Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паян тĕрлĕ сăлтава пула Раççейре тулли мар çемьесен йышĕ ӳссе пырать. Çемье аркансан ачасем ытларах чухне амăшĕпе юлнине илтме хăнăхнă-ха эпир. Юлашки вăхăтри статистика лару-тăру ылмашăнни пирки калать. Тулли мар çемьесенче ачисем ашшĕпе юлнă тĕслĕхсем те сахал мар. Совет самани вăхăтĕнче унашкаллисем пĕр процент çеç пулнă пулсан, паян – çак цифра 15 процента çитнĕ. Пĕччен аттесем аптрамаççĕ, ачисене пурнăç çулĕ çине тăратма та, укçа ĕçлесе илме те пултараççĕ вĕсем. Çак çемьесене пăрахса кайнă хĕрарăмсене питĕ шел, паллах. Тепĕр тесен пурнăçра тĕрли пулать.
Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Воля ялĕнче Николай Чебаков Артём ывăлне пĕчченех ӳстерет. Паян тĕпренчĕкĕ тăхăр çулта. Амăшĕ пăрахса кайнă чухне вăл икĕ çул та тăхăр уйăхра пулнă. Ашшĕ пĕр сăмахсăр кайăк хăй чĕппине пăхнă евĕр ывăлне хăй çунатти айне илет. Кӳршисем хисеплеççĕ ăна тăрăшулăхшăн. Çăмăл мар лава тирпейлĕн «туртать» вăл.
Николай шăпине нимĕншĕн те ӳпкелемест. «Мĕнле пулнă, çапла пулнă, - тет вăл. - Арăмпа пĕр чĕлхе тупаймарăмăр. Вăл пиртен пăрахса кайма шутларĕ те – чармарăм. Ирĕклĕ кайăка – ирĕклĕ вĕçев. Ачапа ирттернĕ кашни кун маншăн телейлĕ».
Паян Николай Чебаков ĕçе тухайманшăн çеç кулянать, ĕлĕк фермерсем патĕнче механизаторта вăй хунă. Халĕ Артём шкула каять, ăна нумай вăхăт уйăрмалла. Чирлесси те пулкалать. Ашшĕ ачан пĕртен-пĕр тĕревĕ.
Артем виçĕ класс пĕтернĕ. Канмалли кунĕсене ашшĕпе ирттерет. Хĕрĕхрен иртсен атте телейне туйса курнă Микулай 50 çула çитсе пырать. «Ывăл пысăкланчĕ, тен, çуллана унпа пĕрле ĕçе вырнаçма май пулĕ», - тет вăл йăх-ăрăвне тăсакан тĕпренчĕкĕ çине ытараймасăр пăхса.
 
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Воля.
 
: 917, Хаçат: 30 (1174), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: