Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Валаам утравĕ Ладога кӳлли варринче вырнаçнă. Çĕршер пин çул каялла вăл Шурă тинĕсĕн заливĕ пулнă, пăрлăх тапхăрĕнче кӳлĕ пулса юлнă.
 
Кунта арçынсен мăнастирĕ пур. Ăна хăшĕсем Русь патшалăхне шыва кĕртнĕ вăхăтра, теприсем 14-мĕш ĕмĕрте туса лартнă теççĕ.Чиркӳпе мăнастир докуменчĕсем тăрăх ăна христианство сарăлнă вăхăтра туса лартнă. Пуçарса яракансем – Сергий тата Герман преподобнăйсем пулнă. Герман каярахпа Соловец утравĕ çинчи мăнастире тухса каять.
Валаам çинчи мăнастире тепĕр майлă Великий Лавроль тенĕ. Кунтан нумай çветтуй çын тухнă: Александр Свирский преподобнăй, Корнилий Палеостовский, Арсений Коневский, Савватий Соловецкий, Герман Аляскинский.
Валаамăн Соборĕн уявĕ – çурлан (август) 20-мĕшĕнче.
XIX-мĕш ĕмĕр мăнастирĕн чечекленнĕ тапхăрĕ шутланать. Дамаскин игумен вăхăтĕнче мăнастирĕн заводсем пулнă: сăмала, çурта, тир тăвакан, пулă тытакан ферма, çĕр ĕçĕсен ушкăнĕ.
1917-1940 çулсенче Валаам территорийĕ Финлянди çĕршывне кĕрет. Коммунистсен вăхăтĕнче мăнастир пушă ларать. Горбачёв вăхăтĕнче, 1989 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче, мăнастире ултă инок килсен унăн ĕçĕ çĕнĕрен тытăнса каять.
Мăнастирĕн архитекторĕ – А.М. Горностаев. Унăн проекчĕпех Спас-Преображени соборĕ туса лартаççĕ. Чиркӳ тăрри (чан çапмалли вырăн) 72 метр çӳллĕш. Собора тĕпрен юсанă хыççăн 2005 çулхи çурлан 19-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Раççей Патриархĕ II-мĕш Алексий çутатать.
Соборăн аялти пайĕнче Антин Валаамскин çĕрмен ӳчĕ (мощь) упранать.
Утрав çинче тата 6 скит пур: Никольский, мĕнпур Çветтуйсен, Предчетенски, Воскресенски тата Гефсимански.
Елеон тăвĕ çинче Турă çӳлти тĕнчене улăхнă ятпа пилĕк тăрăллă часавай лартса хунă. Унсăр пуçне Турра хĕрес çине пăталаса асаплантарса вĕлернĕ ятпа хăйне часавай лартнă. Ăна коммунистсен вăхăтĕнче аркатаççĕ. Халĕ унта мрамортан тунă пусă кăна тăрса юлнă.
Çветтуйсен утравĕ çинче Александр Свирскин ту хăвăлĕ (пещера) пур, унта 1759 çулта йывăçран ăсталанă хĕрес вырнаçтарнă. Унăн çĕрмен ӳчĕ те çакăнтах упранать.
Унсăр пуçне утрав çинче игумен масарĕ пур, ăна Дамаскин 1876 çулта çĕклеме тытăнать. Вăрман ăшĕнче чиркӳ тата звонница вырнаçнă.
Валаам мăнастирĕнче пирĕн ентеш Никита Бичурин виçĕ çул ларать. Ăна кунта13 çул хушши Китайра ĕçлесе таврăннă хыççăн хупса хураççĕ.
 
: 665, Хаçат: 29 (1173), Категори: Çулçӳрев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: