Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕр кун та шкултан юлман
Эпĕ кăçал пиллĕкмĕш класа куçрăм. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче кун сиктермесĕр шкула çӳрерĕм. Шкул менелникĕнче хам çинчен ырă сăмахсем илтме мĕнле аван пулчĕ.
Пирĕн шкулта вĕренекен ачасем сăлтавсăр пĕр кун та сиктермеççĕ. Акă, Дима Орлов улттăмăш класс пĕтерет, çак ултă çул хушшинче вăл пĕр кун та шкултан юлман.
Аван пирĕн шкулта вĕренме. Мĕнле кăна мероприяти иртмест пулĕ çулталăкра? Учительсем Пĕрремĕш шăнкăрав, кĕркуннехи балл, конференцисемпе çавра сĕтелсем йĕркелеççĕ, районти, облаçри мероприятисене те хутшăнмасăр юлмастпăр.
Пирĕн шкул çинчен нумай çĕрте ырă сăмах илтме пулать.
Саша ШКАЛИКОВ.
 
Тинех çулла çитрĕ
Сывă-и, çу кунĕсем! Эпир те пысăкланса пыратпăр. Кăçал виçĕ класс пĕтертĕмĕр. Начарах вĕренместпĕр-ха. «Виççĕ» паллăсем пулкалаççĕ çав. Нимĕн те тăваймăн. Тăрăшатпăр та пек, анчах наянĕ çĕнтересшĕн тапаланать. Мĕншĕн апла-ши?
Çу кунĕ çитнипе вара чунтан хĕпĕртетпĕр. Хĕвел пуриншĕн те пĕр пек пăхать, пурне те ăшăтать, çумăрĕ те пуриншĕн те çăвать.
Сывлăхлă пулăр!
Денис тата Данил ЛАХМИСТРОВСЕМ.
Эпир – пысăк!
Тинех пиллĕкмĕш класа куçрăм! Аслă классенче вĕренекенсем ăçта кăна çитсе курмаççĕ, тĕрлĕрен концертсене хутшăнаççĕ. Пире шав пĕчĕкçĕ теççĕ. Халĕ эпир те çак мероприятисене хутшăнма пултаратпăр. Эпир – пысăк!
Шкулти лагерь те ĕçлеме тытăнчĕ. Унта эпир питĕ лайăх канатпăр.
Çуркунне пире сăвăссем хăратса пăрахрĕç. Тата хăшĕсем ялта çĕлен курни пирки те калакаларĕç. Ку аванах мар. Сăвăссем вăрманта кăна мар, хирте те нумай иккен. Çавăнпа шыва кĕме çӳреме хăратпăр-ха. Асăрхануллăрах пулăр! Сыхланакана кăна Турă упрать!
Сергей ДЬЯКОНОВ.
Ют яла шкула çӳресси аван мар!
Манăн Ольга ятлă акка пур. Вăл 11-мĕш класс пĕтерчĕ. Вĕсем вĕренме Кивĕ Мăклавăша çӳреççĕ. Унта кайма пĕр сехет маларах ыйхăран вăранмалла. Çывăрассисем килеççĕ, вĕренмелли нумай. Çул çинче тата ачасен пĕр сехет ытла вăхăчĕ сая каять. Аван мар вăл ют яла шкула çӳресси!
Эпĕ тăватă класс пĕтертĕм. Манăн та кĕçех ют яла шкула кайма тивет.
Мĕн тăвăн, чăтмаллах!
Татьяна Краснова.
 
: 894, Хаçат: 29 (1173), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: