Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăван чĕлхе – тăван халăхăн нихçан иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Çак çăл куçран тумламăн-тумламăн мĕн ачаранпах вăй илсе ӳсетпĕр. Аннен кăкăр сĕчĕпе пĕрле унăн ачаш та лăпкă сасси пирĕн хăлхана сăпка юррине илсе çитернĕ… Тăван сасăран, тăван чĕлхерен пирĕн ăс-тăн аталанма пуçланă.
Тăван чĕлхе – халăхăн ĕмĕр сӳнми ăс-тăн чечекĕ. Унта – Тăван çĕршывăн сенкер пĕлĕчĕ, уçă сывлăшĕ, аслати-çиçĕмĕ, хирĕ-уйĕ, улăхĕ-çаранĕ, тăвĕ-сăрчĕ, Атăлĕ-Пăли, унăн ытарайми юманлăхĕпе шĕшкĕлĕхĕ…
Пурнăçра ăру хыççăн ăру иртет, пĕр ăру вилет, тепри çуралать. Вĕсен пурин те ăс-пуç пуянлăхĕ чĕлхере упранса юлать. Халăх юрри-сăввинче, юмах халапĕнче, халăх сăмахлăхĕнче этемшĕн Тăван çĕршыв чи хакли пулни уйрăммăнах уççăн палăрса тăрать.
Ахальтен мар иккен халăх мĕн авалтанпах çамрăксене хăйсен тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ. Çавăнпа та –и, тен, пирĕн халăхăн пултарулăхĕнче тăван ашшĕ-амăшĕн чĕлхине манакансенчен тăрăхласа кулаççĕ, ун пек çынсем çине халăх ашшĕ-амăшне маннă çынсем çине пăхнă пек йĕрĕнсе пăхать.
«Чăваш сăмахне манни, чăваш çăмахне те мантăр». Ку ылхава пĕлмен чăваш тĕнчере нумаях мар-тăр. Аслашшĕсен чĕлхине пĕлмене чăваш мĕскĕне хунă, маннине – шелленĕ, телейсĕр тесе шутланă, пĕлес темене айван тенĕ, юратманнине ылханса ятланă.
Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, Тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ.
Тăван чĕлхемĕрçĕм… Çĕленĕн те хăйĕн чĕлхи пур, çăхан та хăйĕн юррине манмасть. Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс. Ăслă пулар эпир! Тĕнче çине тарăнрах та анлăрах пăхар!
Тăван чĕлхеçĕмĕр… Асаттесен пилĕ, асаннесен тупи, кукамайсен пехилĕ, кукаçейсен тилмĕрĕвĕ, анне юрри, атте ӳкĕчĕ, аппа такмакĕ, пичче вĕрентĕвĕ, шăллăм тавĕ, йăмăкăн ачашлăхĕ, хурăнташсен, кӳршĕсен ырă кăмăлĕ…
Тăван чĕлхемĕрçĕм. Тăван çĕршывăмăрçăм. Тăван аннемĕрçĕм… Эппин, ăслă ывăл-хĕр пуласчĕ пурин те пирĕн.
Таçта кайсан та, тем пулсан та аслă çыннăн ăс-тăн вăйĕ халăх патнеллех пырать. Тăван халăх кăмăлĕпе, тăван çĕршывăн ытарайми сăнарĕпе вăл ĕмĕрлĕхех çыхăнса салтăнми тĕвĕленет.
Лаша та кил еннелле хытăрах чупать. Килтен – уттипе, киле – чуппипе. Килтен – юрттипе, киле – сиккипе. Ут килтен тухсан çул çухатма та пултарать, киле таçтан та тупать. Килтен çавăтса тухаççĕ, киле – ташласа пыраççĕ. Килтен – урасăр, киле – çунатпа. Килтен – ассăн сывлатăн, килелле – йăл-йăл кулатăн. Тухса каять – куççульпе макăрать, таврăнать – кăшкăрса юрлать. Килтен – аран-аран, киле – ирттерет урхамахран.
Кил вăйĕ виçесĕр пысăк. Ун хăвачĕ асамлă. Кил – тăван çĕршывăн чи хаклă, чи çывăх кĕтесĕ. Ылттăн сăпкан ылттăн пĕкечи. Ылттăн пĕкечен ылттăн вăчăри. Ылттăн вăчăран ылттăн унки…
Юманăн ӳчĕ хытă та, чунĕ çемçе. Ун мĕлкине пӳтсĕр канма ларсан тепĕр çулĕнче юман хăрать тет. Усал çын таптанине те чăтаймасть иккен мăнтарăн. Тăмана евĕр шаланкă кайăк пур тата. Шăпчăксемпе шăнкăрчсен, чĕкеçсемпе сар кайăксен çăмартисене вăрласа çиет вăл. Вăрă-хурахран та хăрушăрах çак йĕрешке кайăк. Çумăр шывĕпе куççулĕ çеç ĕçет тет хăй. Типĕ чух йăнăша-йăнăша вĕçет çав хапсăнчăк кĕвĕç те ĕмĕтсĕрскер. Юманлăхран илеме пистерет. Çак ылханлă кайăк сĕртĕнсен юман турачĕ хăрать тет, тунине çывăх пысăк турат çине пырса ларсан юман шалтан çĕрсе хăвăллă пулать тет.
Анкарти хыçне, çурт çывăхне юман лартса ӳстерме хăранă чăваш: юман туни мăй хулăнăш пулсан çав лартакан çын вилет тет. Ырхан чăвашăн вара мăйĕ те пит çинçе пулнă.
Юманшăн чи хакли – хĕвел хĕвĕ, хĕвел хӳтти. Хĕвелсĕр – юманăн хевти çук. Эппин, хĕвел сӳнсен – юман та пĕтет.
Хĕвел сӳнмесĕр, çăлтăрсем ӳксе пĕтмесĕр йĕкелти пурнăç тĕвви татăлмасть, юман пĕтмест, юманлăх сайраланмасть! Чăваш хăй те – юман. Халăхĕ – юманлăх. Юлашки юман типиччен çĕр çинче чăваш пĕтмест. Тĕнче вăрманĕнче те тĕрлĕ йывăç ӳсет. Çав вăрманта юман валли те вырăн пур. Этемлĕхĕн аслă кил-йышĕнче юман чунлă чăваша та хĕсĕк пулмĕ. Юман – хĕсĕр йывăç мар. Хĕвел те – сӳннĕ çăлтăр мар.
 
: 1314, Хаçат: 30 (1174), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: