Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Малтанхи комбайнсем çитĕннĕ кĕрхи тыр-пул уйĕсене Мелекесс, Çĕнĕ Малăкла тата Радищево районĕсенче тухнă. Чартаклă, Çĕнĕ Спасск, Майна тата Чăнлă районĕсен ял хуçалăх предприятийĕсем кĕрхи шăпкан курăкне (рыжик) çапаççĕ. Паянхи кун тĕлне регионти 12 муниципаллă пĕрлешӳ хĕрӳ ĕçе пуçăннă.
«Кĕрхи тыр-пула эпир ытти çулсемпе танлаштарсан икĕ эрне маларах çапма пуçларăмăр. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, тырçине утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче тухнăччĕ – пĕлтернĕ Ульяновск облаçĕн ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин. – Ку вăл кăçалхи типĕ уяр санталăка пула тĕш-тырă маларах пулса çитнипе çыхăннă паллах. Кунашкал лару-тăру пирĕн облаçра çеç мар, çĕршывăн ытти регионĕсенче те хуçаланать».
Утă (июль) 16-мĕшĕ тĕлне кĕрхи тулла 16,4 пин гектар лаптăк çинчен вырса илнĕ. Ку вăл палăртнин 13,4 проценчĕ. 23,4 пин тонна çапнă, тухăçлăхĕ – гектартан 14 центнер. Кĕрхи ыраша 4,2 пин лаптăк çинчен вырса илнĕ, 5,8 пин тонна – çапнă, тыр-пул тухăçлăхĕ – гектартан 13,8 центнер. Пĕтĕмĕшле облаçĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçаллă культурăсене 21,4 пин гектар çинчен 31 пин тонна пухса кĕртнĕ. Кĕрхи шăпкан курăкне 2,9 пин гектар çинчен 3,4 пин тонна çапса илнĕ. Тухăçлăхĕ – гектартан 11,7 центнер.
Специалитсем çирĕплетнĕ тăрăх, кĕрхи культурăсем кăçал пысăк тухăç параймĕç. Вĕсен тухăçлăхĕ гектартан 15 центнер пулсан пĕлтĕр тырçи пуçламăшĕнче гектартан 26,4 центнер пулнă. Апла пулин те вăтамран пĕтĕмĕшле 700-800 пин тонна тыр-пул пухса кĕртме палăртаççĕ.
 
: 922, Хаçат: 29 (1173), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: