Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çулсем иртнĕ май сыпăсем юрăхран тухма пуçлаççĕ. Вĕсене сывă тытма тата ыратнине ирттерме халăх медицининчи усăллă канашсем пулăшĕç.
Типĕтнĕ сирень чечекĕ çине 1:10 виçепе шайлаштарса шурă эрех ярса хурăр. Тĕттĕм çĕрте хытă хупнă савăтра 8-10 кун тытăр. Хатĕр шĕвеке кунне икĕ-виçĕ хутчен 30-шар тумлам ĕçĕр. Çак хатĕрпех чирлĕ сыпă вырăнĕсене сĕрĕр. Çакна шута илни вырăнлă: сирень чечекĕ хырăмай парне ыраттарма пултарнипе панкреатит хăй çинчен асăрхаттарĕ. Çавăнпа сипленме пуçлас умĕн тухтăрпа канашламалла.
Термосра пĕр стакан пахча кĕпçин (эпир пĕлекен петрушка) тымарне 0,5 литр вĕри сĕтпе хутăштарăр та ирччен çавăнта тытăр. Тепĕр кун пулнă хатĕре виçĕ пая пайласа ирхине, кăнтăрла, каçхине ĕçĕр. Сиплев курсĕ – 10-12 кун.
Икшер чей кашăкĕ пан улми уксусĕпе пыла пĕр стакан вĕресе сивĕтнĕ шывра ирĕлтерĕр. Кунне виçĕ хутчен икшер чей кашăкĕ çиес умĕн çур сехет маларах йышăнăр.
15 лавр çулçи çине 1 литр вĕри шыв ярăр, çулăм çине лартса вĕреме кĕртĕр, 5 минут хушши вăйсăр çулăм çинче тытăр. Шĕвеке термоса ярса виçĕ сехет пăшăхлантармалла. Унтан сивĕтмелле, сĕрмелле, вара кун тăршшĕпех пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçмелле. Çапла виçĕ кун. Лавр çулçинчен хатĕрленĕ шĕвеке çулталăкне пĕр хутчен çеç ĕçме юрать, мĕншĕн тесен вăл апат-çимĕç çулĕн йăлмака витĕмне сиен кӳме пултарать. Вар-хырăм ыратнине туйсан тӳрех чарăнăр.
 
: 995, Хаçат: 29 (1173), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: