Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăрçă ветеранĕсене халĕ ялсенче пĕр алăри пӳрнесем çинче шутласа кăларма пулать. Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче вĕсем халĕ тăваттăн çеç тăрса юлнă. Вĕсенчен пĕри – 89 çулпа пыракан Мария Васильевна Нагорнова.
 
Çирĕп ăс-тăн, шӳтлес кăмăл, пурăнас туртăм унра чакмасть-ха. Вăл çăмăл мар çамрăклăхĕ çинчен каласа пачĕ.
-Эпĕ Çĕпрел районĕнчи Хулаçырминче 1923 çулта çуралнă. Вăрçă тытăнсан пире, çамрăксене, Турхан тăрăхне окопсем чавма илсе кайрĕç. Тепĕр çултан вăрçа тухса кайрăмăр. Малтан комисси тĕрĕслерĕ. Тепĕр эрнерен повестка килсе пачĕç. Çĕртмен 17-мĕшĕнче 18 çул тултарсан 108 хĕрачана вăрçа илсе кайрĕç. Пурте сапаланчĕç. Эпĕ Белоруссине лекрĕм. 1-мĕш тата 2-мĕш Хĕвеланăç фрончĕсенче виçĕ çула яхăн тăтăмăр. Мана эвакуацилекен уйрăма çирĕплетрĕç. Кайран кухньăна куçарчĕç. Унтан Заречница текен хула çывăхĕнчи санитари чаçне çаклантăм. Çывăхрах вăрçă пыратчĕ. Аманнисене нумай илсе килетчĕç. Пĕрремĕш пулăшу парса санбатальона ăсататтăмăр. Вĕсен хушшинче пулăшăва кĕтсе илеймесĕрех чунĕсем тухнисем те пурччĕ. Эх, чĕрем ырататчĕ çавсемшĕн. Çамрăксем те сахал марччĕ вилнисен хушшинче. Ку таранччен кун пеккине курманскере хăнăхма çăмăл марччĕ. Тухтăрсем çĕр пӳртсенче, палаткăсенче операцисем тăватчĕç. Пурăнма та, ĕçлеме те майсем начарччĕ. Çывăхрах снарядсем çурăлаççĕ… Аслăраххисем кам ăçта пĕлет тараççĕ. Эпир, çамрăксем, хытса кайса пăхса тăратпăр. Операци тунă çĕрте те ĕçлеме тиврĕ. Этемĕн алли-урине вутă каснă пек касатчĕç… Бинтсене çуса туратсем çине çакса типĕтеттĕмĕр, тăшмансем курасран вут-кăвар та кăларма юраман,- каласа парать вăрçă ветеранĕ. - Пĕрре пире хупăрласа илчĕç. Икĕ талăк выçă çухалса çӳрерĕмĕр. Таврăнсан хама вăрçă хирне яма ыйтрăм. Пире ямаççĕ. Арçынсене хирĕçлемеççĕ. 54 хĕрарăм сандивизире юлтăмăр. Эпĕ паян та дивизи командирне (ятне мантăм) тав тăватăп. Вăл еврей çынниччĕ. Пире ăнланса пулăшса пыратчĕ».
Çĕнтерĕве Мария Васильевна Балтика тăрăхĕнче кĕтсе илет. Çак хушăра вăл «Отечественнăй вăрçă орденне» тата медальсене тивĕçет.
Пухтелне вăл 1947 çулта качча килет. «Вăл вăхăтра мăшăр тупма пит йывăрччĕ. Арçынсем пит хакраччĕ», - аса илет ветеран. Унăн мăшăрĕ Аверьян Фёдорович та вăрçă тути-масине тăраничченех тутаннă. 83 çул тултарсан çĕре кĕнĕ.
Вĕсем пилĕк ывăл тата икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Пĕри сакăр уйăхрах вилмен пулсан сакăр ача ӳснĕ пулĕччĕ Нагорновсен.
Мария Васильевна халĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Хисеплĕ ветерана патшалăх кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Ульяновскра хваттер уйăрса панă. Сывлăхне те патшалăх шутĕнчен облаçри ветерансен госпиталĕнче сиплет. Телее, манмаçççĕ-ха çĕршывăмăра хӳтĕлекенсене. Тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ.
 
 
Пухтел ялĕ.
 
: 904, Хаçат: 29 (1173), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: