Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск мэрин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2011-2012 вĕренӳ çулне хатĕрленме 246 вĕрентӳ учрежденине хула бюджетĕнчен 120 млн тенкĕ уйăрнă, 98 миллионне – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 80 шкула.
84 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта вут-кăварпа кĕрешмелли мероприятисем ирттернĕ: пушар сӳнтеркĕçĕсене тĕрĕсленĕ, вĕсене ятарлă кăпăк тултарнă; сывлăша уçăлтармалли вырăнсене тасатнă; хăрушлăх çинчен пĕлтермелли тытăма юсанă; тулашри пушар пусмисене тĕрĕсленĕ.
Пур вĕрентӳ учрежденийĕсенче те ăшă памалли тĕп тытăма тĕрĕслесе çуса тасатнă тата пресланă. Вун ултă учрежденире - сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтермелли тытăма юсанă, 83-шĕнче - пăрăх çулĕсене тутăхасран сыхлакан материалсемпе чĕркенĕ, 17-шĕнче - ăшă калăпăшне шута илмелли приборсем вырнаçтарнă.
УЛЬЯНОВСК – ЕВРОПА ПРОЕКТĔНЧЕ
Хула Думин депутачĕсем черетлĕ ларăвĕнче Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи сывлăх хуралĕн Европа регион бюровĕн «Хула сывлăхĕ» проекта хутшăнма кăмăл тунă.
Бельгири Льеж хулинче çулсерен пулакан конференци иртнĕ. Унта тĕнчери 110 хула делегацийĕ хутшăннă. Пухăннисем сывлăх хуралĕн вырăнти аталанавĕ, демографи, сывлăхлă пурнăç йĕрки çинчен сӳтсе явнă.
Конференцире Европа тытăмне Ульяновска кĕртес ыйтăва пăхса тухнă. Халĕ пирĕн хула та «Хула сывлăхĕ» проект пулăшăвне тивĕçĕ, тĕрлĕ конкурссене хутшăнĕ тата Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи сывлăх хуралĕн грантне илессишĕн кĕрешме пултарĕ.
Ульяновск тата область ертӳçисем юлашки çулсенче хула çыннисен пурнăçне тата сывлăхне лайăхлатассишĕн пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса хăвармалла. Тĕслĕхрен, «Сывлăхлă хула» ятарлă программа вăй илсе пырать. Ăна хула пуçлăхĕ Александр Пинков тата Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тимлĕхре тытаççĕ, пулăшса пыраççĕ. Çак ыйтупах «Единая Россия» партин регионри уйрăмĕ те пысăк ĕç илсе пырать.
Программа шайĕнче «Сывлăхлă шкул», «Сывлăхлă ача сачĕ», «Сывлăхлă ача» конкурссем ирттернĕ. Çĕнтерӳçĕ учрежденисене малалла аталанма 10 млн тенкĕ укçа панă.
«Сывлăхлă хула» программа шайĕнче сывлăхлă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарас тĕллевпе тĕрлĕ ĕç-хĕл илсе пыраççĕ.
 
Тăвăма малалла тăснă
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе «Помоги собраться в школу» тăвăма авăнăн 15-мĕшчен тăснă. Облаçри ĕç тата социаллă аталану министерстви пулăшу парас тĕллевпе муниципаллă пĕрлешӳсенче сахал тупăшлă çемьесенче ӳсекен ачасене тупса палăртаççĕ. Облаçра иккĕмĕш çул «Дисконтная карта «Первоклассник» проект ĕçлет. Кăçал регионри 11 пин çемьерен пĕрремĕш хут парта хушшине ларать. Ĕç тата социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев пĕлтернĕ тăрăх, асăннă ачасене шкул тумне тата ытти таварĕсене суту-илӳ компанийĕсем ("Элегант", "Олми-Канц","Бостон". «Винновка-Канцсервис » магазин «Умка») 5-20 процент йӳнĕрех сутма пулнă. Дисконт карттипе облаçĕпех усă курма пулать.
 
: 968, Хаçат: 35 (1127), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: