Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ВĂТĂР ÇУЛ СЫСНА ТАТА ЧĂХ-ЧĔП ПĂХНĂ
 
«Савăнăçпа куляну юнашарах çӳреççĕ. Анчах темшĕн пĕрне ытларах савăнăç тивет, теприне – куляну. Çав самантсене кашниех хăйне май чăтса ирттерет. Пĕрин туйăмĕ пĕтĕмпех пит-куçра çиçсе тăрать, теприн – веçех шалта, чĕре тĕпĕнче.
Çын туйăмĕнчен, кун-çулĕнчен кулас марччĕ. Пурнăç çине хальхи виçепе çеç пăхса атте-аннесен савăнăçне йӳнетес марччĕ.
Хамăр мĕн туса кăтартăпăр-ши, туйăмăрсене мĕнлерех палăртăпăр-ши? Ачамăрсем кайран мĕн калĕç-ши? Кулакана кутне çыпăçать теççĕ мар-и-ха…» - тет Ольга Ксенофонтовна Карусева хăй çинчен каласа пама тытăнас умĕн. Чунĕнчи, шалти, чĕри тĕпĕнчи туйăмĕ вара пĕтĕмпех пит-куçĕнче çиçсе тăрать.
Вăл сакăр ачаллă çемьере ӳссе çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ – Александра Васильевнапа Ксенофонт Сафронович Порфирьевсем – саманине кура, ятарлă вăтам тата аслă пĕлӳллĕ çынсем пулмасан та, вĕреннĕ çынсен шутĕнче пулнă. Сумлă пурнăçпа пурăнса Раççей шайĕнчи Ĕç ветеранĕ пулма пултарнă. Ачисене пурне те тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ашшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă ĕнтĕ, амăшĕ вара икĕ çултан тăхăрвуннă тултарать. Чипер ăс-тăнлă хĕрарăм ачисемпе мăнукĕсемшĕн пурнăç тĕслĕхĕ пулса çул кăтартса пырать.
Ольга çемьере улттăмĕш ача. Вăл 1960 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Тутар АССРĕн Çĕпрел районĕнчи Алёшкин Саплăкра сакăр класс пĕтернĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕскер тӳрех ял фермине çул тытнă: вунсаккăрти хĕрупраç çитĕннисемпе юнашар тăрса сыснасем самăртнă çĕрте вăй хума тытăннă.
Пит-куçпа хитре, сăпай та ĕçчен пикепе ял каччисенчен нумайăшĕ туслашма ĕмĕтленнĕ. Тантăшĕсем ăмсаннă та хăш чухне. Ольга вара Анатолий Васильевич Карусева суйласа илнĕ. Çемье чăмăртаннă. Анатолий те ĕçчен, пăравур тракторист, водитель. Çĕпрелĕнчи тата Пăвари профтехучилищĕсенче пĕлӳ илнĕ.
Карусевсем 1978 çулта Майна тăрăхĕнчи Тагай ялне куçса килсе тĕпленеççĕ. Вĕсем хыççăн Порфирьевсен тата пилĕк ачи Тагайра пурнăç телейне туптама тытăнать.
Ольга «Подлесный» совхозра 15 çул совхоз ĕнисене сăвать. Хуçалăх хупăнсан чăх-чĕп фабрикинче тата 15 çул вăй хурать.
Çак хушăра Карусевсен çемйинче 1978 çулта Наташа, 1981 çулта Алексей çуралаççĕ. Наташа атă-пушмак çĕлекене вĕренсе тухнă. Качча кайса çемье çавăрнă. Икĕ ача çитĕнет. Алексей Ульяновскра водительте ĕçлет. Унăн хĕр пĕрчи çитĕнет.
Ольга Ксенофонтовна вăтăр çул йывăр ĕçре вăй хурса алли-ури сурнипе тарăхкалать. Паян вăл сутуçăра ял лавккинче тăрмăшать.
- Пурте йĕркеллĕ пек: анне тĕрĕс-тĕкел пурăнать, ачасем ӳссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухрĕç, аппасем, шăллăмсем, йăмăк çемье çавăрса ачисене ӳстереççĕ, тĕрлĕ ĕçсенче вăй хураççĕ. Мăшăрăм çеç тракторист-шофёрта ĕçлесе сывлăхне хавшатрĕ пулас – чирлекелет.
Мĕнех, эпĕ пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнă темелле. Нимĕнле чир-чĕре те пăхăнас килмест. Турă пулăшсан, хамăр малалла та çаплах тăрăшсан пурнăç çине хальхи виçепе пăхса атте-аннесен, тăвансен, ачасен савăнăçне йӳнетес марччĕ-ха тесе пурăнасчĕ, - тет ентешĕмĕр ăшшăн кулса.
 
 
 
Майна районĕ,
Тагай.
 
: 991, Хаçат: 29 (1173), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: