Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи «Росплемобъединение» пĕрлĕхре нумай çул тĕп зоотехникра ĕçлет Борис Александрович Ратаев. Тивĕçлĕ канăва кайнăранпа 14 çул çитнĕ пулин те ĕçрен кайма шутламасть-ха вăл. Пушшех те, малалла вĕренесшĕн, профессийĕпе ятарлă курссене иртме хатĕр. Тата унăн ĕмĕчĕ – компьютера вĕренесси.
 
-Эпĕ Тереньга районĕнчи Федькино ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çемьере пирĕн пилĕк ачаччĕ – тăватă ывăл та пĕр хĕр. Эпĕ 1938 çулта çуралнă. Чи кĕçĕнни – 1942 çулхиччĕ. Вăрçă вăхăчĕ ман ачалăха лекрĕ. Мĕнпур нушана чăтса ирттерме тиврĕ. Пирĕн атте - Александр Данилович – вĕреннĕ çын пулнă пулмалла, эп лайăх пĕлместĕп. Вăл Тереньгара «Райземельхозра» тĕп бухгалтерта ĕçленĕ. Киле куллен велосипедпа çӳренине астăватăп. Аван пурăннă пуль ун чухне. Анчах хăрушă вăрçă пурнăçа веçех кутăнла çавăрчĕ. 1943 çулта окопсем чавма кайсан шăнса пăсăлнă хыççăн атте вилчĕ. Кăштахран 16 çулхи аппа çĕре кĕчĕ. Выçлăх вăхăчĕ пуçланчĕ. Анне колхозра иртен пуçласа каçчен ĕçлетчĕ. Эп, пĕчĕк пулсан та, ялан унпа юнашар пулнă, ăна пулăшас килетчĕ. Лаша çуккипе Молвинăран вăрлăх тырра хĕрарăмсем икшер михĕ таратайккă çине хурса сĕтĕретчĕç. Икĕ çухрăм тăвалла хăпармаллаччĕ. Çав лаптăка иртиччен аннен миххисене тĕкеттĕм. Выçлăха пулах ултă çултан курьерта ĕçлерĕм. Трактористсемпе ир-ирех ĕçе каяттăм та çĕрлеччен вĕсемпе хиртеччĕ. Пĕр-пĕр трактор пăсăлсан мĕнле саппас пайĕ кирлине çырса паратчĕç те правление вĕçтереттĕм. Çул çывăх мар – 7-8 çухрăм. Саппас пайĕ пĕчĕк пулсан йăтса килсе параттăм. Ĕçшĕн мана апат çитеретчĕç, питĕ тутлăччĕ. Маншăн ачалăх – выçлăх, чухăнлăх, сивĕ, - каласа парать Борис Александрович.
Ялти çичĕ класлă шкулта вĕреннĕ вăхăта та вăл ĕçленĕ самантсемпе кăна астăвать. Вĕренĕвĕ те пит чаплă пулман, ун чухнехи «отметкисемпе» мухтанма пултараймасть вăл. Çапах та парта хушшинче ларса çитет, ĕçлеме каяс текен шухăш пуçра пулмасть.
Саккăрмĕш класа Тереньгана вĕренме каять. 1955 çулта алла свидетельство илсе Кузоватовăри ял хуçалăх механизаци шкулне куçать, мĕншĕн тесен унта специальноçа вĕрентнисĕр пуçне пурăнтарнă, тумлантарнă тата апат çитернĕ. Çулталăк кăна вĕрентнĕ ун чухне. Çапла 17 çулхи каччă «тракторист-машинист широкого профиля» специальность илсе Тереньгана таврăнать. Унти машинапа трактор станцийĕнче пĕр çул тракторпа ĕçлет. Кайран ăна, чи пултаруллă çамрăк специалиста, çĕнĕ «Сталин 6» комбайн шанаççĕ. Пĕлĕвне ӳстерме ăнтăлакан каччă ĕçленĕ вăхăтрах каçхи шкулта вăтам пĕлӳ илет.
Икĕ шăллĕпе пурăнакан амăшĕшĕн Борис пĕрремĕш пулăшакан пулать. Пурĕпĕр мĕн те пулин туянма, илемлĕ тумланма ял çыннисен аллинче укçа пулман-ха. МТСра тăватă çул вăй хурсан каччă укçа ĕçлесе илес тесе ятарлă бригадăпа вăрман касма каять. Пĕр кубла метр вăрман каснăшăн пĕр тенкĕ тӳленĕ. Ку та пысăк укçа пулнă. Пĕр çул укçа пухса 1960 çулта Борис Ратаев Ульяновскри ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет.
-Ман Мускава, Ломоносов ячĕллĕ университета кайма кăмăл пурччĕ. Геолог профессийĕ пит илĕртетчĕ. Вăл вăхăтра Мускав студенчĕсемпе преподавателĕсем ялсем тăрăх çӳресе çамрăксене хăйсен университечĕ пирки каласа паратчĕç, вĕренме пыма чĕнетчĕç, списока кĕртетчĕç. Эп те хушамата çыртартăм, анчах аякка анне ямарĕ. Вара хамăрăн института кайрăм та зоотехника факультетне заявлени патăм, экзаменсене ăнăçлă тытрăм.
Аван пĕлӳ илтĕм. 1965 çулта дипломлă специалист пулса тăтăм. Вăл вăхăтра эксперимент пыратчĕ – пĕр çул специальноçпа кайса ĕçлемесĕр алла диплом паман. Çĕпĕре кайса ĕçлеме çырăнтăм. Романтика! Анчах Тереньга районĕн парти комитечĕ мана хамăр района яма ыйтса çыру янă. Çапла Ленин ячĕллĕ колхоза лекрĕм, унта тĕп зоотехника тата колхоз председателĕн çумне тӳрех лартрĕç. Çавăн чухне анне тинех пурнăç йĕркене кĕрет тесе пит савăннăчĕ. 1968 çулта вара Тереньгари районсем хушшинчи выльăх ăрачĕпе ĕçлекен станцин тĕп зоотехникне куçарчĕç. Выльăх ăрачĕсене çĕнетессипе, хамăр тăрăхра лайăх ăратлă выльăх ĕрчетессипе ятарлă курссем иртнĕччĕ. Патшалăха ытларах сĕт, аш-какай парас тĕллев пулнă ун чухне, çавăнпа ку ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнă, - аса илӳ çăмхине сӳтет Борис Александрович.
Ăста специалист кашни районтах кирлĕ. Ăна Çинкĕл КПСС райкомĕ вăйпа тенĕ пек хăйсем патне куçарать. Ик çултан вара Борис Ратаева облаçа чĕнсе илеççĕ. «Çӳлтисем» ман ăçта ĕçлемеллине лайăхрах курнă пуль, хам ирĕкпе куçман», - тет вăл сăпайлăн мĕншĕн час-часах тĕрлĕ çĕре куçарни пирки ыйтсан.
1972 çултанпа паянччен (паллах, организаци ячĕ темиçе хут та улшăннă) Борис Александрович облаçри «Росплемобъединение» хуçалăхра вăй хурать. Тĕрлĕ должноçра – тĕп зоотехникра та, пуçлăх çумĕнче те, пĕр вăхăт пуçлăхра та, пай пуçлăхĕсенче те…
Каласа пĕтерес тесен ытлашши вăрăма тăсăлать. Патшалăх унăн ĕçне тĕрлĕ наградăсем парса хакланă. Борис Александрович – Ĕç ветеранĕ.
- Юлашки виçĕ çул ак ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх ăрачĕсене лайăхлатассипе çĕнĕрен интересленме пуçларĕç. Пĕр вăхăт çак ĕç пăр пек тапранмасăр выртрĕ. Халĕ хуçалăхсем ытларах мăнтăр пулакан выльăх ăрачĕсене туянасшăн, аш-какай сутса тупăш ытларах илме пулать теççĕ. Облаçри сакăр хуçалăх выльăх ăрачĕпе ĕçлет. Эпир ют регионсене те, пăхăнман патшалăхсен пĕрлешĕвĕнчи çĕршывсене çитсе ăратлă выльăх туянатпăр. Кашни туянакан шултра выльăхăн, сыснан хăйĕн паспорчĕ пулмалла. Унта унăн йăх тымарне кăтартса памалла, - калаçма юратать вăл ĕçĕ пирки.
Кашни çĕре выльăх туянма ял хуçалăх предприятийĕн представителĕпе пĕрле Борис Александрович хăй каять. Выльăха тиесе киличчен вăл тăрăхри ветеринари, санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне, выльăхăн паспорчĕпе унăн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслет.
-Манăн хамăн йăх-несĕл тытăмне тĕпченĕ хут çук-ха. Ниепле те çак ĕçе тĕплĕн пурнăçлама вăхăт çитмест. Выльăхсен вара пур. Унсăр вĕсен ăрачĕ çухалать, - кулать вăл.
Яланах вĕренӳ енне туртăннă Борис Ратаев çитмĕлтен иртнĕ пулин те пĕлĕвне ӳстерме тăрăшать. Компьютера вĕренесси уншăн –пĕрремĕш тĕллев. Выльăхсен ăрачĕ пирки те темиçе уйăх лекцисем итлеме хирĕç мар.
Борис Александрович 1971 çулта вырăс хĕрĕпе çемье çавăрнă. Икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ мăшăр. Асли çар профессине суйласа илнĕ, халĕ Çĕпĕрте пурăнать, ашшĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ вăл.
 
: 994, Хаçат: 29 (1173), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: