Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тухтăрсене ĕçшĕн тӳлекен йĕрке кĕçех улшăнĕ. РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Татьяна Яковлева «Утро России» кăларăм студийĕнче шурă халатлисен тата вĕсем патне çӳрекенсен малашнехи реформăран мĕн кĕтме пулнине каласа панă.
Ĕç укçине тӳлес çĕнĕ йĕрке хальлĕхе Мускавпа хăш-пĕр регионсемшĕн анчах çĕнĕлĕх иккен. Раççей Федерацийĕн чылай субъектĕнче тата федераллă сиплев учрежденийĕсенче шурă халатлă çынсен ĕç укçи чылай çул хушши çак формулăпа тӳленет.
Татьяна Яковлева ĕç укçин çĕнĕлле шутлавĕ ăна чакарасси патне илсе пыманни пирки шантарса каланă. Ун сăмахĕпе, паян тухтăр ĕç пахалăхне, миçе çынна сыватнине кура укçа илĕ. Çакă «пĕрешкеллĕхе» пĕтерĕ. Хăш тухтăр патне черет тăрса сипленеççĕ, çав, паллах, çын килессе кĕтсе лараканнинчен ытларах илĕ.
Çĕнĕлĕхсем тухтăр патне сывалма çӳрекенсене те пырса тивĕç. Малашне ансăр специализациллĕ тухтăр патне кайиччен участокри тухтăр патне направлени илме кĕмелле. Çакă малтанхисене пăртак канма май парĕ.
Татьяна Яковлева калашле, çĕнĕ тытăм тухтăрсене тĕрĕс мар сиплев ирттернĕшĕн тата йăнăш диагнозсемшĕн явап тыттарма пулăшĕ. Чирлĕ çынна сиплесе ури çине тăратнă специалиста малашне укçапа «айăплĕç».
 
: 860, Хаçат: 29 (1173), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: