Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск районĕнчи Липкине кайсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм: кирек кам патне кĕретĕн – алăкĕсем яри уçă. Крайновсем патне шаккасан мана хирĕç икĕ пĕчĕк хĕр тухса тăчĕ. Вĕсем те алăкне питĕрмен. Аслисем килте çукчĕ. Ульяновскран Липки ялне асламăшĕпе аслашшĕ патне канма килнĕ. Аслăраххи часах аслашшĕне чĕнме лĕпĕш пек тухса вĕçрĕ.
 
Зоя Васильевна Чăнлă районĕнчи Каша çынни иккен. Качча кайиччен Калинина хушаматпа çӳренĕ.
-Ялтан эпĕ 15-16 çултах тухса кайнă. Эпир тăваттăн ӳсрĕмĕр. Эпĕ – асли. Ульяновскра 2-мĕш номерлĕ строительсен училищинче специальность илсен мана 3-мĕш треста ĕçлеме ячĕç. Унта Ульяновск районĕнчи Кремёнки ял ачипе паллашрăмăр. Юратсах пĕрлешнĕччĕ. Пĕрле пурăнса савăнасси пулмарĕ. Тăхăр çул нушалансан уйрăлтăмăр. Пĕрре такăнсан пĕрех май такăнан тенипе эпĕ килĕшесшĕн мар. Ман тĕле ырă кăмăллă, ĕçчен çын тĕл пулчĕ. Николай Иванович Крайнов – вырăс çынни. 33 çул килĕштерсе пурăнатпăр. Ман ачана вăл хăйĕнни пекех йышăнчĕ. Унран тепĕр ача çуратрăм. Малтанхи ачан ывăлĕ ӳсрĕ ĕнтĕ, кăçал салтака кайрĕ.
Кунта мĕнле килсе лекрĕр тесе ыйтсан Зоя Васильевна çапла хуравларĕ:
-Малтахи упăшкаран уйрăлсан эпĕ Липкири «Приволжский» совхоз фермине ветеринари санитарне ĕçлеме вырнаçрăм. Ĕлĕкрех кунта фермăсем выльăх сассипе кĕрлесе тăратчĕç. Сăвакан ĕнесен шучĕ виçĕ пин ытлаччĕ, ман уйрăмра кăна пин пăруччĕ. Миллионер совхозчĕ пирĕн хуçалăх. Йĕри-тавра сад ешеретчĕ, совхоз пахчинче мĕн кăна ӳсместчĕ. Чăн-чăн çăтмах тейĕн. Ĕçлес, пурăнас килетчĕ ун чух. Кашни пĕр пек пурăнаттăмăр. Пурте çителĕклĕччĕ.
Хуçалăх администрацийĕ мана зоотехника вĕренме сĕнсен эпĕ Жадовкăри совхоз-техникумра тăватă çул тăрăшса вĕрентĕм. Пĕтерсен çамрăк пăрусене шанса пачĕç. Бригадир пулма та тивĕçрĕм. Николайпа мăшăрлансан совхоз пире хваттер уйăрчĕ. Вунултă çул çурă çак специальноçпа ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва кайиччен икĕ çул çурă юлсан ĕçе пăрахрăм. Халĕ пуян хуçалăхран нимĕн те юлмарĕ: хуçалăх арканчĕ, фермисем пĕтрĕç, садсем тусрĕç. Тĕлĕнмелле…
Эпĕ кунта пурăннă чух пĕрин хыççăн тепри виçĕ йăмăк килсе тĕпленчĕ. Çемье çавăрчĕç. Халĕ мăнукĕсем те пур ĕнтĕ,- йăл кулать ентешĕмĕр.
Пĕртăвансем туслă пурăнаççĕ. Инкек-и, савăнăç-и – вĕсем яланах пĕрле. Кун пирки кунта тĕпленсе пурăнакан ентешсем те каларĕç. Нинан çемйи çине йывăр хуйхă ансан мĕнпурĕ ун патне васканă. Йăмăкĕ виçĕ мăнукĕпе тăрса юлнă. Вĕсене вĕрентсе, ӳстерсе çын тумалла вĕт…Нина Васильевна тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕ – чирлĕ, пулăшаймасть, хăйне те тимлĕх кирлĕ. Çапла ăна аппăшĕпе йăмăкĕсем «тăвалла туртаççĕ». Нина Васильевна нумай çул «Канаш» хаçата çырăнса илет. Кĕçнерникун пĕртăвансем чăваш хаçатне шĕкĕлчеççĕ.
Зоя Васильевна хĕл, кĕр кунĕсенче алĕç тума юратать. Юлашки виçĕ çул вăл тĕрĕпе аппаланать. Тăваткаллатса сахал мар ӳкерчĕк тĕрлеме ĕлкĕрнĕ вăл çак хушăра. Рамăна вырнаçтарнисем хваттер стенисене илемлетеççĕ. Халĕ пирĕн ентешĕмĕрĕн хĕрӳ те яваплă вăхăт: мăнукĕсем канма килнĕ. Вăл тĕрлĕ çырласенчен куллен кукăль пĕçерет. Вăхăчĕ çук чухне плита умне мăшăрĕ тăрать. Савăта сĕтпе çăмарта, сахăр, тăвар, çăнăх хушать те лайăх лăкать, вара вĕри çатма çинче мăнукĕсем валли çӳхе икерчĕ пĕçерет.
-Пирĕн асаттен икерчисем калама çук тутлă, - теççĕ пĕчĕк мăнукĕсем аслашшĕ çине ăшшăн пăхса. - Пире асаннепе асатте чунтан юратаççĕ.
 
: 1066, Хаçат: 30 (1174), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: