çарĕсене каялла çавăрмалла пулса тухнă. Пирĕн мăн асаттесем 1241 çулта тутар-монголсене хирĕç тепре çĕкленнĕ. Вĕсем тăшманăн Атăл тăрăхне юлнă пĕтĕм çарĕсене пĕтернĕ. Çав çулсенчи кĕрешӳ çинчен нумай историлле преданисем, халăх каланисем упранса юлнă. Вĕсенче пирĕн мăн асаттесен Пуянпа Тинекку ятлă мăрсисем пулнине те каланă. Паллах, çав çулсенче те çав вăрçа пирĕн Чăваш-паттăр ятлă чаплăран та чаплă çарпуçĕ ертсе пынă…
Çак 1241 çулта пуçланнă вăрçă чылай çула тăсăлнă тесе çыраççĕ тĕпчевçĕсем. Чăваш-паттăр юнлă çапăçура пуçне хурать. Ăна Çĕпĕрти Иртыш шывĕ хĕрринчи çӳллĕ сăрт çине Улăп тăпри туса пытараççĕ. Вăл вырăн халĕ тĕнчипех паллă: Чăваш-паттăра пытарнă вырăна Чăваш масарĕ, сăртне – Чăваш сăрчĕ теççĕ; шыв кукăрне те ун ячĕпех калаççĕ. Çак вырăн хальхи Тобольск хулинчен кăшт çеç кăнтăр еннерех.
«Мĕншĕн-ха çавăн пек паттăра таçти çĕрте пытарнă?» - тейĕç хăш-пĕрисем çакна вуласан. Çук, аякра мар. Ку çĕрсем пурте ун чухне Атăлçи Пăлхарстан шутне кĕнĕ. Чăваш-паттăр вил тăпри çинче эпĕ икĕ хутчен те пулнă, çав таврари тĕпчевçĕсемпе, ватă çынсемпе калаçса, вĕсем мĕн каланине çырса илнĕ. Уйрăмах Тобольскра пурăнакан тутар таврапĕлӳçи И.Р.Ильясов, манси писателĕ тата тĕпчевçи В.Югров, Киров облаçĕнче пурăнакан паллă таврапĕлӳçĕсем И.В.Чувашевпа А.Н.Груздев çырса пынисем пирĕн Чăваш-паттăрăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне питĕ лайăх çутатса параççĕ. Эпир халĕ çав чăнлавсене пурне те пухса, ăнлантарусемпе, историлле чăнлавсемпе çирĕплетсе, «Атăлçи пăлхарсен аслă та чаплă çар пуçĕ Чăваш-паттăр» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларма хатĕрлетпĕр. Кăçал çулла тата эпир, чăваш наци юхăмне ертсе пыракансем, Чăваш-паттăр вил тăпри çине çитсе, пуç çапма, юпа лартма та шутлатпăр.
Мĕншĕн çыратăп-ха эпĕ хамăн çак статьяна? Çак чăнлавсене пĕлмен, куштанланса çӳрекен хăш-пĕр çынсем юлашки çулсенче «чăваш» тенине пăрахăçласа, чăваш тени мăшкăлласа панă ят тесе, хăйсене «сăвар» е «скиф» теме е тата урăх ятпа калама пăхаççĕ. Ку вăл питĕ тĕрĕс мар япала, ку вăл – мĕскĕнленни, хамăрăн чаплă та мухтавлă историе пĕлменни, ăна шута хуманни. Чăваш тесе пирĕн мăн асаттесем хăйсене аслă та чаплă, никам çĕнтерейми çар пуçĕ ячĕпе калама тытăннă. Ку вăл – мăнаçланса калани, эпир Чăваш-паттăр пекех ĕмĕр-ĕмĕр паттăр та мухтавлă пулатпăр тени.
Чăнах та, ĕлĕкрех пирĕн асаттесем, хăйсен ывăлĕсем чăн-чăн паттăр пулччăр тесе, Чăваш ят пани те паллă. Чăваш ятпа пирĕн асаннесемпе кукамайсем мухтаннă. Мĕн вăйпа тĕне кĕртме тытăничченех çак ят кашни чăваш ялĕнчех пулнă. А.А.Вашуркин таврапĕлӳçĕ хăйĕн «Çармăскасси» алçырăвĕнче Муркаш районĕнчи Юнкăпа Çармăскасси ялĕсенче 1892 çулта та Чăваш ятлă темиçе çын пурăннине çырать.
Чăваш ятпа пирĕн асаттесем чăнласах мухтаннă. 1425 çулта Ылттăн Орда çĕрĕсенчен Мускав аслă кнеçĕ Иккĕмĕш Василий патне куçса кайнă Вагрим мăрса хăйне панă çĕр çинчи çӳллĕ сăрта Чăваш сăрчĕ тесе ят панă… 1552 çулта, Хусана илнĕ чухне вăл, çак Дмитрий Чюваш, хăй паттăрлăхне кăтартса чапа тухнă. Чăнлавсенче ун паттăрлăхне питĕ уçăмлăн çырса кăтартнă. Хусана илнĕ чухнехи çапăçура унăн сылтăм аллине хĕçпе касса татнă, сулахай куçне çĕмренпе амантнă, вăл пурпĕрех вăрçă хирĕнчен кайман. Ун çинчен, ун паттăрлăхĕ çинчен çав çулсенче çырнă поэма та упранса юлнă. «Турă пулăшнă ăна», - тенĕ çав поэмăра. Çав çулсенче тата каярах Чăваш Чалдин ятпа паттăр та маттур чăваш мăрси пурăнни паллă. Вăл мордвасене иртĕхсе çӳрекен тутар мăрсисемпе ханĕсем мăшкăлласран темиçе те çăлса хăварнă. Çавăнпа ĕнтĕ ирçесемпе мăкшăсем хушшинче Чăваш ята питĕ ырăпа асăнасси, мухтасси пуçланнă. Çакна 1901 çулта Петербургра пичетленсе тухнă «Живописная Россия» кĕнеке те çирĕплетет. «По-мордовски «чуваш» значит благородный, чистый, гордый», - тенĕ унта. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Чалдин паттăрлăхĕ çинчен мăкшăсемпе ирçесен хушшинче халăх калани паян кунчченех упранса юлнă, ун çинчен паллă мордва поэчĕ Пётр Левчаев поэма çырнă.ХVII – ХVII ĕмĕрсенче, Окапа Сăр шывĕсем хушшинче чăвашсем нумаййăн пурăннă, вĕсене Гогулен чăвашĕсем тенĕ.
Тутар-монголсем хĕснипе çурçĕрелле, Нухрат Атăлпа Чепца шывĕсен тăрăхне куçса кайнă пирĕн хăш-пĕр мăн асаттесем. Раççей империйĕ шутĕнче христианство тĕнне илсе вырăсланма тытăнсан, хăйсен йăх-шывне манас мар тесе, пинĕн-пинĕн Чувашев хушамат илнĕ. 1987 çулта Киров хулинче пукане театрĕ манăн «Итлемен чăх чĕппи» пьесăна лартнăччĕ. Хăйсен спектакльне кăтартма вĕсем Шупашкара та килчĕç. Вĕсен йышĕнче çичĕ çынччĕ. Виççĕшĕ Чувашев хушаматлă. Пĕртăвансем пуль тесе шутланăччĕ эпир. Çук иккен, вĕсем тĕрлĕ çĕрте çуралса ӳснĕ.
-Пирĕн мăн асаттесем чăваш пулнă, çавăнпа çак хушаматпа çӳретпĕр эпир, - терĕç вĕсем. Вĕсенчен пĕри вара хăйĕн мăн аслашшĕ Чăваш ятлă пулнине те каларĕ.
Чăваш ятпа пирĕн халăх нихăçан та мăнаçланма пăрахман.
ХIХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Шупашкар таврашĕнче пурăннă пирĕн чаплă поэт ахальтен мар ĕнтĕ хăйне мăнаçланса Чăваш Хвети тенĕ. Чаплă сăвă-юрăсем хайланă вăл. Ахальтен мар ăна çав çулсенче пурăннă вырăс поэчĕсем «Чăваш Пушкинĕ» тенĕ.
Çапла, чăваш ячĕ яланах мăнаçлă янăранă. Хăш-пĕрисем çырса кăтартнă пек пирĕн халăх нихăçан та мĕскĕн, нишлĕ пулман. Акă, 1831 çулта Хусан кĕпĕрнинчи жандармсен пуçлăхĕ Маслов полковник хăйсен шефĕ А.Х.Бенкендорф патне çапла çырать: «Чуваши в общей сложности народ зажиточный, представляя в этом случае резкую противоположность с татарами. Между ними почти нет нищих, по крайней мере их редко встретишь в чувашской деревне, а исправная платеж податей доказывает их состоятельность, так и порядочность распределения их жизни отдыхом и занятиями. Редкий крестьянин не имеет у себя в амбаре годового запаса хлеба, притом если не больше, то он уже считается беднейшим между односельчанами, из коих многие хранят ещё дедовский хлеб…»
И.Я.Яковлев та хăйĕн асаилĕвĕсенче чăвашсем хушшинче нихăçан та ыйткаласа çӳрекенсем пулман тесе çырать.
1873 çулта паллă вырăс этнограф-писателĕн Сергей Максимовăн «Край крещёного света» ятпа 4 томлă хайлавĕсем пичетленсе тухнă. Иккĕмĕш томĕнче Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсем пирки çырни пур: «Чуваши смышленые, усердные и отличные земледельцы, - тенĕ унта. – Сами русские крестьяне не только сознаются в этом, но даже верят, что чуваши могут предсказать с осени, какой будет урожай летом…»
Пирĕн аслă та чаплă, ĕмĕртен пыракан культура тĕрлĕ çĕртен килнĕ çынсене яланах савăнтарнă та тĕлĕнтернĕ. Астăвăр-ха Гарин-Михайловский чăваш вăййи пирки хавхаланса, çĕкленсе çырнине. Е тата 1790 çулта А.Н.Радищев чăваш хĕрарăмĕсем епле чипер те чипер тесе çырнине аса илер. Паллă вырăс композиторĕ А.П.Бородин хăйĕн «Князь Игорь» оперине çырнă чухне чăваш юрри-кĕввисемпе епле хавхаланни те, вĕсене мухтаса калани те паллă. Кун пек тĕслĕхсем темĕн чухлех тупма пулать. Чăнласах та, пысăк культурăллă, яланах тивĕçлĕ пурнăçпа пурăнакан халăх пулнă чăваш. Пирĕн мăн асаттесем те, аттесем те хăйсене мĕншĕн чăваш тесе каланине лайăх пĕлнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Аслă Аттеллĕх вăрçи вăхăтĕнче Польша çĕрĕ çинче партизан отрячĕ йĕркеленĕ пирĕн ентеш Яков Николаев хăйне валли «Чăваш» хушăм ят илнĕ. «Чăвашăн» паттăр ĕçĕсем инчен поляк писателĕсемпе тĕпчевçисем вуншар кĕнеке çырнă, паян кун та ун ятне чыслăн упраççĕ.
Чăваш ятпа, тăван халăх ячĕпе мăнаçланма пĕлмелле. Чун-чĕрере çак туйăм пултăр тесен хамăр халăхăн пин-пин çулхи историне, культурипе йăли-йĕркине тĕпчемелле, авалхи паттăрсемпе мухтанма пĕлмелле. Хăйĕн йăх-шывĕн тымарне, историне пĕлекен çын вăйлă, никам çĕнейми çын пулать. Астăватăп-ха, В.И.Чапаев мăнукĕ Артур Чапаев манăн «Мускав çулĕ» историлле романа вуланă хыççăн, хăйĕн йăх-шывне тĕпчеме тытăннă та мăн аслашшĕ-асламăшĕсем чăвашран тухнине пĕлсе, çĕнĕ паспорт илнĕ, хăйне «чăваш» тесе çыртарнă. Пĕлетĕп, пирĕн хушăра хăйсене «еврей», «вырăс» е «тутар» çыракансем те пулчĕç. Вĕсем мĕскĕн çынсем. Вĕсен çулĕпе каймалла мар пирĕн. Чăваш тени мăнаçлă ят. Пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем хăйсене чаплăран та чаплă, мухтавлă Чăваш-паттăр ячĕпе мăнаçланса, ун пекех паттăр пулар тесе чăваш теме тытăннă. Çакна пирĕн пурин те пĕлмелле. Чăваш ятпа пирĕн тивĕçлипех мухтанмалла та мăнаçланмалла.
 
Шупашкар хули.
 
: 944, Хаçат: 28 (1172), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: