Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ÇАМРĂК ĂРĂВА ТĂВАН ÇĔРШЫВА ЮРАТМА ВĔРЕНТМЕЛЛЕ
 
Халăх пуласлăхĕ çинчен нумай калаçатпăр. Унăн чĕлхине сыхласа хăварас тесен ачасене ача пахчипе шкула çӳренĕ чухнех авалхи юрăсемпе паллаштармалла. Мĕншĕн тесен вĕсенче халăхăн йывăрпа иртнĕ кун-çулĕ çăлкуç пек тапса тăрать.
 
Вера аппа юрлама юрататчĕ, вăл юрăсене çырса пухса пыратчĕ. Вĕсене вуласа тухнă хыççăн аттепе анне мана ĕçкĕсене хăйсемпе пĕрле илсе çӳрени, аннепе туй курма кайни, ял каччисем салтака кайнă чухне юрласа çӳрени, çамрăксем каçхи вăйăсенче юрăсем шăратни…куç умне тухса тăчĕ. Çак асамлă туйăмсемех хамăр районти юрă-ташă ăстипе – Алексей Фёдорович Антоновпа – «Пирĕн юрăсемпе ташă кĕввисем аваллăха мантармаççĕ» ятлă юрăсен пуххине кăларма хистерĕç.
Çак ĕçе малалла тăсас терĕм: чăвашла хаçатсенче пичетленекен юрăсене пухма тытăнтăм, хам архивра шырарăм, халăх юррисене шăрантаракан ушкăнсен концерчĕсене çӳреме тытăнтăм, юрăçсемпе хăйсемпе паллашса хамăн ĕмĕтсемпе паллаштартăм. УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев Чăнлă районĕнчи авалхи юрăсен пуххине пани татах та хавхалантарса ячĕ. Нина Еграшкина юрă ăсти мана Нина Васильевна Ратаева таврапĕлӳçĕпе паллашма сĕнчĕ. Вăл вара Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ, паян тăхăрвуннăран иртнĕ Мария Фроловна Спирина (Петрова) адресне пачĕ. Кайни ахаль пулмарĕ, Мария Фроловна йывăр пурнăçĕ çинчен каласа парса, тĕрлĕрен юрăсем шăрантарса тĕлĕнтерчĕ.
Сумлă çыннăмăр çинчен «Канаш» хаçатра пĕр хутчен çеç мар çырса кăтартнине шута илсе редакци мана авалхи юрăсем çинче ытларах чарăнса тăма ыйтрĕ. Мария Фроловна паян та Людмила Зыкинаран кая мар юрлать. Акă ентешĕмĕрĕн асаилĕвĕсем, шăратакан хăш-пĕр юррисем, вĕсен историйĕ.
 
Хĕр юрри
Эх, аттеçĕм, аттеçĕм,
Аттеçĕм те аттеçĕм,
Ăшлă туллă алсуна,
Ăшлă туллă алсуна
Ĕçкĕ пирки çухатрăр,
Ĕçкĕ пирки çухатрăр.
 
Эх, аннеçĕм, аннеçĕм,
Аннеçĕм те аннеçĕм,
Пукани пек хĕрĕре,
Пукани пек хĕрĕре
Укçа пирки çухатрăр,
Укçа пирки çухатрăр.
 
Хĕрлĕх чалăш хĕрлĕ ту,
Хĕрлĕх чалăш хĕрлĕ ту.
Пĕр аллуна ача йăт,
Тепĕр аллуна кушел çакса
Пĕр канмасăр улăхсам.
 
Салтак юрри
 
Атте те ылханчĕ-тĕр,
Анне те ылханчĕ-тĕр.
Икĕ ылхан пĕрле пулса
Телейĕм хупланчĕ-тĕр.
 
Атте кӳл-ха лашăна,
Анне уç-ха хапхăна.
Ăсатса ярса кĕтсе илĕр
Хăр çуратнă ачăра.
 
Çак юрăсене шăрантарнă хыççăн Мария Фроловна:
- Кусем атте-анне юрланă юрăсемех. Çак юрăсене юрланă чух эпĕ йĕретĕп. Чăтаймастăп. Атте-анне те аса килет, тăван туртăм та…
Кашара çуралнă юрра итлĕр-ха. Унăн историйĕ те пур. Манăн виççĕмĕш сыпăкри Санька аппа (хушамачĕ Еграшкина) Головин Микĕтине юратнă пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна ирĕксĕр урăххине качча парать. Кăшт пурăнсан унтан тарса килет те пусăнса вилет. Эпĕ ăна пытарма кайнине астăватăп. Санька аппана шеллесе ялта çак юрă çуралчĕ – «Каша ялĕнче, Сĕве хĕрринче». Ăна «ӳкерсе» çырса илекенсем Аксу районĕнчи Саврăш ялĕнчен пулнипе унта хăйсен ял ятне çырса хунă.
«Туй юрри» юрласа парам-ха тата.
 
Уç-ха, хăта, хапхăна,
Уç-ха, хăта хапхăна.
Карташ тулли туй килет!
Карташ тулли туй килет!
Уç-ха, тăхлач, алăкна,
Уç-ха, тăхлач, алăкна.
Тĕпел тулли кин килет!
Тĕпел тулли кин килет!
 
«Тĕпел тулли» кине иккĕлле ăнланма пулать: пĕр енчен – кин тĕпел хуçи пулма килет; тепĕр енчен – самăр, тĕпеле вырнаçайман кин тесе кулса юрланă.
Акă «Çĕнĕ хĕр» юрри.
Шурăях та явлăк та, хура тĕрĕ,
Мĕншĕн ман пуç çине халь килчĕ-ши?
Çамрăках та пуçăм та, пысăк шухăш
Мĕншĕн вăхăтсăр та халь килчĕ-ши?
Хура сатин кĕпесем тăхăнмастăп,
Хамăн хурлăхсене те кăтартмастăп.
Çемье курнă пурнăçа парăнмастăп,
Хамăн çамрăклăха та манаймастăп.
Çырмаях та хĕррине халь ансассăн
Ура йĕпенмесĕр пулас çук.
Малашнехи пурнăçшăн шухăшласа
Мĕн начарпа аванне пĕлес çук.
 
Эпĕ «Çĕнĕ хăта» юррисене пĕлместĕп. Унта ваттисем çӳретчĕç, çамрăксене яман.
Асаттепе пĕртăван тете тĕнче юррине пĕлетчĕ. Аннен йăмăкĕпе кукка та юрлама маçтăрччĕ. Çавсем юрлама вĕрентнĕ пире. Ун чухне телевизор-магнитофо н таврашĕ пулман. Çынсем савăнăçра та, хурлăхра та юрласа чунĕсене йăпатнă, хуйхисене пусарнă, вĕсенче малашне пурăнма вăй-хăват тупнă.
Тете ачине авлантарнă чухне эпĕ Туй пуçĕ пултăм. Вăл туйра – хуçа. Вăл мĕн калать – çавăн пек пулать. Хĕр илме килсен Туй пуçĕ пӳрте кĕмесĕр никам та унта кĕме пултараймасть. Хĕр енчисем ретпе тăраççĕ – пире кĕртесшĕн мар. Пысăк шел пĕркентĕм те аллăма çӳлелле çĕклесе тăратăп. Хĕр енчисем эпĕ тăрап тесе шутланă. Хам кукленсе ларса пĕрин пĕç хушшинчен кĕрсе кайрăм та сĕтел патне пырса тăтăм. Ыттисене те кĕме чараймарĕç. Йăли çаплаччĕ. Юрăсене те Туй пуçĕ кăна пуçлама пултарнă. Вăл эрех ĕçмесĕр туй халăхĕ ĕçмен.
Троицăна пирĕн тавраран Кăнна Кушки тăвĕ çине каятчĕç. Унта юрланине «Вăйă юрри» тетчĕç. Карталанса тăнă чухне çак юрăпа пуçланатчĕ:
 
Пухăнтăмăр юлташсем сăрт çине,
Пухăннă та çăра хăйма пек,
Салантăмăр тантăшсем
Вĕçен те кайăк чĕппи пек.
 
Кайран вара, юхнă чухне (юрлакансем куçса çӳрени), кам мĕнле юрă юрласшăн – çавна юрлать, паллах, ыттисемпе килĕштерсе.
Эпĕ тутарла та юрлатăп, юрласа кăтартас-и?
 
Çумăр çăвать, çумăр çăвать
Ешĕл йăранăм çине.
Çамрăк ĕмĕр иртсе пырать
Иртнĕ пурнăç хушшипе.
 
Пирĕн халăх – юрлакан халăх. Тен, ку юрă та ĕлĕк пирĕнех пулнă. Мĕншĕн тесен тутарсем ун чухне пахча çимĕç туса илмен.
Мария Фроловна каласа тата юрласа панă вăхăтра хама çăтмахри пек туйрăм. Вăл та ачалăхпа çамрăклăхне аса илчĕ пулмалла: ывăннине туймасăр ытармалла мар юрăсем шăрантарчĕ.
 
: 928, Хаçат: 29 (1173), Категори: Халах пултарулахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: