Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан тытăмĕсемпе регионти муниципаллă пĕрлешӳсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хушшинче «Команда-2012» форум иртнĕ.
Тĕллевĕ – влаçри çынсен профессилле тата харпăр аталанăвне ӳстересси, облаçра иртекен çĕнĕ проектсене сӳтсе явасси. Тематика площадкисенче кашни хăйĕн пултарулăхне кăтартма, мĕн пĕлнине уçса пама, пĕр шухăшлă çынсене тупма, проекчĕсене ырлакансемпе паллашма пултарни паха. Кун йĕркинче – пĕрлештерекен спортпа сиплев тата культура мероприятисем, ĕçлĕ вăйăсем, ăслăлăхпа тĕпчев тата вĕрентӳ конференцийĕсем, тĕрлĕ проектсен, тренингсемпе маçтăр-классен презентацийĕсем, çивĕч ыйтусене хăвăрт сӳтсе явса тĕрĕс татса пама вĕрентесси, пултарулăха, ăс-тăна уçса пама май паракан ăмăртусем.
Форум виçĕ куна тăсăлнă. Власть тытăмĕнче вăй хуракан çынсене уйрăмах «Сывлăх», «Çĕнĕлле шухăшлакан ушкăн», «Ырăлăха вĕрентекен пулăм», «Регионăн малашлăхĕ», «Халăх чунĕ»,«Политика технологийĕсем» тематика площадкисен ĕçĕ-хĕлĕ килĕшнĕ. Кашни муниципаллă пĕрлешĕвĕн «Хăна килĕпе» паллаштармалла, «Сывă çыннăн – сывă ĕмĕт» хаçат кăлармалла. «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» тата «Патриотла юрă» ăмăртусем хăйнеевĕрлĕхĕпе тĕлĕнтернĕ. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕнчи патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан тата муниципаллă пĕрлешӳсенчен килнĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертӳçисен тавçăрулăхне аван паллăпа хак панă. «Кунашкал мероприятисем ирттерни сире чи малтан сывласа яма тата капланса килнĕ кăмăл-туйăмăра ирĕке кăларма май парать. Пĕр-пĕрин çĕнĕ проекчĕсемпе паллашни, тĕрлĕ çĕрте ăмăртни питĕ усăллă. Облаçра пурăнакансен кăмăлĕ чылай чухне сиртен, эсир тунă тĕрĕс йышăнусенчен килет»,-тенĕ Сергей Иванович.
«Технология добра» площадкăшăн явапли пирĕн ентеш Ульяновск хулин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Петр Столяров пулнă. Хĕрӳ калаçăва облаçри районсенче муниципаллă пĕрлешӳсен пуçлăхĕсен социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕсем, çамрăксен политикине ертсе пыракансем хутшăннă. «Шкула пуçтарăнма пулăш», «Социаллă нӳхрепе тултар» акцисем иртнĕ, Димитровградри «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен «Шанăç» патшалăх учрежденийĕ хăйĕн çĕнĕ программипе паллаштарнă. Ку площадка ĕçне хутшăнакансем ăна питĕ пысăк хак панă.
Кĕпĕрнаттăр ăмăртăвĕсенче «Ульяновск хули» муниципаллă пĕрлешӳ ĕçченĕсем çĕнтернĕ.
 
: 1094, Хаçат: 30 (1174), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: