Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1981 çулта хăпартнă мансардăллă çурт чӳречинчен вĕллесем курăнаççĕ. Ĕç хурчĕн канăçсăр вĕçевĕ çине пăхса тăнă май пуçăма Федор Павловăн «Вĕлле хурчĕ – ылтăн хурт»,- чăваш юрри аса килчĕ. Мĕнлерех ĕçчен вăл чечек çийĕн пылак сĕткен пухакан пыл хурчĕ, еплерех пултаруллă. Нумайранпа хурт-хăмăр тытатăр-и тесе ыйтсан хуçи, Валерий Николаевич Сайгушев: «Пайтахранпа ĕнтĕ, вăтăр çул ытла,-терĕ. - Кил çумĕнчи пахчара – 22 вĕлле, хирте – 40».
Чăнлă районĕнчи Ирçелĕнчи пултаруллă ĕçчене, Раççейĕн тава тивĕçлĕ зоотехникне Валерий Сайгушева шăп пыл хурчĕпе танлаштарас килет. Мелекесри ял хуçалăх техникумĕнче бухгалтера вĕреннĕ çамрăк иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тăван хуçалăхра зоотехникра вăй хума пуçлать. «Пĕррехинче мана правление ял Канашĕн председателĕн – Николай Павлович Сайгушевăн — пӳлĕмне чĕнчĕç, унта хуçалăх председателĕ Петр Васильевич Албутов та пурччĕ,-аса илет Валерий Николаевич.- Механизаторсен бригадине бригадир пулса кайма килĕшетĕн-и теççĕ. Эп хирĕç пулмарăм паллах. Пăртакран ферма ертӳçин вырăнне шанса пачĕç. Чĕкĕнтĕр кăларнă вăхăтра каллех бригадăна куçарчĕç. Хĕрӳ ĕçре яваплă, тăрăшуллă çын кирлĕ пулнă. 1973 çулта çак ĕç чăнах та кăмăла кайнине туйса вĕренĕве малалла Жадовкăри совхоз-техникумра тăсрăм – зоотехника вĕрентĕм. Фермăра ĕçлеме тĕв турăм. Витесенче çав çулсенче 1400 пуç сысна, 1 пин пуç мăйракаллă шултра выльăх: 370 пуç ĕне, 480 вăкăр, лашасем – 160, чăхсем пулнă. 1973-95 çулсенче ял халăхĕн пысăк пайĕ фермăра тăрăшатчĕ – 120-130 çын. Çулсем иртнĕ май ял çине ют çĕре тухса ĕçлес йăла тухрĕ. Арçынсем пысăк укçа ĕçлесе илес тĕллевпе çичĕ юта кайма пуçларĕç. Арăмĕсем мăшăрĕсене кĕтекен кил хуçисен вырăнне йышăнчĕç. Тĕлĕнмелле, анчах та ĕçлекен çук пирки фермăсенчи выльăх-чĕрлĕх шутне чакарса пыма тиврĕ. Пирĕн хуçалăхра ăратлă выльăх завочĕ пулнă. Голштино-фриз ăратлă ĕнесем тытаттăмăр. Шел, виçĕ çул каялла ĕне-выльăхсене вуçех пĕтертĕмĕр, ытларах пайне сутрăмăр. Мĕн кулянтарать-ха пире куллен кăвак çутăлла витене çӳренĕ специалистсене? Ĕçлекен çук пирки тупăшлă фермăсене пĕтерни».
Ачисем ӳснĕ вăхăтра кунсерен тăваттăра тытăнса каçхине тăхăр сехетре таврăнакан Валерий Николаевич шăпăрланĕсене курман та. Çамрăклăх çапла иртсе кайнă. Юрать-ха мăшăрĕ – Елена Ивановна – пурне те ăнланнă, çемьери ĕçсен ытларах пайне хăй çине илнĕ. Пилĕк ача парнеленĕ вăл упăшкине. Пĕчĕкскерсене ӳстернĕ хушăрах фермăра дояркăра та, сĕт йышăнаканта та вăй хунă, лашасем те пăхнă. Паян тивĕçлĕ канура. Пĕр çуртра Илья ывăлĕпе тата кинĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Валерикпе Настя мăнукĕсем Ирçелĕнчи пуçламăш класра вĕренеççĕ. Пурĕ вара Сайгушевсен ултă мăнук.
Ĕçре хастарлăхпа тăрăшулăх кăтартнăшăн, выльăх-чĕрлĕх ӳстернĕ çĕрте пысăк ӳсĕмсем тунăшăн Валерий Николаевич Сайгушева 1995 çулта "Раççейĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" хисеплĕ ят панă. Çак сумлă ята ĕç паттăрĕ чăннипех тивĕçлĕ теççĕ унпа пĕр вăхăталла фермăра ĕçленĕ çынсем. «Вăл хăй ырми-канми тăрăшнисĕр пуçне тата ыттисене те хавхалантарма пултаратчĕ, - тет зоотехник пирки ял-йыш. – В. Сайгушев зоотехникра ĕçленĕ вăхăтра пултаруллă дояркăсем – Нина Сидоровапа Валентина Егорова – "РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçрĕç. Коллектив питĕ туслăччĕ. Валерий Николаевич пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ».
-Эх, çулсене тытса чарма пулинччĕ. Çук çав, вĕсем урхамах евĕр малаллах ыткăнаççĕ,-тет Валерий Николаевич.-Тĕрĕсси пе пенсире пулин те мăшăрпа иксĕмĕрĕн ватлăхри кану пирки калаçма вăхăт çук . Чунпа эпир яланах çамрăк. Кил хуçалăхĕнче тăватă ĕне, виçĕ лаша, вун пилĕк пăру тата вĕлле хурчĕсем, пахча таврашĕ.
- Эппин эсир чăн-чăн фермерсем,-терĕм эп патшалăх харпăр хуçалăхпа пурăнса ăна пур майсемпе аталантарас текенсене пулăшма шантарнине аса илсе. – Сире кам та пулин, мĕнпе те пулсан пулăшать-и? Е выльăх ĕрчетес ĕçре хăвăра çеç шанма тивет-и?
- Эпир никамран та пулăшу ыйтман. Ытларах хамăр çине шанатпăр. Курăк-мĕн кирлех пулсан çивĕч тăракан ыйтусем çукпа пĕрех — «Родники» хуçалăх çĕр пайĕсемшĕн утă парать. Ачасем те пулăшма яланах хатĕр. Фермерсем тенĕрен ку çул кĕркунне официаллă майпа çапла çырăнасшăн.
- Атте, тăсса яр-ха хăвăн купăсна, эс купăс каланă чух чĕре сар çу пек ирĕлет,-тет Валерий Николаевичпа Валентина Ивановнăн аякран отпуска курма килнĕ аслă хĕрĕ.
Кил хуçи «Шуйский» купăспа маçтăр калать. Мăнукĕсем ташша çаптараççĕ. Çакă мар-и вăл телей: юнашар ачасемпе мăнуксем тата 44-мĕш çул сан çине йăл кулса пăхакан арăм, ăш-пиллĕ пускил, ял-йыш, вăхăтлă çумăр çунипе хĕвел пăхни, тăван утарти вĕлле хурчĕсем хуçи пек ĕçчен пулни…
 
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел.
 
: 949, Хаçат: 29 (1173), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: