Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Область уй-хирĕнче июлĕн 24-мĕшĕ тĕлне 57,7 пин гектар çинчен 79,5 пин тонна тĕш-тырă пуçтарса илнĕ. Тухăç – пĕр гектартан вăтамран 13,8 центнер.
Шкула каякансене пулăшаççĕ
Облаçра «Помоги собраться в школу» ыркăмăллăх тăвăмпа килĕшсе 16 пин ачана социаллă пулăшу панă. Ку тĕле шкул ачисене çи-пуç, урана тăхăнмалли тата шкул хатĕрĕсем мĕнпурĕ 18,8 миллион тенкĕлĕх туянса панă.
Облаçри ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев сăмахĕпе, область бюджечĕ 5959 ачана, муниципаллă бюджет – 3242, ыркăмăллăх организацийĕсем – 6718 ачана пулăшнă.
Хăрушсăрлăх урокĕсем
Çуллахи каникул вăхăтĕнче пирĕн облаçра çул çинчи транспорт инкекĕсенчен ачасене çăлас ĕç пырать. Регионти вĕрентӳ министерстви сĕннипе облаçри мĕнпур ача-пăча учрежденийĕсенче, сиплевпе кану лагерĕсенче çул çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă мероприятисем ирттермелле.
Çĕртме уйăхĕнче хăрушсăрлăх эрни иртнĕ. Унсăр пуçне шкул ачисем «Большие маневры» спортпа çар вăййисене хутшăннă, çул-йĕр правилисемпе çыхăннă конкурссенче ăмăртнă, специалистсем усăллă калаçусем ирттернĕ.
Кĕçĕн класс ачисем валли вĕрентӳ министерстви ятарлă программа хатĕрленĕ.
Региона укçа килнĕ
Регионти финанс министрĕ Ольга Максимушкина пĕлтернĕ тăрăх, федераллă бюджетран 273,9 млн тенкĕ укçа килнĕ.
Укçан тĕп пайĕ (150 млн тенкĕ) ял хуçалăх комплексĕсен парăмĕсене татса пама, 49,7 млн – удобрени туянма, 36 млн – тухăçа страхлама, 13,1 – паха вăрлăх тăвакансене пулăшма, 18 млн ытла патшалăх тата муниципаллă учрежденисене инкексенчен сыхлас мероприятисем ирттерме, вĕрентӳ пахалăхне ӳстерме тата вĕрентӳ тытăмĕнчи саккунсене йĕрлеме каять.
Юлнă укçи 1,5 çула çитмен ачасене пособи пама, транспорт тытакан сусăрсене страхлав премине тӳлеме кайĕ.
Хĕллене хатĕрленеççĕ
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр çурт-йĕрпе коммуналлă тытăмсем тата çункăç-çутă комплексĕсем ăшăтмалли тапхăра еплерех хатĕрленнине тĕрĕсленĕ.
Вăл «Ульяновск-дорремсер вис» предприятире, «Волжская ТГТ» обществăн Ульяновскри филиалĕн УТЭЦ-1 котлотурбина цехĕнче, «Ульяновскводоканал» предприятийĕн шыв каналĕн Атăлти тĕп çурт-йĕрĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш сăрчĕсенче пулса курнă.
«Ульяновск-дорремсер вис» директорĕ Валерий Безруков пĕлтернĕ тăрăх, хĕллĕхи вăхăтра çулсене йĕркене кĕртме предприятийĕн 146 единица техника пур. Хĕллехи тапхăр валли вĕсем 90 процент хатĕр, хăшне-пĕрне çĕнетме пуçлани пирки каланă. Çул çинчи пăрпа кĕрешме тăварпа хăйăр хутăшĕ çителĕклех.
«Волжская ТГК» обществăн Ульяновскри филиалĕн пĕлтерĕвĕпе, çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 8-мĕшĕччен ăшăтмалли пăрăхсен çурхи тĕрĕслевĕ иртнĕ. Çав хушăра 164 татăк (порыв) тупнă, 162-шне йĕркене кĕртнĕ. Авăнăн 6-20-мĕшĕсенче кĕрхи шыв тĕрĕслевĕсене ирттерме палăртаççĕ. Ăшă пăрăхĕсемпе хатĕр-хĕтĕр юсавне 44,4 процент ирттерме ĕлкĕрнĕ. Хăш-пĕр участокра тĕп юсавсем пыраççĕ.
«Ульяновскводоканал» предприяти директорĕ Сергей Савельев вырăнти оборудование çĕнетес тата юсас ĕçсем пыни пирки каланă. Карлински ялĕнчен пуçласа хулари шыв çаврăнăшĕн тĕп тытăмĕ таран çĕнĕ пăрăх ирттерме палăртнине пĕлтернĕ. Унашкал ĕçсем «Звезда» суту-илӳ комплексĕ çывăхĕнче тата Атăлăн сулахай çыранĕнче те иртеççĕ тенĕ.
 
: 1036, Хаçат: 30 (1174), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: