Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юлашки çулсенче облаçра çамрăк специалистсем ĕçлеме юлманни регион пуçлăхĕсене тата общество çыннисене пăшăрхантарать. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче обществăлла палата ирттерекен çавра сĕтелте çамрăксене облаçра хăварас, диплом илекен специалистсене вĕренӳ заведенийĕсем ĕçпе тивĕçтерес, мĕнле майпа ĕçлеме хавхалантарас ыйтусене çĕкленĕ.
Промышленность тытăмĕ валли специалистсем хатĕрлес ĕçри лару-тăру пирки УлПТУ ректорĕ Александр Горбоконенко каласа панă. «2020 çул тĕлне пирĕн патшалăх 25 миллион ĕç вырăнĕ хатĕрлемелли пирки каланăччĕ. Унччен 8 çул юлчĕ. Çав хушăра мĕнпур аслă вĕренӳ заведенийĕ нумайран та 5 миллион специалист кăна хатĕрлеме пултарать. Пирĕн облаçрах техника кадрĕсем УлПТУ хатĕрлесе кăларакан специалистсен шутĕнчен икĕ хут ытларах кирлĕ. Çакă пĕрре те пăшăрхантармасть çамрăксене. Вĕсене Саратов, Пенза, Калуга хулисем илĕртеççĕ».
УПЯХА ректорĕ Александр Дроздов мĕнпур вузсенчен ял хуçалăх академийĕнче кăна специалисчĕсене ĕçе направлени мелĕпе вырнаçтарни пирки каласа панă.
Промышленность тата транспорт министрĕ Марина Глухова çамрăк специалистсене ĕç вырăнĕ тупса унтах юлма хавхалантаракан предприятисенчен пĕри вăл – «Авиастар-СП», - тенĕ. Кунта пĕр вырăнта виçĕ çул ĕçлекен кашни çамрăк специалиста пĕр хутчен 80 пин тенкĕ укçа параççĕ.
Специалистсене ял илĕртменни паян та чи çивĕч ыйтусенчен пĕри, сăлтавĕ – ĕç укçи пĕчĕк пулни, палăртнă пухăннисем.
 
: 844, Хаçат: 28 (1172), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: