Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ТАВЛАШУЛЛĂ ЫЙТУСЕНЕ ТАТСА ПАМА ПĔЛЕКЕН МАÇТĂР
 
Тĕнчере мĕн пурри хăй хакне, пахалăхне, пĕлтерĕшне ÇЫН пурнăçĕ витĕр пăхсан кăна тупать. Ку пурăнма пĕлнинчен килет.Çын пурнăçĕ вăл яланах саккунлă. Уйрăмах унăн пурнăçĕ право йĕркисемпе çыхăннă пулсан. Василий Петрович Сидоровах илер: «Тӳрĕ кăмăллă ĕç-хĕлшĕн» (I-II-III степеньлĕ) мухтав паллисене, «Совет çарĕн отличникĕ», «Милици отличникĕ» кăкăр паллисене, «Раççей Федерацин ĕç ветеранĕ», «РФ Шалти ĕçсен министерствин ĕç ветеранĕ» ятсене тивĕçнĕ, пĕтĕм пурнăçне криминалистикăпа çыхăнтарнă милици подполковникĕ çак тытăмри тавлашуллă ыйтусене татса пама пĕлекен маçтăр пулса тăнă.
Ентешĕмĕр 1935 çулхи пушăн 8-мĕшĕнче çуралнă.
Ашшĕ - Пётр Васильевич – икĕ хутчен Аслă вăрçа хутшăннăскер (аманнă хыççăн госпитальрен сипленсе тухса) – хăй вăхăтĕнче Çĕпрел районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ колхоза ертсе пынă.
Амăшĕ (тĕрĕссипе, ама çури амăшĕ, тăван амăшĕ вăрçă пуçланнă çул тифпа чирлесе вилет, пилĕк ачи ашшĕпе тăрса юлать) – Варвара Ивановна (вăл мăшăрне тата пилĕк ача çуратса парать) – тăлăхсене хăй ачисенчен уйăрмасăр пăхса ӳстерет.
Василий Сидоров 1948 çулта ял шкулĕнче тулли мар вăтам пĕлӳ илет.
1954-1957 çулсенче Байконуртан 100 çухрăмра вырнаçнă Челкар хулинче сывлăшран тапăннинчен хӳтĕленмелли (ПВО) чаçра П-10, П-20 маркăллă радиостанци операторĕ пулса хĕсметре тăрать. Служба вĕçленнĕ çĕре ентешĕмĕр сержант званине тивĕçсе çар вăрттăнлăхĕсемпе çыхăннă объектра уйрăм командирĕ пулма тивĕçет.
Хусанта 1957 çулта экстерн мелĕпе вунă класс пĕтерет те 1963 çулччен участок уполномоченнăйĕнче вăй хурать.
Пур енчен те пултарулăх тата хастарлăх кăтартнă çамрăка 1964 çулта Мускаври эксперт-криминалист сене хатĕрлекен милици шкулне вĕренме яраççĕ.
Çамрăк специалиста Тутар АССРĕнчи Пĕкĕлме хулин шалти ĕçсен уйрăмне аслă эксперт-криминалист должноçне çирĕплетеççĕ.
Çемье лару-тăрăвĕсемпе çыхăннă сăлтавсене шута илсе Василий Сидоров Ульяновск облаçĕнчи шалти ĕçсен управленине куçса 1987 çулхи утă уйăхĕччен ĕçлет.
Тивĕçлĕ канăва кайсан вăл управленири çыхăну аппаратурисене юсакан мастерскойĕнче (милици службинче тăмасăр ун ведомствинче (вольнонаёмнăй) 1995 çулччен пуçлăх пулса вăй хурать.
Василий Петрович харпăр пурнăçĕ çинче нумаях тытăнса тăмарĕ. Вăл 1960 çулта Хусанта финанспа экономика институтĕнчен экономиста вĕренсе тухнă Лидия Антоновна Байковапа çемье çавăрать. Мăшăрĕ те халĕ тивĕçлĕ канура.
Сидоровсем икĕ ача пăхса ӳстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ывăлĕ – Евгений - ашшĕ çулĕпе кайса эксперт-криминалист а вĕренсе тухнă та Ульяновскри Засвияжски РОВДра уйрăм пуçлăхĕнче вăй хурса майор званипе тивĕçлĕве канăва кайнă. Унăн пĕр ывăл, вăл та аслă пĕлӳллĕ специалист. Хĕрĕ – Марина – амăш çулне суйласа илнĕ: Ульяновскри финанспа экономика техникумне тата экономика институтне пĕтернĕ. Унăн икĕ ывăл тата пĕр хĕр.
- Пурăнатпăр-ха çапла пурнăçпа киленсе, - тет Василий Петрович калаçăва пĕтĕмлетсе. – Ясашлă Ташлара дача пур. Унта пахчаçăсен тапхăрĕ пуçланса вĕçлениччен чакаланатпăр. Çут çанталăк вăйне хамăр çине илсе «çамрăкланатпăр». Çакăн хыççăн малалла талпăнса пурăнас шухăш çĕнĕрен çунатланать.
 
Ульяновск хули.
 
: 1024, Хаçат: 30 (1174), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: