Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей-Германи хушшинчи пĕлӳ тата инноваци эрнине халалланă ларура облаçри инноваци тата стратеги аталанăвĕн министрĕ Александр Смекалкин ултă çамрăк ăсчаха Тав хучĕсемпе наградăланă.
Мероприятие ĕç тăвакан власть органĕсен ертӳçисем, аслă вĕренӳ заведенисен тата ăслăлăх организацисен çыннисем хутшăннă.
- Çамрăксене ăслăлăх аталанăвне явăçтарни – питĕ кирлĕ пулăм, вĕсенче – пуласлăх, – тенĕ Александр Смекалкин.
«УАЗ-Патриот» парса чысланă
Ульяновск облаçĕнче «Роди патриота в День России» тăвăмăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.
Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов «Многодетность—это норма» номинаци çĕнтерӳçине – Ульяновск районĕнче пурăнакан Куприковсен çемйине «УАЗ-Патриот» парса чысланă.
Çак тăвăм Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе 2005 çултанпах пырать.Унăн тĕллевĕ – çемье пĕлтерĕшне ӳстересси, пулăшасси тата облаçри демографи ыйтăвне татса парасси. 2006 çултанпа унта мĕнпурĕ 5,5 пин хĕрарăм хутшăннă. 2012 çулти çиччĕмĕш тăвăма 992 хĕрарăм хутшăнма кăмăл тунă. Çĕртмен 12-мĕшĕнче, Раççей кунĕнче, облаçра 71 «патриот» (41 хĕрача тата 30 арçын ача) çут тĕнчене килнĕ.
Шкула пистолетпа пынă>
Облаçри прокуратура пĕлтернĕ тăрăх, çула çитмен шкул ачи шкула пневматика пистолечĕпе пынă.
Тепĕр ачи, пистолета тытса çавăркаласа пускаланă чух, асăрхамасăр саккăрмĕш класра вĕренекене тăнлавĕнчен лектернĕ. Суранланнăскере васкавлă пулăшу чĕнтернĕ. Кайран çакă паллă пулнă: çак ачасем полицире учётра тăнă. Шкул администрацийĕ çаксене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрман. Прокуратура инкекшĕн шкул администрацине айăплать.
 
: 975, Хаçат: 29 (1173), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: