Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче авăнăн (сентябрь) 27-28-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери иккĕмĕш «Культура тата аталану» культура форумĕ иртĕ.
 
Пĕтĕм тĕнчери культура форумĕн площадкисем Ленин мемориалĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика университетĕнче, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă площадьре, «Губернаторский» Культура керменĕнче, И.А. Гончаров ячĕллĕ Аркадий Пластов ячĕллĕ, таврапĕлӳ музейĕсенче, облаçри драма, пуканесен, çамрăксен театрĕсенче, облаçри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче тата ытти çĕрте ĕçлĕç.
Авăнăн 21-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен тĕрлĕ мероприяти иртĕ. «Форум ĕçĕ питĕ кăсăк пулмалла. Кунта Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен туйĕсене çĕнĕлле йĕркелеме, 300 тăваткал метр çине Дюрер портретне пуçтарма палăртатпăр, - каласа панă «Ульяновск – культурная столица» фонд директорĕ Татьяна Ившина. - Кăмăл тăвакансем тĕрлĕ концертсене çитсе курма пултарĕç. Новосибирскран оперăпа балет театрĕ, Мускавран «Синематограф», «Еtсеtеrа», Санкт-Петербургран «DЕRЕVO» театрсем килмелле. Унсăр пуçне Атăлçи федераллă округăн çамрăксен симфони оркестрĕпе Дмитрий Хворостовскийĕн тата Владимир Спиваков фончĕн стипендиачĕсен концерчĕ иртмелле. Йăлана кĕнĕ тăрăх, форумра Пĕтĕм Раççейри «Пластовская осень» художество премийĕ хăйĕн кăçалхи хуçисене тупĕ.
Тĕрлĕ йышши тĕлпулусенче «Ял территорийĕсен социокультура аталанăвĕ», «Культура – обществăн социаллă пĕрлĕхĕн пĕр пайĕ» тата ытти темăсемпе хĕрӳ калаçусем пулĕç. Çакăн пекех презентацисем, «çавра сĕтелсем», куравсем, телемостсем, конференцисем иртĕç. Ĕçлĕ калаçусене хутшăнма хаклă хăнасене чĕнĕç. Вĕсен хушшинче облаçри тата Раççейри культура тĕлĕшĕпе ĕçлекен тĕрлĕ наци пĕрлешĕвĕсем пур.
 
: 857, Хаçат: 29 (1173), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: