Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕтĕм Раççейри пекех Ульяновск облаçĕ те Краснодар тăрăхĕнчи инкек курнă çынсене пулăшу алли тăсать.
Унтăрти «Волжанка» минерал шывĕн завочĕ инкек пулнă района 10 тонна шыв ăсатнă.
Ульяновскри «Благотворительность » обществăлла пĕрлĕхсен ассоциацийĕ Попов урамĕнчи 18-мĕш çуртра вырнаçнă гуманитарлă пулăшу пуçтаракан пункта 500 яхăн арçын, хĕрарăм, ача япалисене панă.
Регионти социаллă аталанупа ĕç министерстви хăйсен пĕр кунхи ĕç укçине инкек курнисен счёчĕ çине куçарнă.
Облаçри çынсем те хур курнисене пулăшма хатĕр. Çавăнпа та хулара гуманитарлă пулăшу йышăнакан çĕнĕ пунктсем уçăлнă.
Вĕсем çак адрессемпе вырнаçнă:
1. Полбина урамĕ, 45а çурт – «Исток» социаллă тивĕçтерӳ центрĕ.
2. Московское шоссе, 53 çурт – «Единая Россия» партин уйрăмĕ.
Малтанхи пекех Краснодар çыннисене пулăшас текенсем халăха социаллă пулăшу паракан центрсене çак телефонсемпе шăнкăравласа консультаци илме пултараççĕ.
Засвияжски районĕнче: 8(8422) 48-27-83, 45-16-94.
Чукун çул районĕнче: 8(8422) 35-92-25, 35-92-56.
Ленин районĕнче: 8(8422) 42-07-45, 41-75-56.
Заволжски районĕнче: 8(8422) 20-47-21, 22-13-59.
Ульяновск хула администрацинче: 8(8422) 41-23-93.
Димитровград хулинче çак адрессемпе пулăшу пама пулать:
1.Мелекесс урамĕ, 34а çурт, тел: 8(84235) 2-42-02 - социаллă аталанупа ĕç министерствин управленийĕ.
2. III Интернационал урамĕ, 83 çурт, тел: 8(84235) 4-56-74 – Димитровград хула администрацийĕ.
Ялсенче пурăнакансем ку ыйтупа вырăнти халăха социаллă хӳтĕлев паракан органсене пымалла.
 
: 962, Хаçат: 29 (1173), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: