Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Шăхаль ялĕ Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрет. Тăван ялăмра хапăл туса кĕтсе илекен ентешĕмĕрсене хавхалантарас тĕллевпе эпир, Чĕмпĕрте пурăнакан чăвашсем, парне тума – чиркӳ лартма шутларăмăр.
Ял çыннисем ку хыпара ăшшăн кĕтсе илчĕç. Чиркĕве хăш вырăнта лартасси пирки 2011 çулхи çу (май) уйăхĕнче иртнĕ ял пухăвĕнче калаçса килĕшрĕмĕр. Хулара пурăнса ялти сăваплă пуçарăва ырлакансен ĕç ушкăнне йĕркелерĕмĕр. Халăх укçа пухма пуçларĕ. Çĕнĕ Шăхаль çыннине Виктор Григорьева аслине суйласа хăварнă. Пуçару ушкăнĕпе ентешĕмсем ĕçе йĕркелесе ертсе пынипе пĕр çулталăк хушшинче Александр Невский ячĕллĕ чиркĕве хăпартса та хутăмăр.
Кӳршĕ ял чăвашĕсем те çине тăрсах пулăшрĕç. Чăнлă полсёлокĕнче пурăнакан Александр Петрович Власов тăрăшса турăшсем ӳкерсе пачĕ, ял чиркĕвне ятарлă тематикăпа илемлетрĕ.
Ульяновскра пурăнакан ентешĕмĕр Виктор Захаров чиркӳ валли икĕ купол туса пачĕ. Кăçал утă (июль) уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче пысăк уяв иртрĕ. Виçĕ кун хушшинче аякран килнĕ священниксем кĕлĕсем вуларĕç. Çакна çирĕплетсе утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче ялта пысăк Акатуй кĕрлесе иртсе кайрĕ. Халăха Çĕпрел район пуçлăхĕ Т.Д.Нагуманов саламларĕ. Еплерех чăваш уявĕ вăл спорт ăмăртăвĕсемсĕр. Футбол, волейбол тата велосипедпа ăмăртни нумайлăха асра юлĕç. Чаплă концерт ваттине те, вĕттине те тыткăнларĕ. Шупашкар артисчĕсем те килсе халăха савăнтарчĕç. Ялти кашни касă сĕтел хатĕрленĕ. Кунта тутлă та техĕмлĕ чăваш апачĕн сăйлавĕ иртрĕ. Уяв çĕрле 12 сехетре юрă-ташăпа вĕçленчĕ .
Ял çыннисем те, хăнасем те ку уява нумайлăха астуса юлĕç. Çапла майпа пĕчĕк ялта пысăк уяв иртрĕ. Ялта паян 80 килĕ сыхланса юлнă пулсан Акатуйра 1000 çын та пурччĕ. Чиркӳ тума пулăшакан çак хастарçăсене чĕререн тав туса хăварас килет: Петр Афанасьев, Валерий Афанасьев, Лидия Афанасьева, Геннадий Клементьев, Владилен Чернов, Олег Захаров, Виктор Ушнов, Николай Осипов.
Ялтан кайса паян хулара пурăнакан чăвашсем, ентешĕмсем, эпĕ сирĕн патăра пĕртен-пĕр ыйту-тархаслупа тухатăп – сиртен нумайăшĕ тĕрлĕ сăлтава пула чиркӳ тума халиччен укçа параймарĕ. Сăваплă Турă çуртĕнче тумаллисем пайтах-ха. Сиртен пулăшу кĕтетпĕр. Пур ыйтăва та çак телефонсемпе çыхăнса татса пама май пулĕ: 8-927-820-07-87, 78-66-43.
 
: 859, Хаçат: 30 (1174), Категори: Ырă тĕслĕх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: