Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анне чĕлхипе пирĕнпе Турă калаçать.
И. Красновский.
 
Тата тепĕр кун иртрĕ, ĕçрен таврăнатăп. Веçех аван, анчах темĕн çитмест, мĕншĕн кун тулли мар… Анне сассине илтмен-ха паян.
- Анне, алло! Чиперех-и?
- Чиперех, хĕрĕм! Сан çинчен шутласа лараттăмччĕ, ĕçрен таврăнан пуль терĕм.
Анне сасси шăрçа пекех. Кашни кун илтетĕп, кашнинчех чĕрене ларать. Чиперех вăл иккен, мухтав Турра. Апла тăк, манăн та паян веçех аван.
Аннеçĕм-анне, мĕн тери телейлĕ вĕт-ха эпир эсĕ пурришĕн. Хурлантаратпăр та, кулянтаратпăр та сана. Каçар эс пире! Темшĕн хăш чух начар сăмахсем тухаççĕ çăвартан. Анне çилленмест тетпĕр пулмалла.
Кӳрентернĕшĕн, тархасшăн, каçар пире. Эпир сана питĕ юрататпăр, сан умăнта пуç таятпăр. Пĕлетпĕр, эсĕ хăвăн пурнăçна яланах пирĕн телейшĕн пама хатĕр.
Ачасене аван пултăр, çавсемшĕн пурăнатпăр тенине яланах илтетпĕр аннерен.
Тетене тата мана ӳстернисене аса илетĕп те – тĕлĕнетĕп. Ăçтан ăс çитернĕ-ши, ăçтан вăй тупнă-ши! Анне пирĕн çине алă çĕкленине мар, кăшкăрнине те астумастăп. Çавăнпа ачалăх хĕвел пек çутă та ăшă иртрĕ. Паянхи куна çитсе те санран канаш ыйтатăп.
- Ачам, эсĕ пысăк ĕнтĕ, хăв мĕнле шутлатăн, çапла ту, – тетĕн.
- Анне, кала-ха ĕнтĕ хăвăн шухăшна, эс каланă пек тăвăп!
Аннеçĕм, сан чĕрӳ ĕмĕрех таптăр!
Сан емĕтӳ çитрĕ: эсĕ хăвăн аллунта мăнукна ачашлатăн, такмак каласа ташлама та вĕрентрĕн. Вăл сан çине пăхса ăшшăн кулать, часах «асанне» те тейĕ.
Шел, çакăн пек сăмахсене эпир сайра калатпăр çав. Сан çуралнă кун çак сăмахсене шурă кăвакарчăн илсе çитертĕр. Тетепе инке сана чи пысăк парне туса пачĕç, манран çак кĕске, анчах та чĕре витĕр тухнă сăмахсем пулччăр.
 
: 910, Хаçат: 29 (1173), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: