Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхашăн хастар çыннисем çĕршывăмăрти çĕнĕлĕхсене пĕр шикленмесĕр йышăнаççĕ. Фермер хуçăлăхĕсене йĕркелеме ирĕк парсан та çаплах. Ялта пурăнакан тăвансем çĕрĕсене пĕрлештерсе ĕçлеме тытăннă. Валерий Николаевич Карсаков та фермер ĕçĕнче малтисенчен пĕри.
-2000 çулта хамăр çĕр çинче çемьепе ĕçлеме шутларăмăр. Унччен патшалăхшăн нумай тăрăшнă: тăван колхозра комбайнёрта та, КамАЗпа, ГАЗ-51, ГАЗ-52 машинасемпе, кайран «Сельхозхимире» вăй хунă. Карсаков Сашук тăванăм пирĕншĕн тĕслĕх пулчĕ. Унăн хастарлăхне курса çĕр илтĕмĕр. Халĕ мăшăрăм Валентина Николаевна, икĕ ывăл – Сашăпа Николай, вĕсен мăшăрĕсем – Катюшасем хамăрăн тата çынсенчен тара илнĕ 60 гектар çĕр çинче тăрмашатпăр. Çуркуннепе кĕркунне 15-20 çынна пулăшма чĕнетпĕр. Валентина Николаевна бухгалтер ĕçне те илсе пырать. Ытларах çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр акатпăр. Туса илнĕ çимĕçе те хамăрах ют хулана кайса сутатпăр. Иртнĕ çул 40 тонна хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 60 тонна кишĕр кăлартăмăр. Çĕр улми те аванах тухать – гектартан 300 – 350 центнер, - каласа парать Валерий Николаевич.
Карсаковсен – икĕ трактор, виçĕ КамАЗ, акмалли, кăлармалли агрегатсем. Анчах мĕнле тăрăшса ĕçлесен те çĕр ĕçченĕсен тухăçĕ ытларах Турă аллинче. Çакна иртнĕ çулсенчи çанталăк лайăх çирĕплетсе пачĕ. Унччен типĕ пулнипе çĕр улми аванах пулман, пĕлтĕр вара Карсаковсем çумăр çуса тăнипе 7 гектар çинче çĕр улмине кăларса илеймен.
-Ир пулакан çĕр улмине акса илме çăмăлтарах. Ăна ана çинченех тиесе сутма илсе каян. Склад та кирлĕ мар, вăрлăх валли кăна. Анчах каллех кашни çулах пĕр пек килмест, - тет фермер.
Кăларса илнĕ çимĕçе сутасси те çăмăл мар. Фермерсенчен ытларахăшĕ Самара çул тытать ку тĕллевпе. Суту-илӳ пирки Валерий Карсаков çапла калать:
-Туянакана паха тавар кирлĕ. Çĕр улми те çаплах. Вĕтĕ, хурт шăтарса пĕтернине никам та туянасшăн мар. Суйса сутсан вара тепринче санран туянмаççĕ. Çавăнпа чи паха çĕр улми илсе каятпăр. Вунă çул çӳретпĕр Самара. Халь туянакансем пире питрен пĕлеççĕ, шыраса тупаççĕ. Пахалăх - хамăрта.
Çĕр улмине колорадо нăрри çисе ярасран, хурт шăтарса пĕтересрен çуркуннех ĕçлеме пуçлать фермер. Юрать-ха, наука малаллах аталанать. Унчченхи пек темиçе хутчен нăрăран наркăмăш сапмалла мар халь. Акнă чухнех ятарлă «Крузер» препаратпа имçамлани пысăк усă парать.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Леонидовна Пидиксеева сăмахĕпе, Карсаковсем пулăшу ыйтсан нихăçан та хирĕçлемен. Ватăсене те, шкул ачисемпе ача садне те ырă аллисене тăсаççĕ. Садика кашни çулах ачасене выляма хăйăр тиесе килеççĕ, уçăлнă чух инвентарь туянса панă, чиркĕве – иконостас. Ялти вăрçă ветеранĕсене Çĕнтерӳ кунĕнче саламлама парнесем хатĕрлĕме пулăшнă.
Ялта ӳснĕ çын ял нушине аван пĕлет. Çавăнпа та Валерий Николаевич кашни çулах пĕччен пурăнакан ватăсен пахчисене сухаласа парать, ыйтсан – çĕр улмине те акать. Май килсен выльăх валли апатне те парать. Ватта пулăшни сăвап вăл. Çимĕке хăйсен урамне тракторпа хырса тикĕслет. Кил умне те тирпейлет, техникине тасатать. Таса мар пулсан çынран аванмарланать.
-Хамăрах транспортпа çулсене пăсатпăр, хамăрах тикĕслетпĕр. Никама та кĕтмелли çук. Машина-трактор пăсăлас пулсан та хамăрах юсатпăр. Хĕлле çуркуннене хатĕрлетпĕр техникăна. Çула тухас умĕн те тимлĕрех пулма тăрăшатпăр. Çапла çулталăкĕпех – ĕç. Ĕçлекенĕн шав ĕç пур вĕт, ĕçлеменнин кăна çук, - тет вăл. - Вăхăт çитменни – ял çыннин пĕр нуши. Ĕçе пулах юратнă купăса алла тытаймастăп. Тăсса шăрантарса ярăттăмччĕ пĕр-пĕр чăваш юррине! Купăса сакăр класс хыççăн çăвĕпе кĕтӳ кĕтсе хам укçапа туяннăччĕ. Каçсерен вăййа тухса хĕрсене те юрлаттарнă. Ун чухне ялта ача нумайччĕ вĕт, килсерен ултшар-çичшер. Юрăсене дискпа итленипех çырлахатпăр.
Валерийпа Валентина Карсаковсем кермен пек пысăк çуртра пурăнаççĕ, пысăк хуçалăх тытаççĕ. Пур çĕрте те тасалăхпа илем вĕсен. Ывăлĕсем çемйисемпе – Ульяновскра тĕпленнĕ. Ĕç вăхăтĕнче – ашшĕ-амăшĕ патĕнче. Валерий Николаевич хуларан час-часах килекен виçĕ мăнукĕн кăмăлĕсене тупассишĕн тăрăшать: выляма хăйăр кӳрсе панă, тăррине сунчăкпа илемлетнĕ. Кăмпа айĕнчен шăпăрлансем тухмаççĕ те.
Ватă амăшĕ валли те вăхăт тупаççĕ Карсаковсем. Ура утнă чух никам патне те куçмастăп тесе пурăнакан Ольга Александровна патне куллен кĕрсе тухаççĕ. Килте çăкăр пĕçерсен пĕрре те кучченеçсĕр хăвармаççĕ.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 1002, Хаçат: 30 (1174), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: