Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кинемей хĕрне нимĕнпе пулăшайманнипе пăшăрханать.Кӳренӳ, юрату, хĕрхенӳ. Ку вăл – тавăру. Ĕçкĕлĕхшĕн, туртнăшăн, сывă мар пурнăçшăн. Турăçăм, мĕншĕн? Хуравне те пĕлет:çылăха – пĕрисем кĕреççĕ, яваплăхне – теприсем тытаççĕ. Турă çылăха кĕнисене çухату ыратăвĕ витĕр кăларса каçару ыйттарасшăн.
Хĕрача çуралнă. Ытла пĕчĕкскер. Мăнукĕ. Вăхăтра çуралнă пулсан та суккăр, вăйсăр пулнă. Ашшĕпе амăшĕ çуралнă чух начар пăхнăшăн тухтăрсене айăплаççĕ. Кукамăшĕпе кукашшĕ кăна айăплисене лайăх туйнă: сăра, хĕрĕ туртни тата кĕрӳшĕ наркоман пулни.
Хĕрĕ шывланнă куçĕпе нимĕн тăваймасăр каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрет. Амăшĕн йĕрсе хĕрелнĕ куçĕнчен тинкерет. «Мĕн тумалла? Йăпатмалла? Турă панă, Вăлах каялла илнĕ. Кам çылăхĕшĕн çакăн пек яваплăх тытмалла-ши? Вăл хăй пĕлет». Кукамăшĕ кĕлтăвать. Чунĕпе, куççульпе, чĕрин ыратăвĕпе. Пĕр чарăнмасăр Турăпа калаçать. Хуйха кăштах та пулин çемçетме тархаслать.
- Тухтăрсем килсе кайрĕç. Тĕрĕслерĕç. Диагнозне çеç лартма пĕлмерĕç. Мăнукăм теттесене асăрхами пулчĕ. Аллипе тытасшăн – тытаймасть. Ури те патак пек. Чирне çаплах палăртаймаççĕ. Мăнукăн пурăнас вăй-халĕ чакса пырать. Тухтăрсем тухса кайсан мĕнле эмелпе укол тунине тĕрĕслерĕмĕр. Витаминсемпе. Ăнланмалла. Малалла мĕн пулать?
Çĕрле кукамăшĕ турăш умĕнче кĕлтунă вăхăтра пӳлĕме шăппăн хĕрĕ кĕрет те ун çумне чĕркуçленсе ларать. Амăшĕ ун çине чалăшшăн пăхса илсе малалла кĕлтăвать.
Кукамăшĕ мăнукне йăтса илет те хăй пӳлĕмне каять. Хĕрĕ те салтăнса вырăн çине выртать. Анчах çывăрса каяймасть. Ахаль те анранă пуçне тĕрлĕ шухăшсем кĕреççĕ Тĕрĕссипе, шухăшсем те мар вĕсем. Ыйтусем. Вăл амăшĕ тĕрĕс каланине те ăнланать. Анчах хăй те тĕрĕс шухăшланă пек туйăнать…
Тухтăрсем ача сывлăхĕшĕн кĕрешме пăрахмаççĕ-ха. Куçне темиçе хут операци туса куракан тăваççĕ. Пепке теттесене уйăрса иле пуçлать.
Аллине те операци туса хускалакан тăваççĕ. Уринче вара улшăну пулмасть. Тухтăрсем ачана ура çине тăратассишĕн питĕ тăрăшнă пулсан та, вăл паянччен кам-тăр пулăшмасăр утма пултараймасть.
Çемьерен тăван ашшĕ те пăрахса каять. Ăна чирлĕ хĕрача кирлĕ мар. Вăл унпа урама тухма та вăтанать. Сывă ачаллă юлташĕсенчен те именсе пурăнать. Кукамăшĕпе кукашшĕ кăна мăнукĕнчен уйрăлмаççĕ. Хĕрача питĕ илемлĕ юрлать. Кукашшĕ баянпа калать, мăнукĕ юрă шăрантарать. Вĕсем концертсене хутшăнаççĕ. Кукамăшĕ те ялан вĕсемпе. Мăнукĕшĕн чунĕсене пама хатĕр.
Хĕрача амăшĕ тĕрлĕ кĕлĕсем вĕренсе çитет. Вăл халĕ вĕсене кĕнеке çинчен вуламасть. Пăхмасăр калама та вĕренмест. Турăпа вăл хăйне пĕлнĕ пек калаçать. Çылăхсăр хĕрачана пулăшма, унăн пурнăçне малалла тăсма ыйтать. Хăйĕн çăмăлттайлăхĕшĕн каçарма тархаслать. Куççульне пытармасть. Чĕри ыратнипе аран çурăлмасăр тытăнса тăрать.
- Турăçăм, Çӳлти Аттемĕр! Илт мана! Манăн чунăн кăшкăрăвне илт! Турăçăм, мана малалла мĕн тумаллине, хĕрĕме мĕнле сыватмаллине вĕрент. Веçех Санăн аллунта. Турăçăм! Пире, çылăхлăскерсене, каçар! Ытлашши ан нушалантар!
Кам-тăр айăпĕ пирки таса чунлисем – ашшĕ-амăшĕ, ачисем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем – нуша кураççĕ. Паллах, пĕтĕм пурнăç тытăмне айăпламалла мар. Анне каланă тăрăх, сăмах калама ирĕк панине нумайăшĕ мĕн тума та юрать тенĕ пек ăнланать. Аслисем сăнаса тăмасăр ирттернĕ «тусовкăсем» çул çитмен амăшсене «çуратаççĕ». Çакăн пек «ирĕклĕх» тыткăнне çакланасран хăраса эпир атте-аннемĕрсемпе час-часах чиркĕве çӳретпĕр. Унта – тĕрĕслĕх, унта шалти улшăнусем çук. Чиркӳ хăй саккунĕсемпе пурăнать. Вĕсем – ырăлăх, ырă кăмăллăх, пĕр-пĕрне ăнланулăх…
 
Майна районĕ,
Чӳрекел шкулĕ.
 
: 890, Хаçат: 29 (1173), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: