Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Утă уйăхĕн 14-15-мĕшĕнче облаçри Павловка районĕнче регионсен хушшинчи наци культурисен «Поволжская глубинка» фестивалĕ иртнĕ.
Программăн пĕрремĕш пайĕнче тĕп сцена çинче Мордва, Тутарстан, Чăваш республикисенчен, Саратов, Пенза, Волгоград, Чулхула тата Ульяновск облаçĕсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем тутар, чăваш, вырăс, мордва, нимĕç, эрмен тата казак халăх юррисене шăрантарнă.
Иккĕмĕш пайĕнче «Звёзды XXI века» эстрада концерчĕ тата «В кругу друзей» дискотека пулнă.
Тепĕр кунне юрă-ташă ушкăнĕсем Павловка районĕн ялĕсене сапаланса концертсем панă.
 
: 898, Хаçат: 29 (1173), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: