Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Сонетсен кăшăлĕ)
 
1.
Тавралăха тĕксĕмлĕх хупăрларĕ.
Вырнаçрĕ чунсăрлăх чĕресене.
Никам та пытармасть хăй намăсне.
Хуть кам паян чысне сутма пултарĕ.
 
Йĕркелĕхе ниçта та халь кураймăн.
Хăй юррине юрлать-çке ав ултав.
Кам тĕрĕс мар пырать – ăна мухтав.
Таса çĕре утма та çул тупаймăн.
 
Чапа тухма ăçти çуках пултарчĕ –
Хăй кĕсйине вăл укçапа тултарчĕ,
Янрать ун ылтăн-кĕмĕл хăлхинче.
 
Юлташлăха сутса яма пултарчĕ,
Тĕрĕс çулпа çӳрекенсенчен тарчĕ.
Сăваплăха манса пырать тĕнче.
 
2.
Сăваплăха манса пырать тĕнче.
Пуяс, мăнтăрланас шутпа ав харпăр
Шуйттансемпе пулмашкăн туслă хатĕр.
Нимех те çук-ши халь çын ăсĕнче?
 
Илтеймĕн çепĕç сас –
хăрлать çеç кам-тăр.
Тăван кил-çурт, мĕн пулчĕ-ши сана?
Ыр çынсене чĕнместĕн хăнана,
Сив куçпалан пăхма пуçларĕ кантăк.
 
Пӳрт никĕсне кам силлесе хускатрĕ –
Пехетлĕ пурнăçа веçех аркатрĕ?
Ăс-хакăл тăрăшса шырать çулне.
 
Çак путлăхран мĕнле тухма пулать-ши?
Ялан выртсан кăна усси тухать-ши?
Тупасчĕ пурнăçăн тĕрĕслĕхне.
 
3.
Тупасчĕ пурнăçăн тĕрĕслĕхне.
Ăçта шырас – ку тĕлсĕр ĕç çеç мар-и?
Ху хытă тăрăшсан Тур шанчăк парĕ.
Çитсе ӳкмешкĕн палăртнă тĕле.
 
Пин çухрăм та тӳрре килĕ утма,
Çĕр чăмăрĕ тавра та кайма тивĕ.
Хĕвел те хĕртĕ, шăтăртатĕ сивĕ,
Эс пурпĕрех ан чарăн шырама.
 
Тĕрĕслĕхĕн улми хăш чух вăл йӳçĕ.
Пĕлме те çук – хытти çакланĕ, тӳсĕн.
Çапах та калăн: «Ĕç сая каймарĕ».
 
Кăмăлу ан пăрăнтăр пурнăçран,
Кăлар йывăр шухăшсене пуçран.
Сана, вĕçмешкĕн, ĕмĕт çунат парĕ.
 
4.
Сана, вĕçмешкĕн, ĕмĕт çунат парĕ:
Ан кай-ха пăнтăхса, кăвакарса.
Ӳсеççĕ чĕпĕсем çунатланса.
Хăюллисем çӳлте вĕçме пултарĕç.
 
Халь çуралнă шанчăку ан сӳнтĕр.
Пĕтĕм чунтан ĕçе тума васкас.
Укçашăн çеç тăрсан, телей пулмасть.
Çунатланса калап вĕçтер – ан тӳнтĕр.
 
Тĕллев патне çитмешкĕн чăтăм кирлĕ.
Хăват парса çул тăрăх, каçлă-ирлĕ
Хĕмлентĕр чĕрери вĕри кăвар.
 
Нихçан та тӳрĕ çул çинчен ан пăрăн.
Турра шанса ху пурнăçупа пурăн.
Мĕнле пулсан та шанăçа упрар.
 
5.
Мĕнле пулсан та, шанăçа упрар.
Хăвна ху мăнаçлăн пит ан курăн.
Кашни çыншăнах пĕр саккунĕ Туррăн.
Ăс-хакăла ялан çӳлте тытар.
 
Туйса пырасчĕ пурнăç таппине.
Ӳсме, çĕнĕленме те тăрăшасчĕ.
Кун-çул шăпи сана çул тупса пачĕ.
Кĕрсе ан ӳк ултав танатине.
 
Хастар пулса, улăпсемпе танлаш,
Йывăрлăхра пулса ан кай йăваш –
Тăван çĕршывшăн вирлĕ тăрăшсассăн.
 
Кам чăн юлташлăха сыхла пĕлет,
Юратушăн тĕнче хĕрне çитет.
Вăл совĕçĕпе ĕмĕрлĕхе туслашнă.
 
6.
Вăл совĕçĕпе ĕмĕрлĕхе туслашнă,
Чĕтренмĕ хăраса çула тухсан,
Кĕтмен çĕртен путсĕрлĕх тĕл пулсан
Хĕç пек курăнĕ çивĕч куç усалшăн.
 
Хуть сивĕ, шăрăх – вăл шырамĕ хӳтĕ…
Е ашкăн тăвăл пуçласассăн туй…
«Пулас е пулас мар?» - тăрать ыйту.
Чысне варламĕ, малаллах вăл утĕ.
 
Чул çумăрĕ çусан та аптрамасть.
Ăшри кăвар ăна канма памасть.
Сив тинĕс хумĕ усăсăр алхаснă.
 
Тупа туса каланă сăмахне
Хураймĕ вĕлтĕркке çунат çине.
Пит хĕн килсен те вăл сывламĕ ассăн.
 
7.
Пит хĕн килсен те вăл сывламĕ ассăн.
Тĕрĕслĕхпе пĕрлешĕ юратса.
Вăл пырĕ хăй çулĕпе юрласа…
Вăхăчĕпе çил вĕрĕ кассăн-кассăн.
 
Кăтартнă пурнăç тĕрлĕ мыскара
Авалхи кун та, çывăх вăхăтра та.
Утакан çын сахал-и çĕтнĕ атă,
Канма пултарнă хăй сайра-хутра.
 
Халтан кайсан та, малаллах вăл утнă.
Сăмах тытас енчен вăл çирĕп тăнă.
Çапла, ун çулĕ пулнă такăр мар.
 
Паян – яланхи пекех йывăр уншăн
(Канма пĕлмест тесе тӳрех каласшăн).
Кам çул çинче – ăна хисеп тăвар.
 
8.
Кам çул çинче – ăна хисеп тăвар.
Чăтса-тӳссе, нимрен те хăрамасăр,
Тĕп шухăшне ăçта-тăр хăвармасăр,
Чысне сутмасть вăл – уншăн мар пасар.
 
Кирлех пулсассăн кайĕ çапăçма
(Çук, Дон Кихот тесе ăна ан шутлăр) –
Ун ăшĕнче яланах çулăм вутлă,
Пĕлет-ха вăл алри ĕçне тума.
 
Чĕри сикет пулин те, вăркаса,
Тăмасть вăл тарăхса та, çухалса –
Инкек тухсан та ăмăрланмĕ пичĕ.
 
Ăна туман чултан е хурçăран-
Мĕнпе-тĕр уйрăлмасть ытти çынран.
Çĕнтерӳçе тухма хастарлăх çитĕ.
 
9.
Çĕнтерӳçе тухма хастарлăх çитĕ.
Сыхланасса манса каять хăш чух.
Хăйне мухтанине йышăнас çук.
Камра мĕн шухăш – вăл курать-çке витĕр.
 
Тытать ялан вăл тĕрĕслĕх йĕрне.
Кам халсăр, пулăшма вăл хатĕр –
Пĕр юлнă çăкăрне те çынна парĕ.
Ыр туйăм савнă унăн чĕрине.
 
Ăраскалпа хăрамĕ тавлашма,
Ӳркенмĕ йывăр хĕрес йăтса пыма,
Тумхахлă çĕр тăрăх та утса иртĕ.
 
Сĕм тĕттĕмре тивет çул шырама,
Кăвайт чĕртес тесен те, ăшăнма
Çӳлте ун çăлтăрĕ ялкăшĕ сиплĕн.
 
10.
Çӳлте ун çăлтăрĕ ялкăшĕ сиплĕн.
Вĕçсе çитес тесессĕн çав шая,
Хурас пулать-çке сахал мар вăя.
Калас пулать: пит вăрăм тапхăр иртĕ.
 
Çуралчĕ шухăш – тапранма пул хатĕр,
Нимех те тăвас мар ячĕшĕн çеç,
Вĕçкĕнленни ĕçне пĕтерĕ çеç.
Ăс-тăн анчах çӳлте вĕçме май парĕ.
 
Ăс-тăн валли вĕт ирĕклĕх пит кирлĕ.
Çӳлти тӳпе вара вĕçĕ-хĕррисĕр.
Сан çăлтăру унта нихçан сӳнмест.
 
Камра пур чыслăх – ирĕклĕхшĕн тивĕç.
Ухмах тенипе вăл калаçмĕ хирĕç.
Чапа тухас тесе ĕмĕтленмест.
 
11.
Чапа тухас тесе ĕмĕтленмест.
Йăпăлтатса кама-тăр пуçне таймĕ.
Выç йытă пек татăкшăн чупса каймĕ,
Наградăшăн пачах та ĕçлемест.
 
Çăлтăрлă çул пĕтмест пулĕ нихçан.
Эс ху вĕт çут тĕнчен пĕр пĕчĕк пайĕ.
Ĕмĕрлĕхе сан чунă вĕçсе кайĕ,
Кӳлеперен хăçан-тăр уйрăлсан.
 
Вĕçсĕр-хĕрсĕр тӳпе ялан чĕнет,
Кунта шав тĕксĕмлĕх чуна хĕсет.
Кам тăрăшмĕ-ха çут куна курасшăн?
 
Ялан пĕрле пуласчĕ чăнлăхпа,
Нихçан та каяс мар кукăр çулпа –
Эпир Турă саккунĕпе пурнасшăн.
 
12.
Эпир Турă саккунĕпе пурнасшăн.
Ăс-тăн хăй вырăнне пĕлсе тăрать.
Çӳлти Атте парать пире хăват.
Чĕре ялан, ĕç тунă май, юрласшăн.
 
Сан кутамкку паха шухăшпа тултăр.
Тăкса ан яр пуçтарнă пурлăхна –
Çухатас марччĕ пултарулăхна.
Сăмах каланă – ĕç ун хыççăн пултăр.
 
Канма пĕлми пырасчĕ малаллах.
Пуçтах çынран ан кĕт аван сăмах,
Юлташ канашĕ хаклă ĕç тумашкăн.
 
Эс ху ĕçне тăва пĕл савăнса.
Çынсем ырлаччăр çав ĕçе курса.
Пар ирĕк ĕмĕте хĕрӳ çунмашкăн.
 
13.
Пар ирĕк ĕмĕте хĕрӳ çунмашкăн,
Усалăн вылявне кала: «Шапаш!»
Унта ан пыр эс çывăха, юлташ.
Нихçан та вĕсемпе пĕрле ан ашкăн.
 
Авăн çапма вăхăт килсе çитсессĕн,
Тырра пухсан вĕçтер эс хывăха.
Тăна кĕртме ан тăрăш ухмаха –
Ăс туянма ун çук пуль интересĕ.
 
Вăйпа ăс-тăн хăйсен хакне пĕлесчĕ –
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе çӳресчĕ.
Çук килĕшӳ – ĕç кăмăла килмест.
 
Палкавçă шанчăклă юлташ пулаймĕ.
Кирлех чухне çирĕп сăмах калаймĕ.
Кам малалла пăхать, чакма пĕлмест.
 
14.
Кам малалла пăхать, чакма пĕлмест,
Капланчăкран умри çула тасатĕ –
Вĕт вăл тĕлне çитме сăмах та пачĕ.
Мĕн ĕç тусан та ывăнтăм темест.
 
Сурансемпе ӳт-пĕвĕ витĕнсен те,
Тек шанăç çук тесе шухăшламасть.
Ыратнине пĕрре те палăртмасть.
Шав кайĕ малалла упаленсе те.
 
Тĕрĕслĕх кирлĕ хăть хăçан сана.
Вăл тĕнĕл пек – пĕлес пулать çавна.
Вĕт урапа унсăрăн путса ларĕ.
 
Куçна шанса тӳпенелле çĕкле.
Мĕнле юрлаççĕ ангелсем! Итле…
Тавралăха тĕксĕмлĕх хупăрларĕ.
 
15.
Тавралăха тĕксĕмлĕх хупăрларĕ.
Сăваплăха манса пырать тĕнче.
Тупасчĕ пурнăçăн тĕрĕслĕхне.
Сана, вĕçмешкĕн, ĕмĕт çунат парĕ.
 
Мĕнле пулсан та шанчăка упрар.
Вăл совеçĕпе ĕмĕрлĕхе туслашнă,
Пит хĕн килсен те, вăл сывламĕ ассăн.
Кам çул çинче – ăна хисеп тăвар.
 
Çĕнтерӳçе тухма хастарлăх кирлĕ,
Хастар этем кăна кĕрешĕ вирлĕ.
Чапа тухасшăн вăл ĕмĕтленмест.
 
Эпир Турă саккунĕпе пурнасшăн.
Пар ирĕк ĕмĕте хĕрӳ çунмашкăн.
Кам малалла пăхать, чакма пĕлмест.
 
Мускав – Элшел (Тăхăрьял).
 
: 987, Хаçат: 29 (1173), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: